Аукционра çĕнтерчĕç, килĕшÿ тума килмерĕç
«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Владимир КУЗЮКОВ хуравлать.
— Кăçал çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкне /ÇÇУСЛ/ республика шайĕнче миçе тăвĕç?
— ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 4 йĕркелеме хушрĕ. Министерство çак тĕллеве пурнăçлассишĕн планпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Пĕрремĕшĕн экспертиза документне çирĕплетме Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине ярса панă. Ăна тавăрса парсанах тивĕçлĕ ведомствăсемпе килĕштерсе ÇÇУСЛ никĕслесси çинчен йышăну кăларма Министрсен Кабинечĕ валли проект хатĕрлетпĕр.
— Хăш лаптăксене уйăраççĕ? Малалла вулас...