Комментари хушас

10 Çĕртме, 2016

Телей тĕшшинче ĕçченлĕхпе тирпейлĕх чăмăртаннă

Çемье институтне çирĕплетесси юлашки çулсенче Раççейĕн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çемьери ăруран ăрăва куçакан хаклăхсем — тăнăç обществăн никĕсĕ-çке. Çакна шута илсе çĕршыв правительстви, республика ертÿлĕхĕ килĕшÿпе çураçура пурăнакан мăшăрсене, нумай ачаллă кил-йыша хавхалантармалли меслетсем хута ярать. Ырă йăлана малалла тăсса нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ачасене воспитани парас ĕçри тивĕçĕсемшĕн тата çемьери хаклăхсене çирĕплетсе пынăшăн тĕрлĕ регионра пурăнакан 69 çынна «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе наградăласси çинчен Указ алă пуснă. Асăннă йышран 12-шĕ — пирĕн ентешсем. Сумлă наградăна мăшăрсем алла илме ĕлкĕреймен пулин те Чăваш Енрен ырă ята тивĕçнĕ çемьесенчен пĕринпе — Куславкка районĕнчи Пăрмасра пурăнакан Беловсемпе — курнăçса çывăхрах паллашма та май килтертĕмĕр. 37 çул каялла тĕвĕленнĕ çемье пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Тăван тăрăхаллах чун туртатчĕ

Пăрмаса çула тухнă кун çанталăк ирех ăмăрччĕ. Кун пек чухне кăмăл та пусăрăнать. Беловсем патне çитсен вара тÿпере хĕвел пăхса ячĕ тейĕн: выльăха кĕтĕве ăсатнă хыççăн картише тап-таса шăлса кайнă, пÿртре ăшă, унта тин кăна пиçнĕ кукăль шăрши сарăлнă, алăк умĕнче вара палламан хăнасен сассине илтнĕ чĕрĕ икĕ «пукане» — икĕ çултан иртнĕ Антонпа вунă уйăхри Юлиана /кил хуçисен кĕçĕн мăнукĕсем/ — кĕтсе илчĕç. Акă тĕпелтен кил хуçи мăшăрĕ Лидия Евгеньевна та тухрĕ.

Çатрăк ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Карачри шкултан вĕренсе тухсан Шупашкаралла çул тытнă. Чăваш патшалăх университечĕн истори-филологи факультетне вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленнĕ — экзаменсенче кирлĕ чухлĕ балл пухайманнипе çав çул аслă шкул алăкне уçма май килмен. Çапла çулталăк Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ Лида. Йышăнăвăн тепĕр кампанийĕ пуçлансан ăнать хĕре — вăл университет студенчĕ пулса тăрать.

— Ун чухне диплом илнĕ çамрăк специалистсене направленипе ĕçлеме яратчĕç. Манăн Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва шкулне каймалла пулчĕ. Ачасене чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ пама тытăнтăм. Икĕ çул иртрĕ — чун пурпĕр хам çуралнă тăрăхаллах туртрĕ. Таврăнтăм вара тăван района. Куславккари вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Маклаков мана Чашламари сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăн пурри çинчен пĕлтерчĕ. Хаваспах килĕшрĕм. Пысăк мар шкул, вĕрентекенсен ушкăнĕ çав тери туслăччĕ — ĕçе юратсах çÿреме тытăнтăм. Çак ялтах хамăн пулас мăшăрпа паллашрăм, — аса илет çамрăклăхне халĕ ĕнтĕ çулĕпе çиччĕмĕш теçеткене тултарса пыракан Лидия Евгеньевна.

