Комментари хушас

29 Утă, 2015

Тĕллевлĕ çынна яланах пулăшатпăр

2015 çулхи пĕрремĕш çурçулта Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 383 çын пынă, çав шутра 28,5% - малтанхи çĕртен хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 3,4% - организацие хупнипе е йыша чакарнипе кăларса янисем, 1,6% - шкултан тата професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕренсе тухнă хыççăн ĕç тупайманнисем, 1% - предпринимательлĕхе пăрахнисем, 15,7% - çулталăк ытла вăй хуманнисем, 53,3% - пуçласа ĕç шыракансем, 8,9% - социаллă хÿтлĕх кĕтекенсем /нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, ывăл-хĕрне пĕччен çитĕнтерекен, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан, сусăр çын, тĕрмерен тухни, хĕсметрен таврăнни тата унăн çемйин членĕсем/.

Кăçалхи ултă уйăхра 129 граждана ĕçсĕр тесе йышăннă.

Центрта 28 çынна регистрациленĕ. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи пĕрремĕш çурçулта 0,3% танлашнă. Вырнаçас текенсен шутĕнче хĕрарăмсем йышлă /52,8%/, 30 çултан иртнисем - 83%. Профессин аслă пĕлĕвне илнисем 15,6 процентран -18,9-а, пенси çулне çывхаракансем 6,2-рен 13,2-е çитнĕ. Организацие хупнипе е йыша чакарнипе кăларса янисен хисепĕ 25 процентран 7,5 таран чакнă, сусăрсем иртнĕ çулхи çав тапхăрти шайрах юлнă - 9,4%.

Ултă уйăхра вакансисен районти банкне ĕçпе тивĕçтерекенсем 501 вырăн пушă пулнине пĕлтернĕ. Иртнĕ уйăхра ку кăтарту 132-пе танлашнă. Вĕсен 67,5% рабочи профессийĕсемпе çыхăннă, 32,5% - служащисеннипе. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ - 0,2 единица.

Пĕлтернĕ вакансисен вăтам шалăвĕ 10340,54 тенкĕпе танлашать, республикăри вăтам ĕç укçи вара кăçалхи январь-май уйăхĕсенче 20447,5 тенкĕ пулнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисемпе центр директорĕ Любовь Михайловна КУЗЬМИНА паллаштарать.

Вăхăтлăх ĕçĕн усси пысăк

Ĕçлес туртăмлă çынна хăй пултаракан специальноç суйламашкăн центр специалисчĕсем пулăшма яланах хатĕр.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программине пурнăçласа çулталăк пуçланнăранпа 108 çынна яланлăх, 222-шне вăхăтлăх тата сезонлăх вырнаçтарнă.

Районти "Тăвайри кирпĕч завочĕ" АХОпа, "Родник", "Право", "Дорстрой-агро" ОООсемпе, О.Восторгин фермерпа, В.Кабаков предпринимательпе, Тăвай ял тăрăхĕпе тата ыттисемпе обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене йĕркелемешкĕн 21 килĕшÿ çирĕплетсе 63 çынна йышăннă. Ĕçсĕрсем ялсене тирпей-илем кĕртеççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăксемпе мемориалсене пăхса тăраççĕ, делопроизводительте тăрăшаççĕ, хатĕр тавара чĕркеççĕ, ялхуçалăх продукцийĕ хатĕрлеççĕ тата тирпейлеççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр асăннă мелпе 14-18 çулсенчи çамрăксене те вĕренÿрен ирĕклĕ тапхăрта пулăшассине тивĕçлипе хаклать. Кун пек чухне çамрăк пурнăçра шуçлак çул çине тăмасть. Каникул кунĕсенче производствăна хутшăнни - хăйне евĕр тĕрĕслев те: професси ориентацийĕ илет, специальноç суйлать.

Кăçал центрăн районти предприятисемпе çирĕплетнĕ 17 килĕшÿ тăрăх 380 вĕренекене вырнаçтармалла. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 158-шне йышăннă. Вĕсен шутĕнче йышлă е тулли мар çемьере çитĕнекенсем - 15-ĕн, сахал тупăшлисенчен - 61, 1 тăлăх, çул çитменнисемпе ĕçлекен органсенче шутра тăракан 2 ача пулчĕç. Ачасене ĕç тупса памашкăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата районти шкулсем, кирпĕч завочĕ, С.Хумышев фермер пуçаруллă хутшăнчĕç.

