Комментари хушас

6 Нарăс, 2014

Чăваш чĕлхи хăйĕн çепĕçлĕхне ан çухаттăр

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ тăван чĕлхепе сăмахлăха вĕрентекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, учительсен пĕлĕвĕ пысăк шайра пултăр тесе тăрăшать. Кафедрăна ĕç кунĕсенче хуть те хăш вăхăтра кĕрсен те унта яланах - ĕçтешсем: пĕрисем çĕнĕ меслетлĕхсемпе паллашма çитнĕ, теприсем вĕрентÿре сăнавлă ĕçлесе пухнă паха опычĕпе паллаштарма çитнĕ, виççĕмĕшĕсем кунта ăс пухма килнĕ те - сĕнÿ илеççĕ, курс ĕçĕн темине уçăмлатаççĕ. Çапла, кафедра кунран кун учительсемпе пĕрле пĕлÿ çулĕпе утать, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе лайăхлатас тесе вăй хурать.

Интернет тата информаци ытти хатĕрĕ вăйлă аталанса пыракан тапхăра кĕтĕмĕр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те пурнăçран юлмаççĕ, вĕренÿри çĕнĕлĕхсене алла илсех пыраççĕ. Пархатарлă çак ĕçре чăваш чĕлхипе литератури кафедрин тÿпи те пур. Вăл Чăваш Республикинчи тата ытти регионри шкулсенче ĕçлекен педагогсемпе квалификацие тăтăшах ÿстермелли курссем, тĕрлĕ темăпа теорипе хăнăху семинарĕсем, канашлусем, интернет конкурссем, онлайн-консультацисем йĕркелет. Кафедра ĕçченĕсем тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен пĕлĕвне тата пултарулăхĕпе ăсталăхне çÿллĕ шая çĕклессишĕн чылай вăй хураççĕ. Вĕсем пултаруллă, çĕнĕлле ĕçлекен учительсене пухса ларусем ирттереççĕ, кĕнеке тата меслет кăтартăвĕсем çыракансен ал çырăвĕсене хаклас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Кашни çул кафедра учительсен республика аттестацине йĕркелет, вĕрентекенсен ĕçĕн пахалăхне вырăна тухса хаклать.

Вăхăт шкул пурнăçне те çĕнĕлĕх кĕртме ыйтать. Кафедра ĕçченĕсем 2013 çулта чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли "Чăваш чĕлхи" тĕслĕх программи пичетлесе кăларчĕç. Авторĕсем - И.А.Андреев, Г.Н.Семенова профессорсем тата Ю.М.Виноградов доцент. Вĕсем тĕслĕх программине Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăнпа вĕренÿ содержанине виçĕ ушкăна уйăрнă: 1/ коммуникаци е хутшăну компетенцийĕ /калаçу тата çыру урлă хутшăнас ăсталăх/* 2/ чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ /чĕлхе пĕлĕвĕн тĕп ăнлавĕсене вĕренес ăсталăх/* 3/ культура пĕлĕвĕн компетенцийĕ /пуплев культурине вĕренес ăсталăх/. Программăра ачасен вăл е ку компетенцине алла илме мĕнле-мĕнле темăсем кирлине кăтартса тухнă, сехетсене палăртнă.

Паянхи кун 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ ачан чăвашла тĕрĕс калаçма, çырма пĕлни тата тăван чĕлхепе хутшăнма пултарни чи пĕлтерĕшли пулмалла. Ку вара вĕренÿ вăхăчĕпе те, ытти предмет ретĕнче чăваш чĕлхи мĕнле вырăн йышăннипе те тачă çыхăннă.

2008 çултанпа Чăваш Республикин чăваш шкулĕсенчи ачасем 9-мĕш класс пĕтернĕ май чăваш чĕлхипе аттестаци экзаменĕ тытаççĕ. Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене еплерех чухланине, унпа çырура усă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе танлаштарма тата шайлаштарма пултарнине аван кăтартаççĕ. 2012 çултан пуçласа 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем те чăваш чĕлхипе патшалăх экзаменĕ тытаççĕ. Çакă чăваш чĕлхине ытти предмет шайне тăратни, вĕрентекене хисеплени пулать. Ырă пулăм тăван чĕлхен витĕмне ÿстерме тата çамрăксене тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Паллах, шкул ачисен пĕлĕвне хакламалли тĕрĕслев ĕçĕсене хатĕрлеме Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри те хутшăнать.

