Искусство: çемье çирĕплĕхĕшĕн

6 Нарăс, 2014

Шупашкарти "Радуга" курав центрĕнче "Искусство хатĕрĕсемпе çемьен кăмăл-сипет пахалăхĕсене аталантарасси" ятпа канашлу иртрĕ. "Çавра сĕтеле" йĕркелекенĕ - ЧР Общество палатин Культура, вĕрентÿ, этноконфесси хутшăнăвĕсен тата информаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ. Тĕл пулура Шупашкар хулинчи вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсен представителĕсем çемьене кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

"Радуга" центрта çемьен ăс-тăнпа шухăш-кăмăл интересĕсене искусство пулăшнипе аталантаракан тĕрлĕ проект ĕçлет. 2003 çулта пуçарнă "Туй кунĕнче - музея" проекта 83 мăшăра явăçтарнă. Çамрăксем культура программисене хутшăнса живопиçри, искусствăри çемье пĕлтерĕшне çутатакан ĕçсемпе паллашаççĕ. Анне пулма хатĕрленекенсем "Тĕлĕнтермĕш кĕтсе" проекта хутшăнса тĕнчене килекен пĕчĕк чуна амăшĕн варĕнчех илем енне туртăнма хăнăхтараççĕ. "Çемьепе - музее" проекта ачасемпе ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи канăвне пуянлатакан 40 ытла программа кĕрет. Вĕсем çемье çирĕплĕхне упрама пулăшаççĕ, аслă тата çамрăк ăрăва пĕр-пĕрне ăнланма вĕрентеççĕ.

"Живопиç азбуки" шкулчченхи ÿсĕмри ачасене вырăс живопиçĕн ăстисемпе тата жанрĕсемпе паллаштарать. "Живопиç шедеврĕсем - ачасене", "Çамрăк экскурсовод" проектсене те пĕчĕккисем хаваспах хутшăнаççĕ. "Радуга" центр сусăр ачасем валли арт-терапи экскурсийĕсем, пултарулăх мастерскойĕсем йĕркелет.

Вырăс музейĕн виртуал филиалĕ çемье программисене пуянлатма май парать. Мультимедиа кинотеатрĕ пулăшнипе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ музей залĕсем тăрăх виртуал çул çÿреве тухаççĕ, компьютер пулăшнипе çĕнетнĕ авалхи керменсене курса савăнаççĕ, картинăсемпе паллашса çĕр-çĕр çул каяллахи вăхăта лекеççĕ...

Тĕп хулари вĕренÿ учрежденийĕсенчен килнисем ачасемпе ашшĕ-амăшĕн тата культура организацийĕсен пĕрлехи ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕç. "Çамрăк театрал шкулĕ" проекта чылай пĕлÿ çурчĕ ырласа йышăннă. 1-мĕш шкул вĕрентекенĕ Татьяна Андреева каланă тăрăх - республикăри 39 шкул тата культурăн пилĕк учрежденийĕ /Чăваш патшалăх оперăпа балет тата пукане театрĕсем, Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки, Чăваш наци музейĕ, "Радуга" курав центрĕ"/ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кунта пурнăçланакан проект уйрăмах кăсăклă. Юлия Тумаланова вĕрентекен класри ачасем, ашшĕ-амăшĕ пурте юрланине палăртрĕ. Пĕчĕккисемпе аслисенчен йĕркеленĕ хор хула, республика, Раççей конкурсĕсенче çĕнтернĕ.

"Росток" центрта ачасен пултарулăхне пĕчĕкрен аталантарма тăрăшаççĕ. Елена Герасимова директор ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ывăлĕ-хĕрĕ пысăк çитĕнÿсем тунине палăртать.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче вырсарни кунсенче çемье канăвне пуянлатакан "Искусство азбуки" студи, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем валли "Музей уçлăхĕ" проектсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче "Чăваш Ен культури: 2010 - 2020" программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланакан "Чи нумай вулакан çемье" конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл ачасене çеç мар, çитĕннисене те кĕнекепе туслаштарать.

Ларура çавăн пекех паянхи обществăра культурăна вăйлатассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. "Çавра сĕтел" калаçăвне пĕтĕмлетсе культура учрежденийĕсен паха опытне республикăра сарас тĕллевпе ĕç ушкăнне туса хума йышăнчĕç. Вăл ĕç-хĕл йĕркине, сĕнÿсемпе резолюцисене палăртĕ.


Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.