Професси вĕренĕвĕн учрежденийĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вырнаçайман, пуçласа ĕç шыракан тата центрта регистрациленнĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене те патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр. Çакăн тĕллевĕ - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пултарулăхне аталантармашкăн, ĕçе хăнăхмашкăн тата рынокри тупăшаслăха ÿстермешкĕн май туса парасси. Çулталăк пуçланнăранпа 2 çамрăка вăхăтлăх ĕçе "Тăвай общепитне" повара тата район администрацийĕн финанс пайне бухгалтера илнĕ.

Социаллă хÿтлĕх кĕтекен 6 çын валли вăхăтлăх вырăн йĕркелемешкĕн 5 килĕшÿ туса 4 инвалида Элпуç ял тăрăхне - делопроизводителе, кирпĕч заводне тата В.Кабаков предприниматель патне рабочие, пенси ÿсĕмне çывхаракан 3 çынна кирпĕч заводне, "Дорстрой-агро" ОООна рабочие, "Радуга" ача садне хуралçăна вырнаçтарнă.

Ятарласа майлаштарнă вырăна...

Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта 2 сусăрпа нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшне ĕçлĕ тумашкăн 210,49 пин тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне В.Кабаков предприниматель нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне сутуçăна, теприне О.Восторгин хăйĕн патне хуралçăна илнĕ. Н.Кузнецова предприниматель виççĕмĕш ушкăн инваличĕ валли тирпейлÿçĕн, иккĕмĕш ушкăнри валли бухгалтер вырăнĕсене юрăхлă майлаштарнă.

Ваканси тата вĕренекенсен ĕç вырăнĕсен ярмăрккисене çÿрекен йышланчĕ. Асăннă мероприятисене кăçал пилĕк хутчен пухрăмăр.

Ĕçсĕр гражданин статусне предпринимателĕннипе улăштарттарасси - халăха хÿтĕлес тĕллевпе палăртнă çул-йĕртен тепри. Пĕчĕк бизнес йĕркелес тĕллевлисем патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илеççĕ. Паянхи кун тĕлне 58000 тенкĕлĕх пулăшупа пĕр çынна тивĕçтертĕмĕр. Вăл хăйĕн бизнес-планне кролик ĕрчетессипе çыхăнтарнă.

Ĕçсĕрсене социаллă адаптаципе тивĕçтерес енĕпе психологи тренингĕсем, ушкăнпа калаçусем, уйрăм консультацисем ирттеретпĕр, занятисенче пуçлăхпа хутшăнмалли, ĕç шыранă чухне конкретлă план тумалли, резюме тата ĕçлĕ çырусем йĕркелемелли мелсене вĕрентетпĕр. Ĕç рынокĕнче еплерех пулмаллине хăнăхтаракан адаптаци программисене 10 çын хутшăннă.

Кăçалхи ултă уйăхра психологи пулăшăвне 10, профориентаци пулăшăвне 349 çын тивĕçнĕ. Асăннă тапхăрта професси вĕренĕвне 16 ĕçсĕре, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 5 амăшне, тивĕçлĕ канури 1 çынна рынок ыйтакан хушма пĕлÿ илме янă. Пенсионер кадрсем енĕпе ĕçлекен специалист пулса тăчĕ, ача амăшĕсем апат-çимĕç таварĕ сутакан, АСБУ 1-С: Предприяти операторĕ специальноçсене илнĕ. Ĕçсĕрсем маникюрша, парикмахер, уйрăм хуралçă, ЭВМ операторĕ, сутуçă, суту-илÿ залĕн кассирĕ, экскаватор машинисчĕ, электрогазосварщик ăсталăхне хăнăхрĕç.

Тĕллевсем кăçал чăннипех пысăк. Тăвай тăрăхĕн çыннисене ĕçлĕ тăвас енĕпе палăртнине пурнăçласси иккĕлентермест. Пирĕн йыш туслă та çирĕп, специалистсем - ăста та пултаруллă. Пулăшу кĕтекен кашни çыннах вырăн тупса пама тăрăшаççĕ, çийĕнчех май килмесен ырă сĕнÿ-канаш параççĕ, чунĕсенче шанчăк хĕлхемне чĕртеççĕ.

Партнерсем те шанчăклă. Районти шкулсем, ял тăрăхĕсем, "Тăвайри кирпĕч завочĕ" АХО, "Родник", "Дорстрой-агро", "Право" ОООсем, райпо, общепит, В.Кабаков, Н.Кузнецова предпринимательсем, О.Восторгин, С.Хумышев фермерсем тата ыттисем ĕçсĕрсене йышăнмашкăн яланах хатĕр.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ, район администрацийĕ кулленхи ĕçре пулăшса-хавхалантарса пыни те хастарлăха ÿстерет.

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.