Комментари хушас

6 Нарăс, 2014

Волонтерсем Сочие васкаççĕ

Тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ чухне волонтерсем пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ, тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче вĕсен ĕçĕ уйрăмах курăмлă.

Акă пĕлтĕр Хусанта иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче Чăваш Енрен 200 яхăн волонтер хутшăннă. Студентсемпе вĕренекенсем, пултаруллă çамрăксем, тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсем, общество хастарĕсем тата ыттисем куçаруçăра, пресс-службăра, судьясемпе тренерсен пулăшуçинче, хăнасене кĕтсе илекен ушкăнра, спортсменсене чысланă çĕрте тăрăшнă. Унта вĕсен ĕçне йĕркелÿ комитечĕ пысăк хак панă, парнесемпе чысланă.

Сочири Олимп тата Паралимп вăййисем те волонтерсемсĕр иртмеççĕ. Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 25 пин çын ĕçлесси паллă. Пирĕн республикăран унта 176 çамрăк хутшăнать. Олимп вăййисен тĕп хулинче Чăваш Енрен кайнă волонтерсен пĕр ушкăнĕ ĕçе пуçăннă. Акă Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн 26 студенчĕ вокзалсемпе аэропортсенче хăнасене кĕтсе илеççĕ, спортсменсене ăмăрту вырăнне çитме пулăшаççĕ, транспорт юхăмне йĕркелеççĕ. Аслă шкул студенчĕсен тепĕр ушкăнĕ - 50 волонтер - хальхи вăхăтра Паралимп вăййисене хутшăнма хатĕрленет.

Волонтерсен йышĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем те пур. Ют чĕлхе тата управлени факультечĕсенче вĕренекен 6 пикене яваплă ĕç шанса панă. Сочие тухса кайиччен виççĕшĕнпе курса калаçма май тупăнчĕ. «Унта эпĕ Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлĕп. Тĕп тĕллев - «Олимп çемйи» валли тĕрлĕ мероприятипе культура программисем йĕркелесе ирттересси. Çак ĕçĕн уйрăмлăхĕсене Краснодарпа Мускаври курссенче вĕрентĕм, хатĕрленÿ тапхăрĕ питĕ кăсăклă пулчĕ. Пысăк тĕрĕслев витĕр тухрăмăр, ют чĕлхе пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», - пĕлтерчĕ Анна Кочергина. Унăн юлташĕ Ирина Волкова конькипе чупакансен тата фигуристсен «Айсберг» керменĕнче протоколсем хатĕрлекен пайра вăй хурĕ. «Сочире алă усса лараймăн, ĕç вăхăчĕ çирĕп. Çакă пире пачах та шиклентермест. Чи пĕлтерĕшли вăл - спорт уявĕн пĕр пайĕ пулни. Тĕнчери чи паллă спортсменсен, уйрăмах Евгений Плющенкăн, пултарулăхне курма ĕмĕтленетĕп», - хавхаланчĕ вăл. Çакна палăртмалла: Анна Кочергинăпа Ирина Волкова çакнашкал ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнмаççĕ. Пикесем Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче пысăк опыт пухнă, куçаруçăра ĕçленĕ. Тутарстанран хавхаланса таврăннăскерсем Сочие каяс тĕллевпе пурăннă - тинех вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Пулас педагога Анна Долговăна вара Паралимп вăййисене чĕннĕ. «Транспорт службинче ĕçлĕп, тĕп тĕллев - хăнасене кĕтсе илесси тата ăсатса ярасси. Хатĕрленÿ курсĕсенче сусăр спортсменсемпе хутшăнас уйрăмлăхсене вĕрентрĕç», - терĕ Анна.

Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн 94 вĕренекенĕ те Сочие çитнĕ. Пирĕн ентешсем апатлану предприятийĕсенче сутуçăра, официантра тата поварта ĕçлеççĕ.


Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.