«Рольсĕр юлни – чи пысăк асап»

14 Пуш, 2017

Чăваш Енре тĕлĕнмелле артист пурăнатчĕ. Ефим Никитин.

Иккĕленместĕп: çав вăхăтра ăна палламан-пĕлмен çын та юлман пуль.

Ăçта ан çит — яла-и, хулана-и, фермăна е шкула — алă çупса, савăнса кĕтсе илнĕ ăна: «Кĕлпук мучи çитрĕ!» Пĕтĕм ял-хула чĕрĕлсе тăнă çавăн чухне.

«Коммунизм ялавĕ», каярахпа — «Хыпар» хаçат редакцийĕсенче час-часах пулатчĕ. Хăмăр пысăк портфелĕнчен хут листисем туртса кăларатчĕ те юмахĕсене вулама пуçлатчĕ е тем тĕрлĕ халап çаптарса кăтартатчĕ, е тата выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сассипе пуплеме пуçласан ĕç çинчен мансах унăн пултарулăх авăрне çакланаттăн.Малалла вулас...

Редакци архивĕнчи сăнÿкерчĕк

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.