Cавни улталарĕ

6 Çу, 2015

Сывă-и? «Арçынпа хĕрарăм» страницăна питĕ юратса вулатăп. Анчах темшĕн унта арçынсем сахал çыраççĕ. Пĕр енчен эпĕ ăнланатăп вĕсене. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен çынна каласа пама юратмаççĕ. Эпĕ те çавах. Аннерен çывăх çын çук маншăн çĕр çинче. Яла кайсан эпир унпа 3-4-шар сехет ăшшăн пуплесе ларатпăр. Вăл, 8 теçетке çула хыçа хăварнă пулин те мана паянхи кунчченех сĕнÿ-канаш парать. Мĕн тери аван вăл анне пурри! Паян вара манăн хамăн шăпам пирки вулаканăма та пĕлтерес килет.

Турри мана сăн-питрен кÿрентермен. Çамрăк чухне хĕрсем ман çумма хăйсем çулăхатчĕç. Пытармастăп, пике чылай пулнă манăн. Хушăран харăсах темиçе чиперукпа çÿреттĕм. Ялта пĕрне ăсатма каяттăм, хулара тепринпе тĕл пулаттăм. Аслă шкулта виççĕмĕшĕпе курнăçаттăм. Шухă пулнă. Чылайăшне килĕштернĕ. Хулара çитĕннĕ Надя хăйне питĕ ирĕклĕ тытатчĕ. Каярах вăл манран çие юлни çинчен пĕлтерчĕ. «Мĕн тумалла? Эпĕ ăна юратмастăп-çке! Халех авланса ал-урана та çыхма шухăшламанччĕ!» - пăшăрханса ÿкрĕм эпĕ. Хырăм пăрахма сĕннине яхăнне те ямарĕ Надя. «Хăвăн тĕпренчĕкÿ вĕт, авлан», - сĕнчĕ анне те. «Пурнăçра юратни мар, пĕр-пĕрне хисеплени, хаклани пĕлтерĕшлĕрех», - терĕ. Тăвансем ыйтнипе туй тусах пĕрлешрĕмĕр. Малтанхи çулсенче чиперех пурăнтăмăр. Хĕрача çуралчĕ, çемье пысăкланчĕ. Эпĕ диплом илнĕ хыççăн ĕçлеме пуçларăм. Общежитире пысăках мар пÿлĕмре пурăнаттăмăр. Арăм ачапа ларнăран укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ. «Çитмен пурнăç çынсене хирĕçтерет», - тени тĕрĕсех çав. Хулара çитĕннĕ Надя ялан хитре тумланасшăнччĕ. Эпĕ вара укçана хваттер туянма пухас тесе талпăнаттăмччĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.