Archive - 2015 - Хыпар
мая 6th
Хăват патăр ялан çак хĕвеллĕ уяв!
Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех
Радио кунне халалласа ĕнер Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрÿ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - терĕ Александр Степанович саламлă умсăмахне каланă май.
«Легендăллă Калашников»
«Эпир сире астăватпăр, сирĕнпе мухтанатпăр»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн 1400 ĕçченĕ фронта тухса кайнă, тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Тылра юлнисем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Паянхи кооператорсем çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче арканнă хуçалăха ура çине тăратма пултарнă çынсене яланах асра тытаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ.
Ăс-хакăла пуянлатакан кĕнекесем
Валерий ГОРДЕЕВ: “Эпир хамăрăн ят-сума хаклатпăр”
"Комплекс” строительство фирми куçми пурлăх рынокĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлет. Хăйĕн клиенчĕсене чи лайăххине пама хатĕрри, пĕр шухăшлă çынсен çирĕп команди, бизнеса тытса пырассинчи яваплăх, çынсене кирлипе тивĕçтерме тăрăшни - çак тата ытти пахалăха пула компани хăйĕн нумай конкурентĕнчен маларах пырать.
«Манăн халĕ те ĕне сăвас килет»
«Тăван - юнпа, пускилсемпе тус-юлташ вара чунпа тăван», - тени калама çук тĕрĕс пулнине Муркаш районĕнчи Юнкăра пурăнакан Анна Григорьева паян никамран лайăх пĕлет. Пĕччен пурăнакан сакăрвун тăваттăри ватă патне ытларах вĕсем пулăшма çÿреççĕ. Хăй патне хăна пырсан питĕ хĕпĕртет Анна аппа. Мана та, çич çырма урлă каçнăскере, ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Ах, чей лартасчĕ», - тесе ăшталанчĕ... Сăмавар вĕресен кил хуçи хĕрарăмĕ иртнĕ кун-çулне аса илчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçлесе пысăк наградăсене тивĕçнĕ Анна Ивановнăн асра юлни, каласа памалли чылай.
Cавни улталарĕ
Сывă-и? «Арçынпа хĕрарăм» страницăна питĕ юратса вулатăп. Анчах темшĕн унта арçынсем сахал çыраççĕ. Пĕр енчен эпĕ ăнланатăп вĕсене. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен çынна каласа пама юратмаççĕ. Эпĕ те çавах. Аннерен çывăх çын çук маншăн çĕр çинче. Яла кайсан эпир унпа 3-4-шар сехет ăшшăн пуплесе ларатпăр. Вăл, 8 теçетке çула хыçа хăварнă пулин те мана паянхи кунчченех сĕнÿ-канаш парать. Мĕн тери аван вăл анне пурри! Паян вара манăн хамăн шăпам пирки вулаканăма та пĕлтерес килет.