Archive - 29 Утă, 2015 - Хыпар

29 Утă, 2015

"Сывлăх", 29 /845/ №, 29. 07. 2015

о Ревматизмран - пахча эмелĕсем.
о Çĕмĕрт чĕлĕмрен сивĕтет.
о Венăсем сарăлсан мускат мăйăрĕ пулăшать.
о Пахчара чечек нумай.
о Куçлăх - сире юрăхли.
о Артрит нушинчен.
о Шăмă ÿсет те ÿсет.
о Чĕре эликсирĕ.
о Мăй остеохондрозĕ аптратсан.
о Вăрăмтуна тапăнать.
о Питпе çÿç валли - чие маски.
о Йĕкĕр янахран хăтăлма.
о Ура кĕли çине.
о Слива сĕткенĕпе.

29 Утă, 2015

МĂЙ ОСТЕОХОНДРОЗĔ АПТРАТАТЬ

Мăй остеохондрозĕ вĕрĕлесрен тата вăл малалла аталанасран сыхланма фитотерапи мелĕсемпе туллин усă курмалла. Курăксенчен хатĕрленĕ эмелсем шыçнине, ыратнине ирттереççĕ, тĕртĕмсенчи юн çаврăнăшне вăйлатаççĕ, кăмăрчаксемпе шăмăсенчи минерал çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, организмран ытлашши тăвара кăлараççĕ.

Маç, компресс

29 Утă, 2015

ПИТПЕ ÇŸÇ ВАЛЛИ - ЧИЕ МАСКИ

Дерматологсем витилиго аптратсан чĕрĕ чие çиме тата тата сĕткенне ĕçме сĕнеççĕ. Ÿт çинчи пăнчăсенчен хăтăлма чиери никотин йÿçекĕ пулăшать. Çÿç ытла ир шуралма пуçласан лайăх пиçсе çитнĕ çырлине çини, сĕткенĕпе çÿç тымарĕсене сăтăрни усăллă.

Ÿте сиплеме чиен вĕтетнĕ çулçипе те, йывăçăн хуппи çуркалансан юхса тухнă сухăрпа /камедь/ та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ÿт сиенленсе юнлансан суран çине чĕрĕ чие çулçине вĕтетсе е сĕткенĕнче йĕпетнĕ мамăк хураççĕ. Шатрасем çине - чие сухăрне.

29 Утă, 2015

"Коммунизм ялавĕ" хÿттинче

Юратнă хаçатăмăр "Хыпар" тепĕр çул çĕр вуннă тултарать. Вăл манăн пурнăçра та паллă йĕр хăварчĕ. Тарăнах мар та - пурпĕр эп ăна ырăпа çеç асăнатăп. "Коммунизм ялавне" Трак енĕн "Ял пурнăçĕ" хаçатĕнчен 42 çул каялла куçса килнĕччĕ. Кĕтмен-туман, шухăшламан çĕртен.

29 Утă, 2015

«Хыпар» 147 (26799) №. 29.07.2015

29 Утă, 2015

Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Чăваш Ене килет

Июлĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Кирилл визитпа килнĕ май канашлу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕн Кирилăн визичĕ - тĕрлĕ наци çыннисем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем мирпе тăнăçлăхра пурăнакан Чăваш Ен пурнăçĕнче - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм.

29 Утă, 2015

Тĕллевлĕ çынна яланах пулăшатпăр

2015 çулхи пĕрремĕш çурçулта Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 383 çын пынă, çав шутра 28,5% - малтанхи çĕртен хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 3,4% - организацие хупнипе е йыша чакарнипе кăларса янисем, 1,6% - шкултан тата професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕре

29 Утă, 2015

Пĕр пулăм та йĕр хăвармасăр иртмест

Юлашки çулсенче чăваш литературинчи проза каçалăкĕнче анлă сарăлнă пĕчĕк калăплă калавсем - миниатюрăсем - йышланнине асăрхама пулать. Пĕр енчен пăхсан вĕсем кĕске, пĕчĕк ÿкерчĕксен çыххи евĕр, тепĕр енчен уйрăм шухăша палăртса хунă пурнăç ÿкерчĕкĕ е сыпăкĕ пек курăнаççĕ. Çавăн евĕр сăнлăхлă пĕчĕк ÿкерчĕксем М.Карягина, Ю.Силэм, В.Антонов, Л.Маяксен т.ыт. çыравçăсен пултарулăхĕнче сăнама пулать. Атăлпа Урал хутлăхĕнчи халăхсен литературинче те çакăн евĕр пĕчĕк ÿкерчĕксем сахал мар.

29 Утă, 2015

"Химпромра" нимле инкек те пулман. Пурте - йĕркеллех

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тунтикун Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.