Кадр ыйтăвĕ хăçан татăлĕ?
Муниципалитет сайчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене ĕçлекенсем кирли пирки тăтăшах пĕлтереççĕ. Сăмахран, Красноармейски районĕнчи агропромышленноç комплексĕ вун-вун специалиста кĕтет.
— Кадр ыйтăвне хускатсанах чĕре ыратма тытăнать. Пире тĕп тата вăтам сыпăкри специалистсем кирлĕ. Пенсие кайса пĕтсен кампа ĕçлемелле? — тет райадминистрацин тĕп специалисчĕ Геннадий Матвеев, йывăр шухăшпа канăçне çухатнăскер. — Районти хуçалăхсенчен пĕринче çеç агроном пур. Ыттисенче пусă çаврăнăшне хăйсем пĕлнĕ пек йĕркелеççĕ. Çавăнпах-тăр кашни гектартан вăтамран 35-40 центнер тырă илес чухне 20 центнерпах çырлахаççĕ. Çамрăксене района илсе килес тесе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ студентсемпе çулленех тĕл пулатпăр. Унта хуçалăх ертÿçисем те пыраççĕ, районта ĕçе вырнаçсан 15-20 пин тенкĕ шалу тÿлессине пĕлтереççĕ, анчах тăван тăрăха таврăнакан çук.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев АПКра вăй хуракан çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендие 2005 çулта Трак тăрăхĕнчен 8-ăн тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче — пĕрре, 2013 çулта — иккĕн. Кандидата тăратма çамрăксем çук иккен. Вĕсем продукци туса илме хастар хутшăнаççĕ пулин те «Земство врачĕ» программăпа килĕшÿллĕн паракан çăмăллăха туймаççĕ. Çамрăк тухтăрсене ялта 5 çул ĕçлеччĕр тесе пĕрер миллион тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Çакнашкал мелпе ял хуçалăхĕнче усă курсан кадр ыйтăвĕ чылай çăмăлланĕччĕ.
Ĕлĕк ывăл çуралсанах хăрах ури сăпкара та тепĕр ури акара тенĕ. Çут тĕнчене пулас сухаçă килнĕрен çапла каланă ĕнтĕ. Виçĕ çула çитсен хĕр пĕрчи — йĕп, арçын ача мăлатук тыттăр тенĕ. Шăпăрлансене пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçтарасшăн пулнă-тăр. Ÿсерехпе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ача сачĕ, шкул пысăк витĕм кÿнĕ. Ача-пăча çитĕнсе пынă май ĕç тĕлне сĕмленнĕ. Килтисене выльăх пăхма, пахчаçимĕç çитĕнтерме пулăшнă. Шкул çумĕнчи сăнав лаптăкĕнче тăрăшнă.
— Эпир аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра районти вĕренÿпе производство комбинатне çÿренĕ. Кунта ял хуçалăхĕнче кирлĕ пулакан тĕрлĕ профессие хăнăхтаратчĕç. Эпĕ çĕвĕç ăсталăхне алла илтĕм. Хам валли тумтир çĕлесе тăхăнаттăм. Сутуçă, строитель, ытти пулма вĕреннисенчен хăшĕсем халĕ çав специальноçпах вăй хураççĕ, — терĕ Трак шкулĕн директорĕ Ирина Федорова. — Çурт йăшса çитнĕрен темиçе çул каяллах занятисем ирттерме пăрахнă. Анчах кунашкал комбинат е центр районсенче кирлех. Пирĕн шкулта агрокласс уçнăшăн пурте савăнтăмăр. Ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Ятарлă программăпа пĕлÿ илсен те Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пурте кĕреймĕç. Района врачсем, учительсем, ытти професси çыннисем кирлĕ. Пирĕн тĕллев — вĕренекенсене тăван еншĕн усăллă çынсем пулма хăнăхтарасси, ял пурнăçĕн йĕрки-тытăмне ăса хывса кунтах тĕпленсе пурăнас туйăма вăратасси.
— Шел те, агрокласс программине ăнăçлă хатĕрлесе çитернĕ теме çук-ха. Унта «Основы растениеводства», «Основы животноводства» предметсене мĕншĕн кĕртес мар? — сĕнчĕ Геннадий Матвеев. Унпа килĕшмеллех.
Калаçăва райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева хутшăнчĕ.
— Аграри вузĕнчен диплом илсе тухакансене ял мĕншĕн илĕртмест — тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Маншăн мĕн тери интереслĕ! Çурт-йĕр, гараж, мунча, нÿхреп, хушма хуçалăх — йăлтах пĕр çĕрте. Хулари евĕр унта-кунта çÿрес çук. Кил-çурта вара хăвна килĕшнĕ пек тума пултаратăн. Кăмăлу пултăр çеç, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Светлана Анатольевна. — Ялта пурăнма йывăр тенипе килĕшместĕп. Пур çĕре те кăвак çулăм, ĕçмелли таса шыв, хытарнă çул çитет. Ял-йыш туслă пулсан пĕтĕм ыйтăва пĕрле тата çийĕнчех пăхса тухĕç. Старостăсем хăтлăхшăн, илемшĕн тăрăшаççĕ. Депутатсем те ахаль лармаççĕ — çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса парасшăн. Хамăр туса илнĕрен апат-çимĕç таса та техĕмлĕ. Тăван тавралăх ытамĕнче ĕмĕр ĕмĕрлекенсем хăйсен ачине те пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе кил-çурта тытса пыма хăнăхтараççĕ. Ачасем çулла ĕçпе тивĕçтерекен центрпа калаçса татăлса çăмăлрах ĕçе вырнаçаççĕ, шкула кайма хатĕр-хĕтĕр туянса укçа хакне ăнланакан пулаççĕ. Теприсем эмел курăкĕ пуçтараççĕ.
Физкультурăпа спорт комплексне чи малтан пирĕн районта хута янă пулин те шыва кĕмелли бассейн туман. Эпир Çĕрпÿ хулине тата Канаш районĕнчи Шăхасан ялне çÿретпĕр. Районта ишме пĕлмен ача нумай. Çавăнпа бассейн кирлех. Хăшĕ-пĕри ял хуçалăх академийĕ хыççăн района таврăнма çавна пула та тытăнса тăрать тенине илтнĕччĕ. Çивĕч ыйтусем татах та пур-ха. Вĕсене татса памасăр ял хуçалăхне тĕп тата вăтам сыпăкри специалистсемпе, механизаторсемпе, ыттипе те çирĕплетесси пирки шухăшламалли те çук.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас