ЮРСЕН ЮРРИЙĔ. Юлия СИЛЭМ
Юр шурă тĕслĕ теççĕ. Тен, тĕрĕсех те мар çапла ăнлантарни. Килĕшме йывăр.
Юр çыннăн ăш-чикĕ, чун-чĕри, шухăш-кăмăлĕ пекех тĕрлĕрен пулать.
Авалхи пушарсемпе çапăçусем хыççăнхи юр – сарă-хăмăр тĕслĕ.
Вăрçă-харçă хыççăн ишĕлсе арканнă кăмакасен çывăхĕнчи хăрăм ларнă юр – кĕл пек, кĕмĕлленнĕ ватă çÿçĕ пек.
Хытса ларнă юн хыççăнхи – пăхăр тĕслĕ; тин юхнă юнпа пĕвенни чĕрене шăнтса пăрлантарасла, куçа шартарса ярасла йăмăх хĕрлĕ тĕспе витĕнет.
Хĕвел питтинче йăлтăртатакан юр ылтăн шывĕпе пĕрĕхнĕн йăлтăр та ялтăр çиçет, çуталать.
Аякран-аякран курăнса выртакан чăлт шурă тĕс те – ултавлă. Çывăхарах пырса пăхсан асăрхатăн: шап-шуррăн туйăнакан хир унтан та кунтан хĕреслĕ-пирлĕ çул-сукмаксемпе касăлса пĕтнĕ; лутра йывăç тĕмĕсем чĕмсĕррĕн хуралса лараççĕ, вăрман тăрăхĕсем те инçете-инçете тăсăлса шурă тĕсе сăнсăрлатаççĕ. Çав вăхăтрах хĕллехи çăра йывăçсем çинчи юр - çутă, таса; чăрăш лăссисем çинчи – çемçе, чун-чĕрене лăпкăлăх, канăçлăх кÿрет. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ вырăнти – çутă сенкер.
Хулари юр – кичем, тĕттĕм. Вараланчăк.
Пÿрт-çурт таврашĕнчи – урăхрах. Таптанса пĕтнĕ, лапчăнса хуралнă.
Кĕркуннехи юр - янкăр тÿперен те шурăрах, çутăрах.
Хĕллехи – куçа шартарать. Шартлама сивĕри ура айĕнче кăчăртатать. Унăн тĕсĕ тĕлĕнмелле хитре: сарă-кĕрен. Çĕршер те пиншер çăлтăр тапса тухнă кăчăр-кăчăр юр çине. Утнăçемĕн ура айĕнчен хĕм сирпĕнсе пырать тейĕн.
Çуркуннехи – шупка, сăрă.
Çуллахи юр та тĕл пулать. Уйрăмах – юлашки çулсенче. Вăл – кăвак.
Пур япалан та, пулăмăн та уйрăм палли пур ку тĕнчемĕрте.
Саманине, шăпине кура кашниех хăй евĕр куратпăр тĕссене. Анчах та шел, пуртех те тавçăраймастпăр çакна, уйăрса илейместпĕр. Кашнинех пÿрмен-тĕр ăнланма, туйма. Пурнăç тăлпанин, лăсканин куçĕ – витĕртерех, çивĕчрех, паллах. Пурнăçĕн хĕл сиввине утса çитни – тĕссене еплерех уйăрать, ăшшĕ. Пăтраштармасть юрсен юррине.
1993.
Комментари хушас