Лайăх хуняма хĕр тупать...

6 Çу, 2015

«Телейлĕ çемьесем пурте пĕрешкел», - теççĕ халăхра. Чăнах та çапла-ши? Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра пурăнакан Зоя Петровнăпа Иван Иванович Мартьяновсем патĕнче пултăм. Вĕсем мана питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ĕçчен мăшăр 50 çул ытла килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнать.

Иван Мартьянов кил картишĕнче выльăх патĕнче ăшталаннă хушăра эпир Зоя Петровнăпа çемçе диван çине вырнаçрăмăр. 76 çулти кил хуçи хĕрарăмĕ сăнÿкерчĕксен альбомне уçкаланă май утса тухнă пурнăç çулне аса илчĕ. Зоя Петровнăн дневник евĕр тетрадь те пур. Ăна вăл нумаях пулмасть больницăра выртнă чухне пуçланă. Унта хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне, шкулта ĕçленĕ вăхăта аса илсе çырнă. Тăван ялне сăнланă сыпăк уйрăмах пысăк вырăн йышăнать.

- Пĕччен чухне яланах тетраде уçса вулатăп. Иртнине аса илсе макăрса ларатăп вара. Эпĕ çуралса ÿснĕ Тури Кушмарана халĕ сайра хутра кăна каятăп. Питĕ улшăнчĕ вăл. Пĕчĕкленсе юлчĕ, çын хисепĕ те, ача шучĕ те чакрĕ - куçне сăмса тутрипе шăлса илчĕ хĕрарăм. Унтан, авăклăха шăпланнă хыççăн,калаçăва малалла тăсрĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.