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри Чăваш наци конгресĕпе тата республикăри чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ассоциацийĕпе пĕрле чăваш чĕлхине чи лайăх вĕрентекене тупса палăртас тата тăван чĕлхе учителĕн профессине тивĕçлĕ хак пама пулăшас тĕллевпе çулсерен конкурс ирттерет. Республика конкурсне районта /хулара/ пĕрремĕш вырăн йышăннă чăваш чĕлхи учителĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем пултарулăх ăмăртăвĕнче тăван чĕлхепе ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ, чăваш тата вырăс чĕлхисене шайлаштарса вĕрентнине, халăхсен культура хутшăнăвне шута илнине, сăвва илемлĕ каланине, юрра-ташша ăста пулнине кăтартаççĕ.

Республика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ĕçтешсем 2007 çултанпа наци чĕлхине вĕрентекенсен Раççей конкурсне хутшăнаççĕ. Кунта та вĕсем чăваш ятне ямаççĕ, пысăк ăсталăх кăтартаççĕ: 2007 çулта Е.Майков /Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ/ "çĕнтерÿçĕ /новатор/ учитель" ята тивĕçнĕ, 2008 çулта А.Игнатьева /Шупашкар хули, 12-мĕш шкул/ "чи лайăх эссе" номинацире çĕнтернĕ, 2009 çулта Г.Абрамова /Шупашкар хули, 59-мĕш шкул/ 2-мĕш вырăн йышăннă тата "Вĕренÿпе меслетлĕх пуххи" номинаци çĕнтерÿçи пулнă, 2010 çулта А.Ядрицова /Йĕпреç районĕ, Йĕпреçĕн 2-мĕш шкул/ 1-мĕш вырăн йышăннă, 2011 çулта М.Печникова /Шупашкар хули, 60-мĕш шкул/ "Раççейĕн чи лайăх учителĕ" медаль илме тивĕçлĕ тата "Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн ăсти" номинаци çĕнтерÿçи пулнă, 2012 çулта А.Степанов /Муркаш районĕ, Калайкасси шкулĕ/ - 1-мĕш, 2013 çулта И.Диарова 2-мĕш вырăн йышăннă. Раççей шайĕнче çакнашкал пысăк çитĕнÿ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине çирĕплетет. Паллах, сăваплă çĕнтерÿ кафедра ĕçтешĕ хутшăнмасăр пулмастех. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче унăн юлташла пулăшăвĕпе ырă канашĕ тĕп ăмăртура куç кĕрет палăрать, çĕнтерме вăй-хал парать.

Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентес ĕçре паллă чĕлхеçĕ И.А.Андреев профессор чылай вăй хунă. Вăл хăйĕн пархатарлă пурнăçĕн юлашки çулĕсене Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче ĕçлесе ирттернĕ. Мана та 2 çул унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Иван Андреевичпа пурнăç тата чĕлхе ыйтăвĕ пирки калаçни, хушăран шÿтлесе юптарни халĕ те асра. Кун-çулăмра пысăк ученăйпа тĕл пулма май килнишĕн питĕ савăнатăп.

Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулта чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли - "Чăваш литератури", вырăс шкулĕн 10-11-мĕш класĕсем валли "Чăваш литератури" тĕслĕх программисем тата чăваш литератури вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕ пичетленсе тухмалла. Яваплă çак ĕçе кафедра ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ.

Çын илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма ача чух çăмăллăнрах тата хăвăртрах хăнăхать. Çавăнпа та калаçăвĕ-пуплевĕ, ăс-хакăлĕпе тавра курăмĕ шкулта мĕнле вĕрентнинчен тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕн пĕлĕвĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăхĕ вара Вĕренÿ институтĕнче квалификацие ÿстермелли курссенче, семинарсенче, интернет конкурссенче, "Чăваш чĕлхине чи лайăх вĕрентекен" ятпа иртекен ăмăртусенче, "çавра сĕтелсенче" тата шкулта пуçаруллă ĕçленинче туптанать.


Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.