Çĕнĕ хуçапа - çĕнĕ вăй

6 Нарăс, 2014

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствишĕн 2014 çул ахаль те питĕ яваплă - Культура çулталăкĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче тата пысăк тепĕр ĕç, çĕнĕ тытăм - туризм сфери - хушса панă. Министерство çак «лава» туртма хатĕр-и? Ун пирки Вадим Ефимов министрпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Хушма тепĕр ĕç пирки мăн каланă пулăттăр: отрасле малалла аталантарма чăрмантармĕ-и?

- Кĕскен: туризмпа культурăн пĕр пеклĕх нумай, патшалăх çакăн пек йышăну туни республикăн туризм отрасльне çĕкленме пулăшасса шанатпăр.

Раççейре туризм пĕлтерĕшĕ ÿссе пыни куç умĕнчех. Енчен те маларах эпир ăна поход, палатка тата ун умĕнче кăвайт чĕртни пек йăшăннă тăк халĕ çав ăнлав анлăланнă.

Пирĕн республикăра туризмăн çак енĕсене аталантарма майсем пур: этнографи, культурăпа пĕлĕве ÿстерессипе, ĕç тата пулăмпа çыхăннисене. Çавăнпа та туристсен пысăк йышĕ «килсе кĕриччен» питĕ нумай ĕçлемелле. Чи малтанах çакăншăн яваплă çынсен, ертÿçĕсен шухăш-кăмăлне улăштармалла. Инфратытăма тата бренда аталантарма система мелĕпе усă курмалла.

- Министерство тытăмне çак ĕçпе çыхăннă тата миçе çынпа вăйлатма майсем пур?

- Хальхи вăхăтра Чăваш Ен культура министерствине 4 çын хушса панă тата уйрăм тытăм йĕркеленĕ. Çумсенчен пĕри - Иван Иванов - шăпах туризм енĕпе ĕçлет.

- Çĕнĕ сферăпа çыхăннă тĕллевсем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

- Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче 2014-2020 çулсем валли çирĕплетнĕ «Культурăпа туризма аталантарасси çинчен» ЧР Патшалăх программинче палăртнă.

Тĕллев: Чăваш Ен территорийĕнче конкурентлă, пурнăçăн хальхи ыйтăвĕсене татса пама пултаракан туризм отрасльне йĕркелесси.

Хальхи вăхăтра республикăра туризм ыйтăвĕпе 138 организаци ĕçлет. Вĕсем çулленех 170 пин çын ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

Паян туризм Чăваш Республикин экономика секторĕнче регионти мĕн пур тупăшăн 0,3 процентне йышăнать, 2020 çул тĕлне кăтарту 1,2 процентпа танлашмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те малашне.

- Ял туризмне аталантарас тĕллев пур-и?

-Ял туризмĕ Раççейре те вăй илсе кăна пырать-ха. Вăл экологи лару-тăрăвĕпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкра канас тĕлĕшпе республикăра условисем çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай районĕсенчи центрсем ку енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Ял туризмне илес тĕк чи пĕрремĕшĕ Шупашкар районĕнчи лаша туризмĕн «Заимка» комплексĕ пулчĕ. Вăл инвесторсен укçи-тенкипе аталанать. Унашкал проектсем - «Паснерка» тата «Упа кĕтесĕ» - Тăвай районĕнче пур, Йĕпреçре - «Карăк ращи».

- Чылай районта чăваш аваллăхĕпе çыхăннă вырăнсем - Патăрьел районĕнче Тикеш, Елчĕк тăрăхĕнче Аслă Таяпа, Шупашкар хутлăхĕнче Апаш - пур. Вĕсем пирки халăха тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе турист маршручĕсем те уçма май пур. Эсир çакăн пирки мĕн шухăшлатăр?

- Туризмпа культура хушшинче - тачă çыхăну. Культура еткерлĕхĕн объекчĕсем, археологи, архитектура палăкĕсем туризмăн никĕсĕ пулса тăраççĕ те. Чăваш Ен Раççей тата чикĕ тулашĕнчи туристсемшĕн кăсăклă. Ку енĕпе Улатăра та палăртса хăвармалла. Вырăссен авалхи хули хăйĕн тĕлĕнмелле кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе, вун тăххăрмĕш ĕмĕрти йывăç çурчĕсемпе, чиркĕвĕсемпе тата ыттипе те кирек кама та тыткăнлать. Кунти кашни кĕтес историпе çыхăннă. Сăмахран, пăравус юсакан «Арсенал» депора Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче К.Е.Ворошилов маршал икĕ хут пулнă.

Пăрачкав сали те культура еткерлĕхĕн объекчĕсемпе пуян, кунта вун тăххăрмĕш ĕмĕрти вырăс купсин пурнăç йĕрки упранса юлнă. Куславкка хули Н.М.Лобачевский музейĕпе паллă. Волчков купсапа Жомини барон çурчĕсем - историпе культура палăкĕсем. Сĕнтĕрвăрри те, Мария Александровна императрица ятне тивĕçнĕскер, туристсемшĕн питĕ кăсăклă.

