МĂЙ ОСТЕОХОНДРОЗĔ АПТРАТАТЬ
Мăй остеохондрозĕ вĕрĕлесрен тата вăл малалла аталанасран сыхланма фитотерапи мелĕсемпе туллин усă курмалла. Курăксенчен хатĕрленĕ эмелсем шыçнине, ыратнине ирттереççĕ, тĕртĕмсенчи юн çаврăнăшне вăйлатаççĕ, кăмăрчаксемпе шăмăсенчи минерал çаврăнăшне лайăхлатаççĕ, организмран ытлашши тăвара кăлараççĕ.
Маç, компресс
Мăя настойкăпа сăтăрни, компресс хуни, маç сĕрни остеохондроз чухне питĕ витĕмлĕ сиплев процедурисем шутланаççĕ. Вĕсем биологи тĕлĕшĕнчен хастар пăнчăсене витĕм кÿреççĕ, çурăм шăммин хускану сегменчĕсен нерв-мышца аппарачĕн ĕçне йĕркене кĕртеççĕ.
l Сирень чечекĕн настойки: 1 стакан типĕ чечеке çур литр шурă эрехе ямалла, ăшă тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Настойкăпа ĕнсене кунне 2 хут сăтăрмалла. Сиплев курсĕ - 2 эрне.
l Упа хăлхи /коровяк скипетровидный/ чечекĕн настойки: 50 грамм типĕ чечеке 70 процентлă çур литр спирта ярса 2 эрне лартмалла. Ыратакан ĕнсене кунне 1-2 хут сăтăрма усă курмалла.
l Сăтăрмалли хутăш: сиренĕн пĕр ывăç чĕрĕ чечекне е çулçине аш арманĕпе авăртмалла, 250 миллилитр хура йÿç кăшман сĕткенĕ, 200 грамм пыл, 150 грамм шурă эрех хушмалла. 5 кун лартмалла. Настойкăпа ĕнсене кунне 1 хут сăтăрмалла.
l Ылтăн хунав /золотой ус/ настойки: 35-40 хунавне аш арманĕпе авăртмалла, 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла. Тĕксĕмрех кĕрен тĕслĕ настойкăна тĕксĕм кĕленче савăта лайăх сăрăхтарса илмелле, сулхăн тĕттĕм вырăнта упрамалла. Унпа ĕнсене сăтăрмалла тата ăна кунне 3 хут апатчен вĕренĕ чĕрĕк стакан шыва 1-ер чей кашăкĕ ярса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10 кунлăх тăхтавсемпе 3-шер эрне.
l Лавр çулçипе уртăш /можжевельник/ е пихта лăссин маçĕ: 1 пай лавр çулçине çăнăх пуличчен вĕтетмелле, 5 пай вĕтĕ вакланă лăсăпа хутăштармалла, 10 пай шăратнă çу ярса килĕре лайăх тÿмелле. 5-7 кун лартмалла. Ĕнсене маçпа кунне 2 хут сăтăрмалла.
l Хăмлапа хура тирек папкин маçĕ: 3 пай вĕтетнĕ типĕ хăмла пучахне 1 пай тÿнĕ тирек папкипе хутăштармалла, 5 пай услам çу е сысна ăш çăвĕ хушса лайăх пăтратмалла. 5 кун лартмалла. Маçпа кунне 2 хут ĕнсене сăтăрмалла.
Шута илме. Çак меслетсемпе сипленни ыратнине лăплантарма пулăшать. Анчах пĕр сиплев курсĕ çителĕксĕр, сывлăха нумайлăха лайăхлатма темиçе курс кирлĕ пулма пултарать.
Курăксен шĕвекĕпе
Эмел курăкĕсенчен хатĕрленĕ шĕвексем организмри япаласен ылмашăнăвне, организмри минералсен пĕтĕмшле ылмашăнăвне лайăхлатма, тĕртĕмсем шыçнине ирттерме, тăварсене кăларма, çурăм шăммин сыпписен хушшинчи кăмăрчаксене хондропротектор витĕмĕ кÿме пулăшаççĕ.
l Сельдерейăн тымарне е туни-çулçине вĕтетмелле, 2 апат кашăкĕ илсе 1 апат кашăкĕ любисток тымарĕпе, 1 апат кашăкĕ кĕтмел /брусника/ çулçипе, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ шăлан /шиповник коричный/ тымарĕпе хутăштармалла. Пухха 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут пиçĕхтермелле, илсен ăшă вырăнта 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2 эрне, тăхтав - 1 эрне. 2-3 сиплев курсĕ ирттермелле.
l Хупахăн 50 грамм тымарĕпе хĕç курăкĕн /сабельник/ 50 грамм тымарне çур литр шурă эрехе ямалла, ăшă тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен чĕрĕк стакан шыва 30-35 тумлам настойка ярса ĕçмелле. Çавăн пекех кунне 2 хут настойкăпа ĕнсене сăтăрмалла.
l 3 пай сысна курăкне /горец птичий, спорыш/, 2 пай кăвак хăмла çырли /ежевика/ çулçине, 2 пай хурăн çырли /земляника/ çулçине, 1 пай куршанак /репейник аптечный/ çулçине, 1 пай чăрăш тăррине /хвощ полевой/ хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха термоса тин вĕренĕ çур литр шывпа пĕрле ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-5 хут апатчен çур сехет маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1-ер эрнелĕх тăхтавсемпе 3-шер эрне.
Комментари хушас