Тирпейлекен предприяти ытларах кирлĕ

Унсăрăн çĕрулмине вырнаçтарассипе çыхăннă ыйту татăлмасть

Çак уйăх пуçламăшĕнче Шупашкарта Регионсен хушшинчи IX «Çĕрулми — 2017» курав иртни çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсене вăл çĕнĕ тĕллевсем палăртма хистерĕ, культурăна çитĕнтернĕ чухне усă куракан технологири çĕнĕлĕхсене пĕлме пулăшрĕ. Форум хыçала юлчĕ. Кăçал мĕнле ыйтусене татса памалла-ха?

Йÿнĕлле сутма тивет

Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин пĕлтернĕ тăрăх — тымарçимĕçĕн чи паха вăрлăхне туса илме селекци лабораторийĕ уçма палăртнă. Вăл ĕçлесе кайсан республикăра суперэлитăпа элита пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах хатĕрлеме тытăнĕç. «Иккĕмĕш çăкăрăн» селекци-вăрлăх центрне тума явăçтарнă пĕтĕм укçан 20% патшалăх субсидийĕпе саплаштарĕç. Агрофирма тĕллевĕсенчен пĕри — паха вăрлăх çителĕклĕ çитĕнтересси. Ăна чикĕ леш енчен, Раççей регионĕсенчен турттарни хакла ларать.

Вăрмар районĕнчи ХФХ ертÿçине Геннадий Ямукова иртнĕ çулхи йĕпе-сапаллă кĕркунне тымарçимĕç пухса кĕртме чăрмантарни кăçал пысăк тĕллев лартма кансĕрлемест. «2016 çулта çĕрулми 233 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр, 7 пин тоннăна яхăн сутрăмăр, — терĕ вăл. — Çак кунсенче управран кашни килограмне 16 тенкĕлле тиесе ятăмăр. Сутлăх пĕтрĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» пысăк тупăш парать. Çавăнпа кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах лартăпăр».

Культурăн сутлăх хакĕ пĕчĕк пулни хуçалăхсен ертÿçисене пăшăрхантаракан ыйту. «Агро-инновацисем» хысна предприятийĕ пуш уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пухнă информаци тăрăх — республикăри лавккасенче кашни килограмм çĕрулмине потребительсене — 12,9-15,9, пасарсенче 18-25 тенкĕлле сутнă. «Пирĕн пата туянма килнисене 9-10 тенкĕллех парса яма тивет, — пĕлтерчĕ Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров. — Ытларах ыйтсан илмеççĕ. Пысăк укçа-тенкĕллĕ Хусанран килнĕ предпринимательсем паян Вăрмарпа Куславкка районĕсенчен çимеллине 16 тенкĕлле илсе кайнине ĕненетĕп. Йÿнĕлле кайни питĕ кулянтарать. Хăшпĕр хуçалăх республикăра вырнаçтараймасть, пĕчĕк хакпа тулаша сутма тивет».

«Иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекенсене çак чăрмав ура хунине Куславкка район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Юрий Забраев та çирĕплетрĕ: «Районти хуçалăхсенче пĕлтĕр 903 гектар çинчен пухса кĕртрĕç. Кашни гектар пуçне тухăçĕ начар мар — 219 центнер. Анчах суту-илÿ организацийĕсем йÿнĕлле çеç — 11 тенкĕлле — туянаççĕ. Çавна кура хуçалăхсенчен парса яма тăхтаççĕ, хаклăрах сутма ĕмĕтленеççĕ. Пысăк тупăш илейменнине кура хăшĕ-пĕри лаптăка пĕчĕклетесрен сисчĕвленнĕ пирки чун халех вăркать. Ку ыйтупа ертÿçĕсен кăмăлне тăрăшсах çавăрма тивет, унсăрăн малалла каяймăпăр».

Лайăх управсем кирлĕ!

Наука-практика конференцийĕнче çĕрулми управĕсем тăвасси пирки те калаçрĕç. Чăваш Енри «ТАВ», тулашри «АПХ Рус», «ППУ XXI век» компанисен представителĕсем паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен проектсемпе паллаштарчĕç. Чылайăшне управри сывлăш температурине электроавтомат пĕр шайра тытса тăни кăсăклантарчĕ. Совет тапхăрĕнче ĕçе кĕртнисене ăна вырнаçтарман, çавăнпа пахалăхпа мухтанайман. Лайăх хакпа сутас тесен çĕнĕ технологие ĕçе кĕртмелле. Проектсен строительство хакĕ тĕрлĕрен. Кредит илмесĕр вĕсене пурнăçа кĕртме йывăр. Конференцире йÿнĕрех ларакан проекта /18 млн тенкĕлĕх/ ырларĕç.

