Юратнă çыннине... пробиркăра тупнă

10 Çĕртме, 2016

Ачине ар вăрлăхĕн донорĕнчен çуратсан хĕрарăм çак çынна шыраса тупнă та качча тухнă.

Амина Харт нумай çул Лондонра пурăннă, унтах качча тухнă, анчах та чылай çул ача çуратайман. Ывăлĕ Марлон çут тĕнчене килсен пĕчĕкскерпе юнашар пулас тесе ĕçĕнчен кайнă. Çулталăкран ачи кĕтмен çĕртенех вилнĕ. Тухтăрсем тÿрре тухма тăрăшнă: генетика чирĕ, диагноз лартма йывăр пулнă.

Кăмăлĕ пусăрăннинчен хăтăлма Аминăна иккĕмĕш ачи Луис пулăшнă. Хĕрарăм унăн та пиччĕшĕн шăпи пуласран çав тери шикленнĕ. Нимĕн те пулăшман. Çав диагнозах лартнă...

"Астăватăп: чукун çул станцийĕнче ларатăп, хама пĕртен пĕр шухăш çавăрса илнĕ — пуйăс айне сикмелле! Мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртеттĕмех, анчах та нервсем хавшаса çитнипе ура та утми пулнăччĕ", — тесе çырать каярах Харт хăйĕн кĕнекинче.

Асамлă тĕлĕк

Шăпа йывăрлăхĕсем çемьене аркатнă. Мăшăрĕ пăрахса кайнă, Амина шыв юххипе тенĕ пек пурăннă. Çапах та пĕррехинче тĕлĕк тĕлленнĕ: вăл алăра ачине сиктерет. Вара хĕрарăм ашшĕн ар вăрлăхĕн банкĕнче суйласа илме, ЭКО пулăшнипе çуратма çемье репродукцийĕн центрне кайнă. "Эпĕ 42 çултаччĕ, ку манăн юлашки шанчăкчĕ", — тет вăл.

Харт донорсен анкетисемпе паллашнă, кандидатсем хăйсем çинчен çырнисене вуланă. Пĕрин автобиографийĕ килĕшнĕ, хăйĕн çинчен "ашшĕ" çăмăллăн та шÿтлесе каласа кăтартнă. Ăна суйласа илнĕ те.

9 уйăхран чипер хĕрача — Лейла — çут тĕнчене килнĕ. Амина хăй тĕксĕмрех ÿтлĕ, хура çÿçлĕ, хĕрĕ вара çутă сăн-питлĕскер, сап-сарă çÿçлĕскер. Питĕ кулăшласкер, темпе те кăсăкланать.

"Унăн кулли, сăмсине пĕркелентерни пĕрре те манăнни пек мар тесе шухăшлаттăм, ашшĕне хывнă ĕнтĕ теттĕм. Çак арçынпа питĕ паллашас килсе кайрĕ! — чун-чĕрине уçать Амина. — Эпĕ хам та аттесĕр ÿснĕ, çитĕнсен ăна шыраса тупма хăтлантăм, анчах та вăл вилнĕ иккен".

Амина клиникăра интересленсе пăхнă: ача ашшĕпе çыхăнма юрать-и? "Пирĕн ята кăтартмасăр çыхăнмалли тытăм пур, — хуравланă ăна. — Амăшĕ донорпа çыхăнса ăна ачин сăнÿкерчĕкне ярса пама пултарать".

"Эпĕ Интернета кĕтĕм, арçынна чун-чĕререн тав туни çинчен пĕлтертĕм", — тет Амина. Çыру Çĕрĕн тепĕр енне, Австралие, вĕçсе кайнă. Часах хурав çитнĕ. Скотт Андерсен хăй выльăх ĕрчетнине, авланса уйрăлнине, унăн 4 ача пулнине пĕлтернĕ.

"Çапла эпир хутшăнма пуçларăмăр", — тет Скотт. Çур çул пĕр-пĕрин патне çырусем çÿретнĕ. Хĕрача çулталăк тултариччен темиçе кун маларах Аминăпа Лейла Австралие вĕçнĕ. Пĕр-пĕрне курас кăмăл çуралнă.

Сĕт вырăнне — çĕрĕ

"Вĕсем иккĕшĕ тÿрех пĕр-пĕрне килĕштерчĕç", — каласа кăтартать Амина Лейлăпа унăн ашшĕ çинчен. Англирен пынă хăнасем Австралире икĕ эрне ирттернĕ, ашшĕпе хĕрĕ пĕрмаях пĕрле пулнă. Иккĕшĕ те пĕр сăнлах тата вĕсем! Кÿршисем тĕлĕннĕ: санăн хĕрача пулнине пĕлмен, ывăлсем çеç теттĕн...

Туслăх хăш вăхăтра юратăва куçнă — мăшăр каламасть. Амина хĕрĕпе тепĕр хут хăнана килсен тен? Пĕррехинче каçхине Андерсен сĕт туянма тухнă, килне вара венчет çĕррипе таврăннă. Хĕрарăмран хăйне качча тухма ыйтнă. Амина килĕшнĕ.

Нумаях пулмасть "Как я встретила твоего папу" кĕнеке кун çути курнă. Унта Харт хăйĕн çемйин тĕлĕнмелле историне çырса кăтартнă. Голливудри пĕр студи çакна тĕпе хурса фильм ÿкересшĕн.

Ольга ВОРОНЦОВА.

/"Комсомольская правда"/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.