Комментари хушас

6 Нарăс, 2014

Спикер Кубокĕшĕн - виççĕмĕш хут

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Вăрнарти спорткомплексра ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе виççĕмĕш турнир иртрĕ.

Кĕçех Сочире пуçланакан Хĕллехи Олимпиадăна халалланă республикăн уçă чемпионатне Чăваш Енри чи вăйлă та пултаруллă кире пуканĕ йăтакансем хутшăнчĕç. Спорт уявне килнисене Юрий Попов спикер, ЧР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, турнирăн хисеплĕ хăни - РФ ШĔМĕн Çул-йĕр инспекцийĕн Тĕп управленийĕн пай пуçлăхĕ, полици полковникĕ Сергей Волков саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

Юрий Алексеевич ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен пĕр ушкăнне сертификатсем пачĕ. Çавăн пекех вăл Олимп вăййисен чемпионкине Елена Николаевăна çуралнă кунпа саламларĕ, Чăваш Республикин гербĕллĕ сехет парнелерĕ.

Спортсменсем вунă помост çинче тупăшрĕç, старта 18 çултинчен пуçласа 80 урлă каçнă мучисем те тухрĕç. Кашни виçе категорийĕнчех тупăшу çивĕч иртрĕ. Ю.Поповăн ентешĕсем - Елчĕк районĕн пăхаттирĕсем - иртнĕ çулсенчи пекех вăйлăрах пулчĕç. Вĕсен команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çак районти Дмитрий Енедеров - турнирăн абсолютлă чемпионĕ. Тăрăм каччи 32 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 74 хут тĕртрĕ, пĕр снаряда сулахай/сылтăм алăпа 107 хутчен йăтрĕ.

Иккĕмĕш вырăнта - Улатăр хулин команди, Шупашкарти Ленин районĕн атлечĕсем - виççĕмĕш.


Михаил МИШИН.

Ольга ПАНОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.