"Химпромра" нимле инкек те пулман. Пурте - йĕркеллех

29 Утă, 2015

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тунтикун Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Вăл кунта ахальтен çитмен. Обществăн хăшпĕр деятелĕ, вăл шутра ЧР Патшалăх Канашĕн темиçе депутачĕ, çак кунсенче "50-мĕш цехра производство чарăнса тăнă, унта вăй хунă çынсене ĕçрен кăларса янă, техника сăлтавне пула цех сывлăша сирпĕнме пултарать" текен сас-хура сарнă. Республика ертÿçи çакă чăнлăхпа мĕн чухлĕ килĕшсе тăнине уçăмлатас тĕллевпе предприятире ятарласа пулчĕ. Тÿрех 50-мĕш цеха кĕчĕ. Ăна та, журналистсене те рабочи тумтирĕпе, каскăпа, противогазпа кĕртрĕç.

"Этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ производствăра кĕтмен инкек сиксе тухасран асăрханăр", - терĕ пирĕн хăрушсăрлăха тивĕçтернĕ инженер.

М.Игнатьев цехра ĕçлекенсенчен ĕç условине, хăрушсăрлăх йĕркине, ĕçшĕн еплерех хавхалантарнине ыйтса пĕлсе тишкерчĕ. Рабочисемпе инженерсем яланхи пекех вăй хунине куртăмăр, инкек таврашне асăрхамарăмăр.

Предприяти картишĕнче панулми, пилеш ăнса пулать, чечексем хăйсен илемĕпе иртен-çÿрене илĕртеççĕ. Корпуссем хушшинчи ÿсентăран ем-ешĕл. Кĕскен, 50-мĕш цехра нумаях пулмасть авари пулнине çирĕплетекен тĕслĕхсене тĕл пулмарăмăр.

- Хăшпĕр политик сарнă сас-хурана чăнлăхпа килĕшсе тăманнине корпусра паян хам куçпа пăхса çÿресе, общество ертÿçисемпе тата рабочисемпе калаçса çирĕплетрĕм, - терĕ М.Игнатьев залра пуçтарăннă коллектива. - Çынсен сывлăхне сиен кÿрекен япала сывлăшра сарăлнă пулсан мана предприятие киличченех пĕлтеретчĕç. Цехра противогазсăрах çÿрерĕмĕр. Сывлăш урамри пек мар паллах, мĕншĕн тесен кунта - хими производстви. Пĕтĕмĕшле илсен - йĕркеллех, ятарлă служба ĕçлекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерет. Çак сăмахсене эпĕ республикăра пурăнакансене пурне те калатăп.

Малалла вăл АОра ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишĕн темиçе миллиард тенкĕ хывнине, уйрăммăн илсен официаллă ĕçсĕрлĕх малтан 9,5% пулнине, халь 1 процентран та сахалрах юлнине пĕлтерчĕ.

2010 çултанпа хулари 100 картише юсанă, килес 1-2 çулта тата çавăн чухлĕ йĕркене кĕртме тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлама хыснаран укçа уйăрнисĕр пуçне Комсомол, XX пилĕкçуллăх, Воин-интернационалистсен урамĕсене тĕпрен юсама Çĕнĕ Шупашкара 65 млн тенкĕ куçарса панă. Ĕç малалла пырать.

Нумай ача ашшĕ çемье хушăннисене амăшĕн капиталĕпе пулăшмалли программа хăçанччен тăсăлассине пĕлесшĕн пулчĕ. М.Игнатьев 2020 çулччен иккĕленме кирлĕ мар терĕ. "Химпром" çумĕнчи лаптăкра хăпартакан йăлари хытă каяш полигонĕ кăçалхи сентябрь уйăхĕччен ăпăр-тапăр йышăнма пуçлассине çирĕплетрĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ Çĕнĕ Шупашкарти поликлиникăра ятарлă хăшпĕр тухтăр çитменрен ÿпкелешсе калаçрĕ. Унăн тĕп врачĕ ÿлĕм ыйтăва тивĕçтерме графикпа килĕшÿллĕн обществăна тухтăр яма шантарчĕ. Çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене татах пачĕç. Вĕсене администраци пуçлăхĕ Олег Бирюков хуравларĕ.

Михаил Игнатьев Шупашкара никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитиччен Чăваш Ен федераци хыснинчен нухрат палăртнинчен сахалрах, çапах та тĕп хулари Мускав кĕперне сарма, медицина, вĕренÿ, культура ыйтăвĕсене татса пама, федераци çулĕсене тума, истори-архитектура палăкĕсене тĕпрен юсама çителĕклĕ илессине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.