97 çулти ветеран çăва тухсан ĕне илесшĕн

15 Пуш, 2017

Халĕ те вăл тăхăр сурăх, кроликсем, чăхсем усрать

Çирĕп сывлăхлă, кĕрнеклĕ вăй-халлă, паянхи кунчченех çивĕч ăс-тăнлă, ĕçчен пулнипе, ырă та йăваш кăмăлĕпе тĕлĕнтерет вăл ял çыннисене. Елчĕк районĕнчи Энтепере пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕТихон Табаков нумаях пулмасть 97 çул тултарнă.

Хĕрсене самай ташлаттарнă

«Хĕрĕм, çĕр çинче çăтмахри пекех халĕ. Çавăнпа вилес килмест. Эпир пĕчĕккĕ чухне çĕршывра выçлăхчĕ, халăх мăян çиетчĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ мана ялти чи ватă çын. Пĕр авăклăха шăпланнă хыççăн мучи кĕреçе сухалне якатрĕ те ерипен малалла калаçма пуçларĕ. «Виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ эпĕ. Шăллăм Ипатий юрра-кĕвве ăстаччĕ. Купăс, балалайка, гитара калатчĕ. Шел, 1940 çулта чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Астăватăп-ха: çав çулхине вар-хырăм чирне пула ялта 46 ачана юлашки çула ăсатнăччĕ. Пирĕн атте, ăна ялта Кĕркури тетчĕç, музыкăна сĕре юрататчĕ. Купăс, мандолина, балалайка, сĕрме купăс, гитара калатчĕ. Вăл ялти чиркÿре чан çапнă, чиркÿ хорĕнче юрланă. Сасси питĕ хитре те уçă, янăравлă пулнă. Эпĕ те мĕн пĕчĕкренех музыка инструменчĕсем калама вĕренсе пытăм. Купăс, балалайка, мандолина, гитара çывăх мана. Паян та тунсăха балалайка каласа сиретĕп. Курма килнĕ мăнукăмсемпе кĕçĕн мăнукăмсене ташлаттаратăп, хăй вăхăтĕнче улахсемпе хĕр сăрисенче хĕр-упраçа самай ташлаттарнă», — терĕ те шурсухал тем аса илсе йăл кулчĕ. Унтан балалайкăна алла илчĕ те пăнтăртаттарма пуçларĕ. Çурт илемлĕ кĕвĕпе тулчĕ. Çемми, чăн та, такама та кăмăла килмелле. Тÿсеймерĕ Тихон Григорьевич, урисемпе тăпăртатсах балалайка калама пикенчĕ... Унăн сăн-пичĕ çуталса, çуталса пычĕ, вăй-хăват тапса тăни палăрчĕ. Тихон Григорьевича ялти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне балалайка калама тăтăшах чĕнеççĕ. Аслă Пăла Тимешне те, Елчĕке те концертпа пĕрре кăна мар кайнă вĕсем.

Энтепесем ялти чиркÿре чан çапма та Тихон Григорьевичах шаннă. Сумлă ĕçе вăл чылай çул пурнăçлать. 97-ри вăрçă ветеранĕ паян çĕршывра чан çапакансенчен çулĕпе чи асли шутланать. «Атте чан çапнине ял çыннисем таçтанах пĕлеççĕ. «Кĕвĕллĕ çапать», — теççĕ. Урăх алă çак ĕçе тусан тÿрех сисеççĕ. «Э-э, паян пачăшкă çапать», — теççĕ вара. Чан çапма мана та вĕрентсе хăварасшăн-ха вăл. Анчах эпĕ кĕвве туймастăп та кăткăс ĕçе вĕренейместĕп пулĕ», — тунмарĕ ашшĕне курма килнĕ ывăлĕ Владимир.

Вăрçăчченех çемье çавăрнă

«Çын патĕнче виçĕ класс пĕтеркеленĕ эпĕ. Амăшĕпе ывăлĕ пурăнатчĕç. Ывăлĕ ÿсĕр килсен урок вăхăтĕнчех хăваласа кăларса яратчĕ. Эй, тем те курнă! Атте ĕлĕкрен кăçатă йăваланă. Малтан çăм тапма вĕрентрĕ, унтан ăна сĕтел çине сарма хăнăхтарчĕ. Ачасем урамра вылятчĕç, мана кăлармастчĕ. Чăнах та, пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Унтанпа çав ĕçе пăрахман, кивĕ мунчара паянхи кунчченех аппаланатăп. Кÿршĕ ялсенчен те кăçатă саккас пама килеççĕ. Çăматта йÿнĕ хакпах паратăп. Акă ĕнер кăна Елчĕкрен çăм таптарса килтĕмĕр», — пĕлтерчĕ мучи.

