Archive - Хыпар

февраль 6th, 2014

6 Нарăс, 2014

Чăваш чĕлхи хăйĕн çепĕçлĕхне ан çухаттăр

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ тăван чĕлхепе сăмахлăха вĕрентекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, учительсен пĕлĕвĕ пысăк шайра пултăр тесе тăрăшать. Кафедрăна ĕç кунĕсенче хуть те хăш вăхăтра кĕрсен те унта яланах - ĕçтешсем: пĕрисем çĕнĕ меслетлĕхсемпе паллашма çитнĕ, теприсем вĕрентÿре сăнавлă ĕçлесе пухнă паха опычĕпе паллаштарма çитнĕ, виççĕмĕшĕсем кунта ăс пухма килнĕ те - сĕнÿ илеççĕ, курс ĕçĕн темине уçăмлатаççĕ.

6 Нарăс, 2014

Искусство: çемье çирĕплĕхĕшĕн

Шупашкарти "Радуга" курав центрĕнче "Искусство хатĕрĕсемпе çемьен кăмăл-сипет пахалăхĕсене аталантарасси" ятпа канашлу иртрĕ. "Çавра сĕтеле" йĕркелекенĕ - ЧР Общество палатин Культура, вĕрентÿ, этноконфесси хутшăнăвĕсен тата информаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ.

6 Нарăс, 2014

Çĕнĕ хуçапа - çĕнĕ вăй

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствишĕн 2014 çул ахаль те питĕ яваплă - Культура çулталăкĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче тата пысăк тепĕр ĕç, çĕнĕ тытăм - туризм сфери - хушса панă. Министерство çак «лава» туртма хатĕр-и?

6 Нарăс, 2014

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!»

Çапла ят панă районта çулленех иртекен конкурс-фестивале. Кăçал ăна Культура çулталăкне тата Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Орининти информаципе культура центрĕнче «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ, Орининти халăх театрĕ, «Оринин ен» ветерансен хорĕ тата Мулкачкасси клуб-вулавăш çумĕнчи «Пучах», Атапайри клубра нумаях пулмасть çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă «Сурпан» ушкăнсем сцена çине тухнă.

Программăна «Сурпанра» /ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров/ юрлакансем уçнă. Регина Быкова шÿчĕсем халăха култарнă, шухăша янă.

6 Нарăс, 2014

Орган хыççăн - арфа

Чăваш академи симфони капеллишĕн Культура çулталăкĕ ăнăçлă пуçланчĕ: ун оркестрĕ çĕнĕ инструментпа - арфăпа - пуянланчĕ. Халĕ кунта пур инструмент та пур.

Нумаях пулмасть инçетри Америкăран килсе çитнĕ кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕн презентацийĕ иртрĕ. Капелла ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин пĕлтернĕ тăрăх - асăннă инструмент оркестрăн вăй-хăватне, пултарулăх шайне тата çÿлерех çĕклеме, репертуара пуянлатма май парĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Германире туяннă орган та пулăшĕ.

6 Нарăс, 2014

Тĕп ĕçсене палăртнă

Культура çулталăкĕ питĕ пуян. Профессионал искусство, вĕренÿ тата наци хутшăнăвĕсен енĕпе кăна 200 яхăн пысăк мероприяти йĕркелеме палăртнă. Пĕлтерĕшлĕ, çирĕп тымар янă проектсем çаксем: Пĕтĕм тĕнчери XVIII балет фестивалĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери XXII «Раççей çăл куçĕсем», «Янра, Раççей кĕтесĕ!» тата ытти те.

6 Нарăс, 2014

Спикер Кубокĕшĕн - виççĕмĕш хут

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Вăрнарти спорткомплексра ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе виççĕмĕш турнир иртрĕ.

февраль 5th

5 Нарăс, 2014

"Сывлăх", / 5 /770/, 06. 02. 2014

  • Если от ветра слезятся глаза.
  • Поможет от ночного кашля.
  • У каждого своя мелодия.
  • Домашний лечебный бальзам.
  • Защита - зеленый чай.
  • Черный перец прогоняет болезнь.
  • Сердце торопится...
  • Снижаем уровень сахара в крови.
  • Страница для родителей "Удаленький ты мой".
  • Зубы крепкие, ноги прямые.
  • Радостный день начинается с гимнастики.
  • Недуги школьников.
  • Для улучшения работы желудочно-кишечного тракта.
  • Как уберечься от "вампиров"?
  • Руки-ноги трясутся.

5 Нарăс, 2014

"Сывлăх", 5 /770/, 06. 02. 2014

  • Çилпе куççуль юхсан.
  • Çĕрлехи ÿслĕкрен пулăшать.
  • Кашнин - хăйĕн кĕвви.
  • Килте хатĕрленĕ ятарлă бальзам.
  • Симĕс чей хÿтĕлет.
  • Чире хăвалакан хура пăрăç.
  • Чĕре таппи хăвăртлансан.
  • Сахăр шайне чакарма.
  • Ашшĕ-амăшĕ валли - "Маттурскерĕм манăн" кăларăм.
  • Шăл çирĕп, ура тÿрĕ пулĕ.
  • Хавслă кун хускануран пуçланать.
  • Шкул ачисен амакĕсем.
  • Вар-хырăм ĕçне лайăхлатма.
  • Асăрханни ытлашши мар.
  • Ал-ура чĕтресен.

Pages