«Ăслă çын пулать»

Алексей Алексеевич Пăрмасрах çуралса ÿснĕ. Беловсен йышлă çемйинче тăхăр ача кун çути курнă. Ывăлĕсенчен вăталăххи тĕлĕшпе ашшĕн /вăл та Алексей Алексеевич пулнă/, амăшĕн Анастасия Алексеевнăн иккĕленÿ пулман — ăслă, пурнăç йĕркине пĕлекен çын пулатех. Йăнăшман. Алексей ачаранах ĕçе тĕплĕ пурнăçлама хăнăхса ÿснĕ. Тăхăр çултанпах колхоз уйĕнче лашапа тĕрлĕ ĕçре тăрмашнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă хыççăн ашшĕ чирлеме тытăннă. Вăл çĕре кĕнĕ чухне Леня /Алексее кил-йышра ачаранах çапла чĕннĕ/ вунвиççĕре кăна пулнă. Арçын пурнăçлакан чылай ĕçе хăйĕн çине илнĕ. Пысăк хуйхă тÿснĕ амăшĕн чĕри ыратнине яланах ырă ĕçпе, ăшă сăмахпа сиплеме тăрăшнă. Шкулта пĕтĕм предметпа тăрăшса вĕреннĕ. Химие вара çав тери юратнă. Вунпĕрмĕш класра районти олимпиадăра хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă. Аттестатпа пĕрле кĕмĕл медаль те алла илнĕ Леня çемьери пур ачашăн тĕслĕх пулнă. Ăнтăлуллă каччă шкул саккипе сывпуллашсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ.

Вĕреннĕ çын яланах хисепре пулнине Беловсен килĕнче тăтăшах палăртнă. Анастасия Алексеевна ахальтен мар Леньăпа, пĕлÿ тĕнчинче вунултă çул хăйĕн каçалăкне янтăланипе хушăран тăванĕ-пĕтенĕ, кÿрши-арши умĕнче мухтанса та илнĕ.

Вĕренес туртăм Алексейпа Лидия Беловсен пилĕк ачине те куçни çав тери паха: пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ! Алексей юриста вĕреннĕ, Красноармейски салинче участковăйра ĕçлет, Анастасия ЧПУра экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Хусанта бухгалтерта тăрăшать. Альберт Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче физкультурника вĕренсе тухнă, Мускавра — промышленноç альпинисчĕ. Аринăпа Аркадий — йĕкĕрешсем. Хĕр амăшĕн çулĕпе вĕренме кайнă: шкулта чухнех ташлама юратнăскер ЧПУ чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытнă. Пилĕк çул каялла çемье çавăрнăскер халĕ декрет вăхăтĕнче те — эпир Пăрмаса пынă кунсенче ашшĕ-амăшĕ патĕнче хăнараччĕ. Хайхи пире кĕтсе илнĕ «пуканесем» Аринăн тĕпренчĕкĕсем ĕнтĕ. Аринăпа йĕкĕреш Аркадий пирки ашшĕ çулне малалла тăсакан теме пулать — инженер-конструктор вăл. Шупашкарти электромеханика заводĕнче тăрăшакан каччă кăрлач уйăхĕн вĕçĕренпех командировкăра, Пăрлă океан çывăхĕнче.

Асамлă тĕрĕсемпе баян тыткăнĕнче

— Мĕнле паллашнă-ха эсир? — тĕпчемесĕр чăтаймарăм пĕр сукмакпа такăнмасăр акă ĕнтĕ 40 çула яхăн утакан мăшăртан.

Пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхрĕç те йăл кулчĕç. Ĕç-пуç мĕнлерех пулнине иккĕшĕ те лайăх астунăран çапла пулса иртрĕ ĕнтĕ ку. Унччен те пулмасть Алексей Алексеевич шалти пĕр пÿлĕмрен баян йăтса тухрĕ. «Çак тус паллаштарчĕ пире», — терĕ шахвăртса. Паллашу çинчен тĕплĕн Лидия Евгеньевна каласа кăтартрĕ:

