Archive - 2017 - Хыпар
март 15th
Ютран килекенсем статистикăна япăхлатаççĕ
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра «наркомани» диагноз лартнисен шучĕ 956 çынпа танлашнă. Профилактика тĕллевĕпе сăнаса тăракансен /вĕсем пирки те наркомансем темелле ĕнтĕ/ йышĕ вара — 2007 çын. Çак тата ытти цифрăна тунтикун ЧР Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.
Ăçта наркотик — унта преступлени
Кадр ыйтăвĕ хăçан татăлĕ?
Муниципалитет сайчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене ĕçлекенсем кирли пирки тăтăшах пĕлтереççĕ. Сăмахран, Красноармейски районĕнчи агропромышленноç комплексĕ вун-вун специалиста кĕтет.
Аукционра çĕнтерчĕç, килĕшÿ тума килмерĕç
Çынсене мĕн пăшăрхантарать
Нарăсăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем
Пире сĕте сутăн илмелли хак пĕчĕкки пăшăрхантарать. Элĕк районĕнчи Йăранар, Тавăт, Мăн Карачурара тата ытти ялта пурăнакансем.
Волонтер ĕçĕ чунпа пуянланма пулăшать
«Кевер туй та хыçа юлчĕ»
Çапла калаççĕ Ларионовсем. Вĕсем çемье çавăрнăранпа 64 çул иртнĕ. Апла пулин те Аслă Чурачăкри Анастасия Николаевнăпа Николай Николаевич паян та çамрăк чухнехи пекех шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ.
97 çулти ветеран çăва тухсан ĕне илесшĕн
Халĕ те вăл тăхăр сурăх, кроликсем, чăхсем усрать
Çирĕп сывлăхлă, кĕрнеклĕ вăй-халлă, паянхи кунчченех çивĕч ăс-тăнлă, ĕçчен пулнипе, ырă та йăваш кăмăлĕпе тĕлĕнтерет вăл ял çыннисене. Елчĕк районĕнчи Энтепере пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕТихон Табаков нумаях пулмасть 97 çул тултарнă.
март 14th
«Хыпар» 35 (27150) №, 14.03.2017
Тирпейлекен предприяти ытларах кирлĕ
Унсăрăн çĕрулмине вырнаçтарассипе çыхăннă ыйту татăлмасть
Çак уйăх пуçламăшĕнче Шупашкарта Регионсен хушшинчи IX «Çĕрулми — 2017» курав иртни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсене вăл çĕнĕ тĕллевсем палăртма хистерĕ, культурăна çитĕнтернĕ чухне усă куракан технологири çĕнĕлĕхсене пĕлме пулăшрĕ. Форум хыçала юлчĕ. Кăçал мĕнле ыйтусене татса памалла-ха?