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — 2014-2016 çулсенче республикăра çĕрулмипе пахчаçимĕçĕн 28 управне тунă тата реконструкциленĕ. Вĕсене харăсах 80 пин тонна пахчаçимĕç /вырнаçтарма палăртнин 60%/, 160 пин тонна çĕрулми /çавăн чухлех хывмалăх/ хума пулать. Министерство ку кăтартăва 80% шайне хăпартас тĕллевлĕ.

Патшалăх çĕрулмипе пахчаçимĕç управĕ тума субсиди парса пулăшать. 1 пин тоннăран кая мар кĕрекеннине хăпартсан е модернизацилесе лаптăкне пысăклатсан строительствăра тÿснĕ тăкакăн 20% саплаштараççĕ тата управăн инвестици кредичĕн процент ставкин пĕр пайне саплаштарма субсиди уйăраççĕ.

Управсем тăвассипе йывăр урапа вырăнтан темиçе çул каялла хускалнă. Эпĕ «Çĕрулмине мухтав», Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăсен, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» обществăн, Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер хуçалăхĕн Европа шайĕнчи управĕсенче пулса курнă. Пиншер тонна хĕл каçарса, çуркунне хаклăрах сутса укçа тăваççĕ çак хуçалăхсем. Кăçал хута яракансем те пур. Кĕскен, шанчăклă управсен шучĕ çитес çулсенче ÿсмелле.

Тĕрлĕ çимĕç ĕмĕтре çеç

Форумра «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсене шухăша яракан тепĕр ыйтăва та хускатрĕç. Çĕршывра пĕлтĕр 31 млн тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. «Хамăр çитĕнтернипе халăха туллин тивĕçтеретпĕр пулин те 40-50 млн тонна туса илме тĕллев лартатпăр, — терĕ Раççей Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев. — Унăн пысăк пайне тирпейлесе тĕрлĕ çимĕç ытларах хатĕрлемелле. 2013-2016 çулсенче ăна чикĕ леш енне 61,1 пин тонна çеç ăсатнă. Çак ĕçе Чăваш Енри предприятисене те явăçтармалла».

Акă мĕнле тĕллев лартрĕ П.Чекмарев. Кĕркунне çанталăк тăкаксăр пухса кĕртме май памасть тесе çĕрулми лаптăкне чакарасси çинчен шухăшламалла мар. Пушă выртакан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе ытларах лартмалла.

Чăваш Енри ял хуçалăх тата фермер организацийĕсем иртнĕ çул лартнă çĕрулми лаптăкĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чулхулапа Удмурт Республики хыççăн виççĕмĕш вырăнта пулнă. Аван кăтарту. Республикăри çынсен 38% ялсенче пурăннине шута илсен, çĕрулми туса илессине кашни хуçалăхра туллин механизацилесен пĕрремĕш вырăна тухатпăрах.

«Шел, хальлĕхе çĕршывра «иккĕмĕш çăкăрăн» 2% çеç тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, — терĕ Раççейри Çĕрулми союзĕн председателĕ Алексей Красильников. — Комсомольски районĕнче ăна хутаçсене тултараççĕ. Тирпейлекен предприятисем ытларах уçмалла. Унсăрăн çĕрулмине вырнаçтарассипе çыхăннă ыйту çивĕчленет».

Хальлĕхе эпир республикăра ку енĕпе ĕçе пуçланă çеç. Çĕнĕ предприятисем уçмалла. Вĕсемсĕр аталану çук. Ытларах хута ярсан ял ĕçченĕсене сутма çăмăлрах пулĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

ШУХĂШСЕМ, СĔНӲСЕМ

Сергей ЛИСИЦЫН, федерацин «Патшалăх агрохими службин чăваш центрĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

— «Çĕрулми — 2017» отрасль куравĕн тата вăл ĕçленĕ кунсенче ирттернĕ наука-практика конференцийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илекен хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем çак культурăна лартас, пăхса çитĕнтерес, кăларса пухас, паха вăрлăх хатĕрлес, сутлăх упрас, çĕрулмирен тĕрлĕ çимĕç янтăлас енĕпе çĕннине нумай пĕлчĕç. Куравран киле пуян шухăш-кăмăлпа таврăнтăм.

Алексей БОЙКОВ, ĕç ветеранĕ:

— Куравра çуллен вăрлăх туянатăп. Вăл уçăличчен хăш сортсене сутассине маларах пĕлес тĕллевпе сайтсенче информаци шырарăм — тупаймарăм. Кăçал харăсах 10 сорт /8-ăшĕ институтăн/ туянтăм. Хам енчен çитес курава кĕркунне ирттерме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен кĕркунне çĕрулми шăнмасть. Çуркуннехи курава сутма илсе килни шăнма пултарать. Куравра пахчаçимĕç вăрлăхне те сутсан лайăх.

 

Юрий МИХАЙЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.