Archive - Утă 2015 - Хыпар

июля 15th

15 Утă, 2015

«Хыпар» 139 (26791) №. 15.07.2015

15 Утă, 2015

Тĕнчен куçа курăнман правительстви Кремле хирĕç кавар хатĕрлет?

Анăçри элитăсем çакна Бильдерберг клубĕн питĕ вăрттăн ирттернĕ

конференцийĕнче сÿтсе явнă

Конспирологсем Бильдерберг клубне /"КП" справкине вулăр/ тĕнчен куçа курăнман правительстви теççĕ. Кашни çул ирттерекен пухусенче Анăçри чи пĕлтерĕшлĕ çынсем питĕ пысăк ыйтусене сÿтсе яваççĕ-мĕн. Хăйсене усă тăвас тĕллевпе.

Сăрт-ту çинчи хăна çуртĕнчи каçхи тĕлпулу

15 Утă, 2015

Уйран уçлама та, пир тĕртме те вĕрентрĕç

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен чăннипех те ырă йăла пур. Çулсеренех вĕсем район кунне пĕр-пĕр ял тăрăхĕнче ирттереççĕ. Кăçал çак яваплăх Ишлĕ Шетмĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май, ку праçнике Патăрьелсем кăçалхипе 9-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вĕсем ăна, паллах, Питравпа та çыхăнтарнă.

15 Утă, 2015

Пурнăç çулĕ такăр мар

Вăрмана кĕрсен эпир чи малтан тÿпенелле кармашакан кĕреш юмансем çине куç хыватпăр. Пăхăр-ха, улăпсем пек тăраççĕ вĕсем нимĕнле çил-тăвăл умĕнче чĕркуçленмесĕр. Анчах вăрман илемĕ йăрăс хырсемпе лапсăркка çăкасем, кăтра хурамасемпе çепĕç ăвăссем, кăмăллăн пуç тайма пĕлекен шĕшкĕсем пулмасан тулли мар.

Çак сăмахсене калатăп та эпĕ тăван литература пирки шухăша путатăп. Акă ăнсăртран пĕр-пĕр хайлав алла лекет, ун авторне, паллах, литература улăпĕсен шутне кĕртеймĕн. Анчах темĕнле килĕшÿпе илем шалтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тапса тăнине туятăн...

15 Утă, 2015

Иртнине пĕр-пĕрин хутшăнăвĕсене тĕпе хурса çутатнă

Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ çинчен

Истори литературинче кăштах та пулин тÿрĕ мар кăмăллă пулнипе е юриех суйнипе вăхăт иртнĕçемĕн çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ. Шел те, çакнашкал тĕслĕх сахал мар.

15 Утă, 2015

«Кил киремет» вăрттăнлăхĕ

Куйбышевпа Саратов шыв хранилищисен çывăхĕнчи çĕр хăвăлĕсем тĕпчевçĕсене тахçанах кăсăклантараççĕ. Халиччен кунта вуншар çухрăма тăсăлакан çĕре яхăн объект тупса палăртнă.

15 Утă, 2015

Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

Майăн 20-мĕшĕнче иртнĕ информаци кунĕнче граждансенчен килнĕ ыйтусен хуравĕсем

Республикăри районсенче ялсенчи больницăсене мĕншĕн хупаççĕ? Харпăр хăйĕн автомобиль пулмасан чирлисен хулана е республика тĕп хулине мĕнле çитмелле? Ятарлă тумтир çĕлекен «Вилан» фабрика ĕçченĕсем, Шупашкар хули.

15 Утă, 2015

Васканине палăксем чăнах та юратмаççĕ

Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн «Ан васкăр теççĕ пире палăксем» статьи /«Хыпар», 03.07.2015/ хамăрăн паллă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă хăшпĕр палăк пирки авторăн чунĕ ыратнине анчах мар палăртрĕ - вăл курма, илтме, ăнланма пултаракан çынсене те шухăша ячĕ.

15 Утă, 2015

Вĕрентеççĕ, вăхăтлăх вырăн сĕнеççĕ...

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Элĕкри уйрăмне пулăшу ыйтса 322 çын пынă, вĕсенчен 280-шне ĕç вырăнĕ тупса панă. Асăннă кун тĕлне служба органĕнче официаллă йĕркепе 32-ĕн регистрациленнĕ. Ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем - 23-ĕн, 16-29 çулсенчи çамрăксем - 6-ăн, ĕçрен кăларса янисем - 6-ăн, хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем - 12-ĕн, пенси ÿсĕмне çывхаракансем - 6-ăн. Çавсенчен 10-шĕ - аслă шкул пĕтернĕ , 20-шĕ - профессин вăтам, 2-шĕ вăтам пĕлÿ илнĕ.

15 Утă, 2015

Çемьере арçын хуçа пулмалла

Упăшкипе арăмне ахальтен мар "çÿпçипе хупăлчи" теççĕ. Вĕсем кашни ĕçе пĕрле канашласа тунисĕр пуçне çулсем иртнĕçемĕн пĕрешкелленсе пыраççĕ. Пĕринче çукки - тепринче пурах. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатсах тăраççĕ. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсен çак пуянлăх çÿпçи тулса тăкăнать.

Pages