Константин Иванова халалласа Турцире те конференци иртнĕ
Пурнăçра тем те курăн тесе ваттисем ахальтен каламан. Лайăххи те, япăххи те тĕл пулать. Эпĕ, Тутарстанри чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ хĕрача, пурнăçăмра çавăн пек кĕтмен çитĕнÿсем пуласса пĕрре те шухăшламан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекенскере мана кăçал пурнăç ăнсăртран питĕ пысăк шанăç пачĕ. Турцие вĕренме чĕнсе пирĕн пата йыхрав ячĕç, факультетран икĕ студента ют çĕршыва кайма ирĕк пачĕç.