Тихон Табаков хăй вăхăтĕнче ыттисемпе тан тырă вырнă, лашапа çÿренĕ. Колхоза кĕрсен ăна лаша пăхма шанаççĕ. «Колхоз вăйлăччĕ. Вăрçă пуçланнă тĕле 70-80 лашаччĕ. Тырă леçме те утсемпех çÿренĕ. Кĕçех лайăх лашасене вăрçа илсе кайрĕç. Эпир аттепе вĕрен, сÿс яваттăмăр. Те çавăнпа мана тÿрех вăрçа илмерĕç. Улатăр çывăхне окоп чавма лашапа ячĕç. Кĕçех повестка та килчĕ. Вăрçăра минометчик пултăм. Воронеж патĕнчи çапăçусене хутшăнни асрах. Акă нимĕçсем çĕрле бомба тăкаççĕ. Пирĕнтен пĕр 5 метрта бомба çурăлмасăр юлнă. Вăл çурăлнă пулсан çĕр пÿртрисем пурте каяттăмăр», — аса илчĕ ветеран. Тихон тете вăрçăчченех çемье çавăрнă, Кивĕ Эйпеç хĕрне Марийăна качча илнĕ. Икĕ хĕр — Хветтис, Анюта — çуралнă вĕсен. Анчах килĕштерсе пурăннă пулин те Мария Ивановна выçлăха тÿсеймесĕр ачисене упăшкипе хăварса вербовкăпа Камчаткăна тухса кайнă. Тихон Григорьевич тепре авланнă, Аслă Пăла Тимеш хĕрне Еленăна качча илнĕ. Ултă ача парнеленĕ вăл упăшкине. Табаковсем 8 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шел, Елена Трофимовна чире пула 1974 çултах çĕре кĕнĕ. Тихон тете пек пуян çын та çук халĕ ялта. Унăн ачисемпе мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисем, вĕсен ачисен хисепĕ 80-ран та иртнĕ! «Вăрçă хыççăн эпĕ конюха кĕнĕччĕ. Колхозран 10 килограмм пăри паратчĕç. Ыраш çук. 10 килограмм пăрипе çемьене епле тăрантарăн? Вара вербовкăпа 2 çуллăха Казахстана, Китай чиккине, тухса кайрăм. Унта чул кăларнă çĕрте ĕçлерĕм. Яла укçа ярса параттăм, анчах унпа нимĕн те туянаймастчĕç. Сутлăхра нимех те пулман. Çавăнпа арăмпа ачасене те унта илсе кайрăм. Унта икĕ çул пурăнтăмăр. Лере çырла, мăйăр чылайччĕ. Сăртсем çинче юр выртатчĕ, аялта çырла пиçетчĕ. Яла килсен конюхра, каярахпа скотникре ĕçлерĕм, 15 çула яхăн арман авăртрăм», — калаçу çăмхине сÿтрĕ кил хуçи.

Ĕмĕрĕнче эмел ĕçсе курман

Тихон тете кулленхи ĕç сывлăхшăн усăллă пулнине калать. Çыншăн лайăх ĕç тусан чĕререн савăнать. Хавхалану вăй панине палăртать. Калăпăр, ялта ун пек çава туптама пĕлекен те çук. Çулла пахчари утта йăлтах хăй çулать. Паян вăл 9 сурăх, кроликсем, чăхсем усрать. «Атте лаша пирки ĕмĕтленетчĕ-ха, мотоблок туянсан шавлама пăрахрĕ. Çăва тухсан ĕне илесшĕн», — тĕлĕнтерчĕ Владимир. «Сывлăх пулсан мĕншĕн илмелле мар? Ĕне — лайăх выльăх. Сĕт-турăх, юр-варĕ пулать», — йăл кулчĕ Тихон тете. Сывлăх тенĕрен, паян вăл нимĕн ыратнине те каламасть. Куçĕ курать, хăлхи илтет. Вăй-халĕ кăна чакса пырать-мĕн. Халĕччен эмел пĕрре те ĕçмен, больницăра та выртман. «Армана пăрахсанах сывлайми пулнăччĕ атте. Больницăна илсе кайнăччĕ ăна. Мĕн тетĕр? Тепĕр куннех тарса килнĕ. «Унта укол тăваççĕ», — тет. Атте нихăçан та ĕçкĕпе иртĕхмен, пирус туртман. Унччен арман авăртма çынсем çур литр хĕстерсе пыркаланă. Атте вĕсене чул çине çапса çĕмĕрнĕ. Çапла майпа çак йĕркерен пистернĕ. Хура çăкăр кăна çиет. «Тутипе ăна çитекенни çук», — тет. Лавккара хура çăкăр çук тăк машинăпа Аслă Пăла Тимеше е Елчĕкех çитсе килетĕп. Хура çăкăрпа каснă салма яшки — унăн юратнă апачĕ. Салмине хăй тăвать. Ĕçрен уйрăлманни унăн ĕмĕрне вăрăмлатать», — шухăшне палăртрĕ Владимир Тихонович.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче Тихон Табаков миçе кăçатă йăваланă-ши? «У-ху-ху! Тоннипе!» — терĕ вăл кĕскен. Ашшĕ ăна пĕчĕклех Турă саккунне пăхăнса пурăнма хăнăхтарнă. Вăрçа кайнă чухне те хĕрес çакса янă, «Микул Турра нихăçан та ан пăрах», — тенĕ. Паянхи кунчченех асра тытать çакна Тихон тете. Типĕ тытать, кĕлĕре тăрать, Турра асăнмасăр апатланма та лармасть... Сухалĕпе вара мăнаçланать! Чиркĕве чан çапма кайнă чухне сухалне тĕкĕр умне тăрсах якатать... Тихон Табаков вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси йăхран килнине те палăртрĕ. Вĕсен ашшĕпе пĕртăван Матрюн аппăшĕ 104 çула çитиччен пурăннă. Ăс-тăн çивĕчлĕхне тытса тăма шурсухал хаçатсенчи пуçватмăшсемпе сăмахкаçмăшсен тупсăмĕсене шырать, ывăлĕпе шашкăлла, шахматла вылять, ялти вулавăша çÿрет. «Арçыннăн виçĕ хутчен венчете тăма юрать», — çапла каласа ăсатрĕ мана Тихон тете. Хĕрарăмăн вара? «Ăна пĕлместĕп», — терĕ. Хăй вăл виçĕ хут та авланнă. Оля аппапа виçĕ ывăлне авлантарса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Виççĕмĕш арăмне юлашки çула ăсатнăранпа та чылай çул иртнĕ ĕнтĕ. Халĕ çĕр çула çитме ĕмĕтленнине пытармарĕ ялти чи ватă çын.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.