— Вăл вăхăтра Чашлама шкулĕнче музыкант çукчĕ. Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Юрă-кĕвĕсĕр епле-ха уявра? Ялти купăс калама пĕлекен ăстасенчен кама та пулин явăçтарма шухăшларăмăр. Директор, Иван Константинович Сидоров, Белова чĕннĕ — унăн йăмăкĕ Роза пирĕн шкулта поварта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ çул маскарачĕ çав тери савăнăçлă иртрĕ. Çанталăк вара калама çук сивĕччĕ. 1979 çул вĕçĕ пулнă вăл. Хĕрĕх градус таранах аннăччĕ сывлăш температури. Рейс автобусĕ çÿремест — киле кайма тухнăскер каяймарăм. Пире, виçĕ çамрăк учителе, Роза хăйсем патĕнче çĕр каçма чĕнчĕ /вăл Чашламана качча пынă/. Паллах, хĕрсене йыхравлани çинчен пиччĕшне те систернĕ ĕнтĕ вăл. Çапла паллашрăмăр Леньăпа. Пĕр-пĕрне тÿрех килĕштертĕмĕр, уйăхранах туй туса пĕрлешрĕмĕр. Телее, ÿкĕнмелле пулмарĕ — шăпа ман çул çине ырă çыннах кăларчĕ.

Çапла пулмасăр! Авă мăшăрне куçран еплерех пăхса чăваш юррин çепĕç кĕввине янăраттарать Алексей Алексеевич! Купăс-баян каласси унăн пултарулăхĕн пĕр енĕ кăна-ха, тĕрĕссипе, вăл тума пĕлменни çук та тесе палăртрĕ Пăрмас ял-йышĕ. Кăмăлĕпе лăпкă, ĕçчен çын юнашар пулнăранах ача нумай çуратма хăраман та ĕнтĕ Лидия Евгеньевна.

Чуна киленÿ кÿрекен ĕç кил ăшшине упраканăн та пур — Беловсен пÿртĕнче тĕрĕллĕ картинăсем куçа илĕртеççĕ. Тигрсем, пăшисем, уйăпсем... — мĕн тери чĕррĕн курăнаççĕ! Вĕтĕ шăрçапа, шурă пирпе усă курса çакнашкал илеме тума икĕ çул каялла кăна пуçланă пулин те хĕрарăмăн ĕçĕсем пысăк опытлă ăстасеннинчен кая мар.

— Халĕ, çуллахи вăхăтра, ĕç нумай, тĕрĕпе аппаланаймастăп. Хĕллехи вăрăм каçсем алĕç валли шăпах меллĕ. Хитре япала ăсталасан чунра киленÿ хуçаланать. Тата та хÿхĕмрех ÿкерчĕк ăсталас килет, — чунне уçать вăл.

Ăсталăх тенĕрен, Аринăн та пур хобби тени: вĕтĕ шăрçаран мăй çыххи, сулă, капăрлăх ытти хатĕрне янтăлама юратать. Кама кăна парнелемен-ши вĕсене! Кăмăла каякан алĕç япалисем çав-çавах арча тулли!

— Эпир, хĕрсем, илĕртÿллĕ пулма тăрăшатпăр вĕт. Настя аппа машинăпа çĕлеме маçтăр. Вăл çĕлет — эпĕ капăрлататăп, — калаçăва хутшăнать Арина.

Йăх-несĕл йывăççипе — пĕрремĕш вырăна

Пăрмаса качча килсен Лидия Евгеньевна кунти шкула ĕçлеме вырнаçнă. Чĕлхепе литература урокĕсене ертсе пынипе пĕрлех ачасене тăван ен культурипе те ăс панă.

