Ютран килекенсем статистикăна япăхлатаççĕ

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра «наркомани» диагноз лартнисен шучĕ 956 çынпа танлашнă. Профилактика тĕллевĕпе сăнаса тăракансен /вĕсем пирки те наркомансем темелле ĕнтĕ/ йышĕ вара — 2007 çын. Çак тата ытти цифрăна тунтикун ЧР Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

Ăçта наркотик — унта преступлени

Республикăра наркологи служби шута илнĕ наркомансен йышĕ чакас туртăм пурри куçкĕрет. Чир çивĕчлĕхĕ Чăваш Енре Раççейри вăтам кăтартуран та, Атăлçи округĕнчи шайран та пĕчĕкрех. Çапах çакăн пирки каланă май сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева пăшăрхантаракан самантсене те пытармарĕ. 2015 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр наркоманипе чирлисен шучĕ 7% яхăн чакнă. Наркотиксемпе усă куракансен йышĕнче арçынсем ытларах — 89,6%. Çак наркăмăш тыткăнĕнче тĕпрен илсен вăй питти йыш: 54% яхăн — 18-30 çулсенчи çамрăксем.

Чирлисен шучĕпе çыхăннă цифрăсем Шупашкарта /100 пин çын пуçне 135,6 наркоман/, Канашра /118/, Çĕнĕ Шупашкарта /95/ уйрăмах пысăк. Канаш тенĕрен, наркотиксемпе усă куракансен шучĕпе Чăваш Енре шăпах çак хула малта — унта пурăнакан 100 пин çын пуçне çавнашкал 422 çын тивет. Ку республикăри вăтам кăтартуран 2,6 хут пысăкрах. Çакă Канаш чукун çул транспорчĕн узелĕ пулнипе те çыхăннă-тăр — куллен вун-вун пуйăс иртет вĕт. Пуçламăш наркомани чирĕн шайĕпе вара Çĕмĕрле малта — 100 пин пуçне 53 çын /республикăри вăтам шайран 2,5 хут пысăкрах/.

Ăçта наркотик — унта преступлени. ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров та чылай цифра асăнчĕ. Вĕсен хыçĕнче — çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ, шăпи. 2016 çулта Чăваш Енĕн право хуралĕн органĕсем наркотиксен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 659 преступление тупса палăртнă. Çакă 2015 çулхинчен чылай сахалрах — ун чухне 858 преступление шута илнĕ. Анчах çакна тĕпе хурса çивĕчлĕх чакать теме чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен тепĕр цифра чăннипех сисчĕвлентерет: саккунсăр çаврăнăшран 37,6 килограмм наркотик туртса илнĕ. Ку виçе вара виçĕмçулхинчен чылай, 22%, пысăкрах. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев çак килограмсен вăрттăн рынокри хакĕпе кăсăкланчĕ. Данис Альбертович пĕлтернĕ тăрăх — «шурă вилĕмпе» бизнес тăвакансем çакăн чухлĕ наркотике дозăсем çине пайласа сутнă пулсан 50 миллион тенкĕ патнелле тупăш илетчĕç.

Çак сфера çавăнпа, услам пысăккипе, илĕртет те ĕнтĕ. Республика полицийĕ пĕлтĕр наркотиксемпе сутă тăвакан каварлашнă темиçе ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Вĕсенчен пĕринче 21 çын пулнă. 15-ĕшĕ — Украина çыннисем, ыттисем — Чăваш Енре пурăнакансем. Вĕсенчен 5 килограмм ытла синтетика наркотикĕ туртса илнĕ. 6 çынран тăнă тепĕр ушкăнра та пирĕн ентешсемпе пĕрлех украинсем пулнă. Сăмах май, шăпах ютран килекенсем статистикăна çивĕчлетеççĕ. Украинсем пирки каларăмăр, анчах оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ май тытса чарнисен шутĕнче çавăн пекех Азербайджан, Таджикистан, Беларуç, Израиль çыннисем пур. Паян республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисем пулман район-хула çук тесен те юрать — унашкаллисене Элĕк тăрăхĕнче кăна шута илмен-мĕн.

Кружок-секци ытларах кирлĕ

Республика Пуçлăхĕ ачасемпе çамрăксем наркотиксен тыткăнне лекесрен сыхланас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине пайăррăн палăртрĕ. Эппин, ачасем валли тĕрлĕ кружок-секци ытларах кирлĕ — вĕсене урам витĕмĕнчен пăрмалла, усаллипе аппаланма вăхăт ан пултăр. Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен администрацийĕсен ертÿçисем хайхи кружок-секцие çÿременнисен йышĕ 20-25% патнелле пулнине палăртрĕç те — Михаил Васильевича çак цифрăсем тивĕçтермерĕç, нимĕнпе те интересленмен ачасенчен тем те кĕтме пулать, ку енĕпе тимлĕх ытларах кирлĕ.

Тепĕр тесен, тимлĕх наркотиксемпе çыхăннă преступленисемшĕн судпа айăпланнă хыççăн ирĕке тухнисене те кирлĕ. Кунта вĕсене никам та кĕтмест, ĕç тупаймаççĕ пулсан — унчченхи саккунсăр ĕç-хĕл патне таврăнасси те инçе мар. Наркомансене ĕçе вырнаçтарасси çине те алă сулма юрамасть. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх — пĕлтĕр ĕçлев центрĕсем наркологи службин 207 пациентне йышăннă, вĕсенчен 143-шне ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра 111-ĕшĕ — алкогольпе иртĕхнисем, 32-шĕ — наркотиксен тыткăнне лекнисем.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслевпе общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва хакланă май Чăваш Енре ирттернĕ социологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Халăх общество наркотизацийĕн çивĕчлĕхне мĕнлерех хакланипе кăсăкланнă. Телее, çынсем наркомани ыйтăвне чи çивĕччисен шутне кĕртмеççĕ. Ыйтăма хутшăннисем /74,7%/ пĕрремĕш вырăна çулсем япăххипе çыхăннă ыйтăва кăларнă. Çак рейтингăн иккĕмĕш йĕркинче — ĕçсĕрлĕх /70,1%/. Унтан вара — алкоголизм, медпулăшу пахалăхĕ, ЖКХри çивĕчлĕх, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем... Наркомание чи малтан татса памаллисен шутне респондентсен 22% кăна кĕртнĕ. Эппин, ку ыйту республикăшăн питĕ çивĕч мар.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.