Комментари хушас

15 Пуш, 2017

Картишсенчи çулсем тасарах, юсавлăрах

Хула çыннишĕн çул тени хваттертен, подъездран тухса асфальт сарнă картишнелле утăм ярса пуснинчен пуçланать. Асфальчĕ вара тĕрлĕрен: çатма пек яп-яка та, шăтăк-путăклă та.

Ĕçтешĕм Шупашкарти çĕнĕ микрорайонта, сăртлă вырăнти вунă хутлă çĕнĕ кирпĕч çуртра, пурăнать те мухтанса пĕтереймест: «Пирĕн çиччĕмĕш хутран çур хула ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Çĕрле йăлтăр-ялтăр çуталса тăрать. Çутă çутмасăрах кантăк умĕнче кĕнеке вулама пулать. Подъезд сарлака та таса. Хупă картише сарнă асфальт та ванса пĕтмен. Унта юттисем машинисене кĕртсе лартаймаççĕ».

Анчах пур çĕрте те çавнашкал укерчĕк-ши? Ыйтăвăн хуравне шыраса фотокорреспондентпа тĕп хула урамĕсемпе картишсене курса çаврăнтăмăр. Мĕн курни-асăрхани пирки çырса кăтартиччен хула ертÿлĕхĕн хыпарĕпе паллаштарар. Çуркунне кăçал ир килчĕ. Ăшă çанталăка пула юр хăвăрт ирĕлет. Çавăнпа çул-йĕр пăсăлнине сиссе те юлаймастăн. Вĕсене йĕркене кĕртме 10 юсав бригади ĕçе пуçăннă. Хулари кашни районтах нумай хутлă çуртсен картишĕсенчи çулсене, тротуарсене çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн юсаççĕ. Калăпăр, Мускав районĕнче пĕлтĕр 40 вырăнти çула /çав шутра картишсене кĕрекеннисене — 15583, тротуарсене — 5184 тăваткал метр/ лайăхлатнă, 2234 метр бордюр хунă. Пĕтĕмĕшле илсен, хулари 140 адреспа 59 пин тăваткал метр çула йĕркене кĕртнĕ.

2017-2025 çулсенче 136 çул пайне юсама палăртнă. Тăршшĕ — 136 километр. Çакăн валли сахалран та 3,2 млрд тенкĕ кирлĕ. Проект авторĕсен шучĕпе, ĕçĕн ытларах пайне кăçал пурнăçламалла.

Тĕп хула «Пирĕн картиш» тата 2025 çулччен пыракан «Паха та хăрушлăхсăр çулсем» федераци программисене те пурнăçлама хутшăнать. Вĕсемпе килĕшÿллĕн нумай çул-йĕре тĕпрен çĕнетме палăртнă. Кăçал çул юсама федераци бюджетĕнчен 700 млн тенкĕ ытла /пĕлтĕрхинчен 3,5 хут нумайрах/ уйăрма палăртнă. Муниципалитетăн «Хулан хăтлăхне йĕркелесси» программине пурнăçлама федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 150 млн тенкĕ панă. Апла пулсан тирпей-илем кĕртме нухрат ытларах куçарĕç.

Эпир, рейда тухнисем, хулара çул-йĕр юсамалли укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курнине тÿрех туйрăмăр. Икĕ сехетре тĕрлĕ районта пулма ĕлкĕртĕмĕр. Тÿрех палăртар: кăмăла хуçакан ÿкерчĕк сахал тĕл пулчĕ. Çапах вĕсем пур. Сăмахран, Миттов бульварĕнчи 3-мĕш çурт умĕнчи хамăр пĕлтĕрех асăрханă темиçе лупашка тата ытларах тарăнланнине курса ĕнентĕмĕр. «Кăçалхи юсав планне кĕртнĕ терĕç. Сапласа парасса шанатпăр», — терĕ подъезд умĕнче тăракан икĕ арçын. Çамрăкраххи шÿт каласа култарчĕ: «Каяш тултармалли хутаç 145 çултан пĕтет, асфальт — çулталăкра. Апла пулсан, тен, çулсене çÿп-çап хутаçĕсенчен шăратса тумалла?»

Кăмăла хуçакан тепĕр ÿкерчĕк Мускав проспектĕнчи 19|7 тата 19|8-мĕш çуртсен тĕлĕнче тупăнчĕ. Кунта эпир çăмăл машинин малти урапи шывпа хупланнă шăтăка лексе лапчăннăран тарăхса тăракан Иван Борисов водителе куртăмăр. «Пичче патне кĕрсе тухас тенĕччĕ. Таçтан тупăнчĕ ку шăтăк-путăк. Пĕр икĕ уйăх каялла кăна кунта тип-тикĕсчĕ». Ленин районĕнчи Маршак урамĕнчи 14 хутлă 8-мĕш çурт тĕлĕнчи 25-35 сантиметр тарăнăш 7-8 шăтăк куç тĕлне пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, картишсенчи çулсем аслă çулсемпе танлаштарсан тасарах та, юсавлăрах та. Чăн та, картишсенчен нумайăшĕ хальлĕхе юртан хăтăлса пĕтеймен-ха. Ун айĕнче мĕн пуррине калама йывăртарах.

Василий СОРОКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.