— Çак предмет шăпах ĕнтĕ кашни халăхăн ăруран ăрăва куçса пыракан пуянлăхĕпе паллаштармаллискер. Йăла-йĕрке, уявсем, апат-çимĕç, юрă-ташă... — иксĕлми пуянлăх. Çакна ача ăса хывтăр тесен вĕрентекенĕн хăйĕн пултарулăхне мĕн енĕпе те пулин кăтартмалла. Çавна шута илме тăрăшаттăм. Астăватăп: çирĕм çул каялла республикăри «Эткер» клуб «Чĕрĕлĕх калчисем» конкурс йĕркеленĕччĕ. Вĕренекенсене йăх-несĕл йывăççисем тутарнăччĕ, хам та ратнене тĕпчесе çав ĕçе пурнăçларăм. Çапла йăх тымарĕсене тĕпчессипе пирĕн шкул республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавнашкал çĕнтерÿсем пултарулăхра малалла талпăнма хавхалантаратчĕç, — вĕрентекен ĕçĕ урокпа кăна чикĕленменнине уçса парать Лидия Евгеньевна сăмахĕ.

Сăвă илемлĕ калассипе ку тăрăхра ăна çитекен çук та. Тăватă çул ĕнтĕ Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ поэта Анатолий Смолина асăнса «Смолин вулавĕсем» конференци иртет. Лидия Евгеньевна унта икĕ хутчен хутшăнса малти вырăна йышăннă. Нумаях пулмасть «Симонов вулавĕсенче» хастарлăх кăтартнă.

— Пăрмас ялĕн авалтан пыракан ырă йăли — вăйă. Çимĕкре ирттереççĕ ăна кунта. Масар çине кайса ваттисене асăнса килнĕ хыççăн, каçаларахпа тухаççĕ вăййа. Шăп лартаççĕ, ăна хĕрсенчен тутăрсем пуçтарса илсе илемлетеççĕ. Тутăра — ташласа каялла илмелле. Илемлĕ иртекен уява йĕркелеме кашни çулах хутшăнатпăр. Халĕ çав кун ял уявне тăтăшах ирттерекен пулчĕç. Унта ял историне аса илтеретпĕр. Ку ĕçе яланах мана шанса параççĕ, — Л.Белова общество чăн хастарĕ пулни калаçура тăтăшах палăрать.

Ят-сум

Тăнăçлă çемьере халь-халь алла илес наградăсăр пуçне те пулĕç-ха чыслав хучĕсем. 37 çул тăршшĕнче авă мĕн чухлĕ пухăннă вĕсем шкапра! Алексей Алексеевич ĕмĕр тăршшĕпе тенĕ пек çул-йĕр отраслĕнче ĕçленĕ. Газ, электрохуçалăх участокĕсемшĕн яваплă пулнă. Техника ыйтăвĕсене тĕрĕс йĕркелесе пынăран вăл вăй хунă вăхăтра 146-мĕш ДЭП акционерсен уçă обществинче пысăк чăрмав нихăçан та сиксе тухман. Ĕçри яваплăхне кура, тÿрĕ кăмăлĕшĕнех Алексей Алексеевича ĕçе пăрахтарасшăн пулман. Çулталăк каялла кăна канăва кайнăскерĕн ĕçри тивĕçĕсене Чăваш Ен Строительство министерствин Хисеп хучĕ те, республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвĕ те çирĕплетеççĕ.

— Пурнăç тени нихăçан та çăмăл мар. Ÿркенмесен, йывăрлăхсене сирме шалти вăй çитсе пырсан — тумхахĕсем сахалрах унăн çулĕ çинче, — лăпкă та кăмăллă калаçать ĕçчен кил хуçи.

Çамрăк мар пулин те Беловсем картиш тулли выльăх тытаççĕ. Ĕне — иккĕ, сурăхĕ те чылай, кăркка та йышлă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçе çемьере килĕштернĕренех пыл хурчĕсем те тытаççĕ.

— Ĕçлекен çыннăн вăрçăнма-харкашма вăхăт та çук. Пĕр вырăнта ларманни сывлăха хавшатмасть, — теççĕ телей тĕшшинче ĕç тÿпи те пуррине картса.

Ирина ПУШКИНА

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.