Республикăн археологи еткерлĕхĕ пирки те чарăнса тăрасшăн. Чăваш Енĕн хальхи территорийĕнче авалтанпах çынсем пурăннă. Çакна археологи палăкĕсем лайăх çирĕплетеççĕ. Унашкал объект 1,5 пин ытла. Вĕсенчен 200-не Раççей Федерацийĕн культура еткерлĕхĕн объекчĕсен патшалăх реестрне кĕртнĕ.

Манăн шухăшăмпа - турист маршрутне Чăваш наци музейĕнчен пуçламалла. Кунта археологи палăкĕсемпе, чавса кăларнă япаласемпе паллашма май пур. Апаш археологи культури - Хăвел тухăç Европăн бронза ĕмĕрĕнчи чи паллă пулăм. Асăннă культурăпа палăрнăскерсем Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри территорине пирĕн эрăчченхи иккĕмĕш пин çуллăхăн пĕрремĕш çурринче пырса кĕнĕ. Апашра çав культурăн асăну палли тата пысăк тĕме пур. Паллăна 2003 çулхи çу уйăхĕнче уçнă. Плита çине çапла çырнă: «Кунта, Апаш ялĕ çывăхĕнче, 1925 çулта В.Ф.Смолин бронза тапхăрĕнчи Апаш культурине уçнă».

Атăлçи пăлхарсен вуннă-вун виççĕмĕш ĕмĕрĕсенчи археологи палăкĕсем - Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕ çывăхĕнчи Тикеш археологи комплексĕ тата Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа çывăхĕнчи Аслă Таяпа хулашĕ.

Православи зодчестви те пуян. Ку енĕпе чи «ватă» çурт - Введени чиркĕвĕ. Пĕрремĕшне, йывăçран тунине, 1555 çулта хăпартма тытăннă, хальхине вара - вун çиччĕмĕш ĕмĕрĕн çурринче. Чиркÿсен тĕслĕхĕпе вырăнта православи мĕнле вăй илсе пынине уçса пама пулать.

- Паян Чăваш Ен туристсене кĕтсе илме хатĕр теме пултаратăр-и?

- Эпир çулленех йăлана кĕнĕ пысăк мероприятисем ирттеретпĕр. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ, декораципе хушма искусство ăстисен Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурсĕ, М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль тата ытти те çĕр-çĕр, пин-пин çынна пуçтарать.

Республика туристсене йышăнма хатĕр. Паллах, малалла та ăнтăлмалла: маршрутсем уçмалла, инфратытăма лайăхлатмалла, акăлчан чĕлхиллĕ сайтсем йĕркелемелле. 2019 çулта Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр, 2020 çулта - республикăн 100 çулне. Савăнăçлă çак самант тĕлне тĕплĕн хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ: объектсене реконструкцилеме тытăннă е палăртнă, çĕннисене тума пуçăннă.

- 15-20 çул каялла тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа тăракан культурăпа кану паркĕнче Чăваш йăли-йĕркин музей-комплексне тăвас ыйту çĕкленнĕччĕ. Вăхăт шăвать, ĕçĕ вара çук. Çав вырăнтах тата темле комплекс тумалла тесе калаçакансем те пур. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Туристсем хăйсене Чăваш Енре хăтлă туйччăр, татах таврăнас кăмăллă пулччăр тесе ĕçлемелле пирĕн. Çак тĕллевпех республикăра «Этническая Чувашия» туризм кластерĕн проектне пурнăçа кĕртме пуçлаççĕ. 2013-2017 çулсенче «Ясна» этноэкологи комплексĕн /Шупашкар районĕ/ тата «Амазония» этнокомплексăн /«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕ/ строительствипе ĕçлемелле. Икĕ проект та чăваш халăхĕн авалхи хăйне евĕрлĕ культурине - пурлăх, ăс-хакăл, йăла тата пурнăç йĕркине - уçса парассипе çыхăннă.

Проекта ЧР Спорт министерстви хатĕрленĕ. Ăна Австри, Итали эксперчĕсем пулăшнă. Инвесторĕсем - «ТРИгрупп» АХО, «Экопоселение «Ясна» НП.

Кластер объекчĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ - 7680,2 млн. тенкĕ, çав шутра - 2055,9 млн. тенкĕ инфратытăмпа çыхăннă объектсене çĕклеме кайĕ, ытти - туризм объекчĕсем валли.

Проект кăçал федерацин тĕллевлĕ «Раççей Федерацийĕнче шалти тата тулашри туризма аталантарасси /2011-2018/» программине кĕнĕ. 2014 çул валли федераци бюджетĕнчен 59,6 млн тенкĕ уйăрнă. Çак нухратпа инженерин тулаш сетьне йĕркеленĕ çĕрте усă курĕç. Çитес çул тата 69 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Проекта пурнăçа кĕртни 1,5 пин çын валли ĕç вырăнĕ туса парĕ. Унсăр пуçне республикăн сумне çĕклĕ, туристсене Чăваш Ене явăçтарассине икĕ хут ÿстерме май парĕ.

- Çĕнĕ ĕçре эпир, журналистсем, мĕнпе пулăшма пултарăпăр-ши?

- Регионра туризм вăй-хăватне çĕклес, инвестици явăçтарас тĕлĕшпе çут, ăнлантару ĕçне хутшăнасса, Чăваш Ен çут çанталăкĕн тата халăхĕн пуянлăхне, унăн нумай евĕрлĕхне уçса пама пулăшасса кĕтетпĕр.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.