Комментари хушас

6 Нарăс, 2014

«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!»

Çапла ят панă районта çулленех иртекен конкурс-фестивале. Кăçал ăна Культура çулталăкне тата Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Орининти информаципе культура центрĕнче «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ, Орининти халăх театрĕ, «Оринин ен» ветерансен хорĕ тата Мулкачкасси клуб-вулавăш çумĕнчи «Пучах», Атапайри клубра нумаях пулмасть çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă «Сурпан» ушкăнсем сцена çине тухнă.

Программăна «Сурпанра» /ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров/ юрлакансем уçнă. Регина Быкова шÿчĕсем халăха култарнă, шухăша янă.

Вырăнти халăх театрĕ Николай Сидоровăн «Авлансан каччă пулаймăн» камитĕнчи тата Федор Павловăн «Ялта» драминчи сыпăксене вылянă. «Оринин ен» хор та, «Шуракăш» ансамбль те /ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров/ куравçăсене çĕнĕ программăпа паллаштарнă.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.