Алăран каймасть хут купăс

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче пурăнакан Николай Гаврилов купăс каланине пĕрре мар курнă. Ку тăрăхра ун пек ăста купăсçă çук та пулĕ. 50 çул каялла купăса алла илнĕренпе те вăл хăйĕн юратнă "тусĕнчен" уйрăлмасть.

"Атте купăс каланă пирĕн. Унăн купăсне халĕ те упратăп. Ман пиччесем Анатолипе Владимир та музыка ăстисем пулнă. Владимир Мускавра Надежда Крупская ячĕллĕ Халăх пултарулăх çуртĕнче баянистсен класĕнче пĕлÿ илнĕ. Италире туса кăларнă баян-аккордеон та илсе килнĕччĕ яла. Вăлах мана купăс-баян калама вĕрентрĕ", — иртнине хĕпĕртесе аса илчĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

4-5-мĕш классенчех музыка инструменчĕсемпе калама вĕреннĕскер паян та купăса янраттарать. Сцена çинче те ачаранпах вăл, унта кăмăл туличченех купăс каланă. Конкурс-фестивальсенчен те, тĕрлĕ уявпа концертран та юлман яш. Çавăнпах пулĕ культура ĕçченĕн профессине суйласа илнĕ Николай Николаевич. "Ун чухне артист е мусăкçă пуласси çинчен шухăшламан. Ĕç çыннин профессийĕ хисепреччĕ вăл вăхăтра. Эпĕ те шкул хыççăн Канашри вакун юсакан завода кайса кĕтĕм. Совет Çарĕ хыççăн ялти партком секретарĕ Виталий Васильевич мана клуба ĕçлеме чĕнчĕ. Çав çулах эпĕ Çĕрпÿри культура училищинче вĕренме пуçларăм", — сăмах çăмхине сÿтрĕ Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче 1977 çултанпа вăй хураканскер. Çак тапхăрта вăл хор дирижерĕ те, илемлĕх ертÿçи те, культурăпа информаци центрĕн директорĕ те пулнă. Халĕ те культура çурчĕн тилхепине тытса пырать. Клубра ĕçленĕ вăхăтрах чылай çул Энтрияль, Пинер тата Пысăк Енккасси шкулĕсенче музыка вĕрентнĕ. 1980 çултанпа ялти садик ачисене юрлаттарать-ташлаттарать, Карăкçырми шăпăрланĕсем те ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унти воспитательсем Надежда Александровăпа Ирина Львова та пултаруллă ĕçтешне мухтаççĕ.

1991 çулта Николай Гаврилов музыка инструменчĕпе калакансен "Шанчăк" ача-пăча ансамбльне йĕркеленĕ. "Маттур ачасемпе районта çитмен вырăн хăвармарăмăр пулĕ, республика конкурсĕсемпе фестивалĕсенче пĕрре мар хамăр пултарулăха кăтартнă. "Пĕчĕк çеç путене" конкурс лауреачĕн ятне темиçе хут та тивĕçнĕ. Ансамбльте 10-15 ачаччĕ. Шел те, халĕ вĕсен йышĕ самай чакрĕ. Ачасем те кĕвĕ-çемĕ еннелле пит туртăнмаççĕ. Малтанхисем купăс çитменнипе пĕр-пĕринпе ылмашăна-ылмашăна калатчĕç. Балалайкăна та алла илетчĕç. Клуба çÿремен кун та иртместчĕ", — шкап çинче выртакан музыка инструменчĕсем çине вĕлт! пăхса илчĕ арçын.

10 çул каялла культура çурчĕ çумĕнче "Еник" фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ку таранччен вĕсем тĕрлĕ уявра халăха савăнтарнă, конкурссемпе фестивальсене хутшăннă. Мускав, Ульяновск, Шупашкар хулисенче иртнĕ Акатуйсенче те юрласа ташланă Енккассисем. Сăмах май, районти "Выля, хут купăс!" конкурсра виçĕ çул Николай Гаврилова çитекенни тупăнман. Кашнинчех парнепе таврăннă унтан вăл тăван киле.

Пысăк Енккасси купăсçи спортпа туслă пулнине те пурте пĕлеççĕ. Амосов тухтăр системине пăхăнаканскер кунсерен пин хускану тăвать. "Ача чухне футбол уйĕнчен тухма пĕлместĕмĕр юлташсемпе. Хĕлле вара алла клюшка тытаттăмăр. Халĕ те юратсах спорт лапамне васкатăп. Салтакра та спортсмен пулнă, футболла вылянă. Пирĕн команда футбол ăмăртăвĕсенче ротăпа дивизион чысĕсене пĕрре мар хÿтĕленĕ. 10 çул каялла хамăр тăрăхра Виктор Гаврилов воин-интернационалиста асăнса футбол турнирĕ ирттерме пуçларăмăр. Уйăхсерен иртекен Сывлăх кунĕсенче эпир ялта волейбол, футбол турнирĕсем, хĕлле "Енккасси йĕлтĕр йĕрĕ" чупу тата ытти ăмăрту йĕркелетпĕр", — пĕлтерчĕ Николай Николаевич. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕнчи пăхаттирсем Н.Гаврилов парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе вăй виçеççĕ.

Кĕçĕн хĕрĕ Ольга вăхăтсăр çĕре кĕни ашшĕн чунне ĕмĕрлĕхе амантса хăварнă. Çав сурана сиплеме арçынна кĕвĕ-çемĕ пулăшать. "Оля — пирĕн шанăçчĕ. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ, Шупашкарти професси лицейĕнче пĕлÿ илчĕ. Вăл çĕлеме юрататчĕ. Художник-дизайнер профессине суйласа илчĕ. Тумтир çĕлесе тăхăнатчĕ, пире валли те ăсталатчĕ. Çĕвĕ машини те илсе панăччĕ эпир ăна. Шел те, пурнăçĕ кĕске пулчĕ", — куççульне шăлчĕ Николай Николаевич. Паянхи кун ăна икĕ мăнук савăнăç парнелеççĕ. Ĕмĕт-шухăшĕ те пысăк унăн. Клубра музей йĕркеленĕскер ял кун-çулĕпе паллаштаракан кĕнеке кăларас тĕллевлĕ. Хальхи вăхăтра пулас кĕнеке валли материалсем пухать. Историпе таврапĕлÿ пÿлĕмĕнче те ял пурнăçĕпе çыхăннă япала чылай. Музыка инструменчĕсем, кино кăтартмалли хатĕрсем, фотоаппаратсем, тĕрлĕ тум тата ытти экспонат музее пуянлатаççĕ.

Çак кунсенче 60 çулхи менелникне паллă тунă Николай Гавриловăн ĕçлес хастарлăхĕ иксĕлмен-ха. Малашне те ялти культура аталанăвĕшĕн тăрăшас вăй тапса тăнăн туйăнчĕ ун куçĕнче.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.