Волонтер ĕçĕ чунпа пуянланма пулăшать

Чăваш çамрăкĕсен проектне Раççей шайĕнче асăрханă

Паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕр мероприяти те волонтерсемсĕр иртмест. Вĕсем тĕрлĕ акцие, спорт ăмăртăвне йĕркелеме хутшăнаççĕ, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшаççĕ, инкексен сиенне пĕтереççĕ, чĕрчунсене çăлаççĕ…

«Астăвăм страницисем»

«Астăвăм страницисем» инноваци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнакан волонтерсем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин истори еткерне сыхласа хăварас, совет салтакĕсен паттăрлăхне асра тытас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çамрăксем вăрçа хутшăннă ветерансен тата вĕсемпе танлаштарнисен çурчĕсем çине «Астăвăм çăлтăрĕсем» çакаççĕ. «Эпир малтан районсен администрацийĕсенче адрессем илетпĕр, çăлтăр çакма пырасси çинчен çурт хуçисене пĕлтеретпĕр. Шел, ветерансенчен нумайăшĕ подъезд умне те тухаймасть. Кăçал эпир ку акцие пысăках мар çĕнĕлĕх кĕртесшĕн: çăлтăрсен кодне палăртасшăн. Асăннă код тăрăх ятарлă сайтсенче ветеран çинчен информаци тупма май пултăр тетпĕр. Администрацире пирĕн шухăша ырларĕç, çывăх вăхăтра ĕçлеме пуçлăпăр», — каласа кăтартрĕ «Астăвăм страницисем» проект ертÿçи Анна Симакова, Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн 4-мĕш курс студентки.

Ку проект 2013 çулта Шупашкарти Мускав районĕнче пурнăçа кĕме пуçланă. Ветерансене ырă ĕçсем пурнăçласа тав тăвас текенсен йышĕ ÿссех пынăран вăл кĕçех хула шайĕнчи проект пулса тăнă. Унта хутшăнакансем çавăн пекех «Таса çурт — ăшăлăх тата хăтлăх» акци ирттереççĕ. Пĕччен пурăнакан ватă çынсен кил-çуртне тасатнипе пĕрлех вĕсен асаилĕвĕсене çырса илеççĕ. Пĕр хут кайса килнипе çеç çырлахмаççĕ, аслă ăрурисем ыйтсан яланах пулăшаççĕ.

Тепĕр акци — «Ылтăн» ÿсĕмри çынсемпе çаврăннă ташă» ятлăскер — питĕ кăсăклă. «Ветерансем кашни юнкун 9 сехетре «Салют» культура керменне пухăнаççĕ. Вĕсем унта кăмăлтан канаççĕ. Аслă ÿсĕмрисемпе эпир те — студентсем, вĕренекенсем — ташлама шухăш тытрăмăр. Ветерансем питĕ ăста ташлаççĕ, пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Аслă ăру пире, волонтерсене, ăшшăн йышăнать», — калаçăва тăсрĕ Анна. Çу кунĕсенче вĕсем çуртсен картишĕсенче патриотизмпа çыхăннă фильмсем те кăтартнă. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.