Archive - 10 Çĕртме, 2016 - Хыпар
Çĕнни патне ăнтăлни çĕнелме хăват парать
Телей тĕшшинче ĕçченлĕхпе тирпейлĕх чăмăртаннă
Çемье институтне çирĕплетесси юлашки çулсенче Раççейĕн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çемьери ăруран ăрăва куçакан хаклăхсем — тăнăç обществăн никĕсĕ-çке. Çакна шута илсе çĕршыв правительстви, республика ертÿлĕхĕ килĕшÿпе çураçура пурăнакан мăшăрсене, нумай ачаллă кил-йыша хавхалантармалли меслетсем хута ярать.
Алăран каймасть хут купăс
Юратнă çыннине... пробиркăра тупнă
Ачине ар вăрлăхĕн донорĕнчен çуратсан хĕрарăм çак çынна шыраса тупнă та качча тухнă.
Амина Харт нумай çул Лондонра пурăннă, унтах качча тухнă, анчах та чылай çул ача çуратайман. Ывăлĕ Марлон çут тĕнчене килсен пĕчĕкскерпе юнашар пулас тесе ĕçĕнчен кайнă. Çулталăкран ачи кĕтмен çĕртенех вилнĕ. Тухтăрсем тÿрре тухма тăрăшнă: генетика чирĕ, диагноз лартма йывăр пулнă.
Кăмăлĕ пусăрăннинчен хăтăлма Аминăна иккĕмĕш ачи Луис пулăшнă. Хĕрарăм унăн та пиччĕшĕн шăпи пуласран çав тери шикленнĕ. Нимĕн те пулăшман. Çав диагнозах лартнă...