Комментари хушас

6 Нарăс, 2014

Тĕп ĕçсене палăртнă

Культура çулталăкĕ питĕ пуян. Профессионал искусство, вĕренÿ тата наци хутшăнăвĕсен енĕпе кăна 200 яхăн пысăк мероприяти йĕркелеме палăртнă. Пĕлтерĕшлĕ, çирĕп тымар янă проектсем çаксем: Пĕтĕм тĕнчери XVIII балет фестивалĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери XXII «Раççей çăл куçĕсем», «Янра, Раççей кĕтесĕ!» тата ытти те.

Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе иртекен «Раççей юррисем» фестиваль-марафона кĕтетпĕр. Унта Краснодар крайĕн, Çурçĕр Осети-Алани, Удмурт республикисен, Владимир облаçĕн тата Бабкинăн «Вырăс юрри» театрĕ хутшăнĕç.

Музей проекчĕсенчен чи паллăраххисем çаксем: Чăваш патшалăх ÿнер музейне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă курав, Пĕтĕм тĕнчери «Музейсен каçĕ - 2014» акци, Раççей ÿнер академийĕн регионсен хушшинчи «Красные ворота» куравĕ.

Театрсем те халăха савăнтарĕç. Раççей Культура министерствипе пыракан калаçусем ăнăçлă вĕçленессе шанатпăр, çавна май Шупашкар çыннисен çĕр-шыври паллă чылай коллективăн пултарулăхĕпе паллашма май тупăнĕ. Сăмахран, Нацисен патшалăх театрне, Аркадий Райкин ячĕллĕ «Сатирикона» тата ытти килессе шанатпăр.

Вулавăшсемпе музейсен, культурăн ытти учрежденийĕн вăйĕпе тĕрлĕ курав, презентаци, конкурс, фестиваль, «çавра сĕтел», семинар, конференци иртĕç.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.