Пурнăç çулĕ такăр мар

15 Утă, 2015

Вăрмана кĕрсен эпир чи малтан тÿпенелле кармашакан кĕреш юмансем çине куç хыватпăр. Пăхăр-ха, улăпсем пек тăраççĕ вĕсем нимĕнле çил-тăвăл умĕнче чĕркуçленмесĕр. Анчах вăрман илемĕ йăрăс хырсемпе лапсăркка çăкасем, кăтра хурамасемпе çепĕç ăвăссем, кăмăллăн пуç тайма пĕлекен шĕшкĕсем пулмасан тулли мар.

Çак сăмахсене калатăп та эпĕ тăван литература пирки шухăша путатăп. Акă ăнсăртран пĕр-пĕр хайлав алла лекет, ун авторне, паллах, литература улăпĕсен шутне кĕртеймĕн. Анчах темĕнле килĕшÿпе илем шалтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тапса тăнине туятăн...

Сĕнтĕрвăррипе Куславкка тăрăхĕн чиккинче çуралса ÿснĕ Станислав Куснар сăвăç кăра классиксен е тĕрлĕ президиумсенче ларса ывăннă «халăх юратакан» авторсен шутĕнче мар. Вăл журналсенче, коллективлă сборниксенче çамрăк сасăпа вăхăтран-вăхăт сас паратчĕ, поэзирен сивĕнмесĕр юлашки çулсенче темиçе кĕнеке кăларчĕ, «Чăваш поэзийĕн антологийĕнче» те кĕтес тупса вырнаçрĕ. Пĕлтĕр вăл вулакансене «Этем кунçулĕ», нумаях пулмасть вара «Сĕмĕл çулĕ – тăван ен» кĕнекесемпе савăнтарчĕ.

Малтанах вăл лирикăра тимлесех хăйĕн сассине шыратчĕ пулсан, халĕ тăван тавралăх аваллăхне сăвăç куçĕпе пăхса хаклама тăрăшать, эпика енне сулăннă эппин. «Тĕнче варри – Чăваш çĕршывĕ» хайлавра /автор ăна сăвăлла романăн пĕрремĕш кĕнеки тесе палăртнă/ литературăра çирĕпленнĕ традици çине тайăнса чăваш çынни хăйĕн телейне шыранине кăтартса панă. Ÿсекен йĕкĕт хура çăкăр хакне пĕлекен пулсан хăйĕн малашлăхĕ тата халăх шăпи пирки шутлама вĕренет. Сăвă йĕркисенче Кореньков учитель, Хури революционер, Кушников тухтăр, Кобеко кĕпĕрнаттăр ячĕсем тăтăш тĕл пулаççĕ, апла автор историре чăн пулнă ĕçсен йĕрĕ çине ÿкнĕ.

«Сĕмĕл çулĕ – тăван ен» кĕнекере те Станислав Куснар çак туртăмран пăрăнмасть. «Сĕмĕл çулĕ» поэмăпа «Сукмак», «Çĕр», «Энĕш», «Мамай курганĕ» сăвăсенче хаяр вăрçă тапхăрĕнчи тата ун хыççăнхи чăваш ялне сăнлать, «Тĕрлемес» поэмăра Граждан вăрçи вăхăтĕнче пулнă хивре ĕçсене аса илет, «Афган паттăрне» сăвăра сывлăхне çухатнă телейсĕр салтака кăтартса парать. Çук, тĕпрен улшăнман иккен пурнăç, унăн тăвăлĕсем пире тăтăш килсе силлеççĕ, кам пĕлет, хăçан пулĕ-ши «юлашки тăвăл»?..

Анчах ĕмĕрсен кукăр-макăр çулĕсене кăйкăр пек çÿлте вĕçсе çÿресе сăнланипе анчах çырлахмасть сăвăç. Çĕре ансан, çуралнă ялăн урамĕпе, улăх-çаранĕпе утсан тăван ен урăхларах тĕссемпе пуянланать.

Ун чухне каç чаршавĕ анатчĕ

Капăр тумлă хуламăр çине.

Илĕртÿллĕ яш-кĕрĕм утатчĕ

Аслă Атăл çыранĕ хĕрне.

Ун чухне эс, çумри чăваш хĕрĕ,

Акăш евĕр пыраттăн утса.

Аллунта парнеленĕ çут çĕррĕн

Ылтăн тĕсĕ тăрать ялтăрса.

Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăра лекнĕ пулин те мĕн чухлĕ ырă асаилÿ хăварнă! Вĕсене каллех куç умне кăларса хăйĕн рехет туйăмĕ сÿнменнине систерет сăвăç. Ăшри вучах ялкăшать-ха! Пурнăç çавăнпа илемлĕ те: эс ансăртран шăтса тухнă курăк мар, эс халăхăн пĕр пайĕ, эс ун кунçулне чĕре витĕр кăларма пĕлетĕн, паян хитрен пăхакан хĕвел ăшшипе киленнĕ май вăл саншăн ĕмĕрлĕх маррине туйса кас-кас хурланса илетĕн... Эппин, «чăваш поэзийĕн вăрманĕнче» шавламалăх сан хăвату татах пур.

В.НИКОЛАЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.