КАПĂРТМА. Юлия СИЛЭМ

Хĕл кунĕ. Ирпе урама тухрăм та тĕлĕнтĕм: шап-шурă юр çуса лартнă талккăшпех. Пĕтĕм тасамарлăхпа этем ÿркевне хăй айне тунă. Çутçанталăк хăй пытарнă, ара, çĕр çинчи пĕтĕм тасамара. Асамçă тейĕн. Асамçă ĕнтĕ. Чăн-чăн асамçă.

Юр! Шурă юр. Анчах юр çинче нимĕн те ÿсейрес çук. Капăртмалăх чуста лăкама тырă пĕрчи те, чăх чĕппине татса пама симĕс курăк та. Нимĕн те.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Çĕршывăмăрăн тĕп хулинче - Мускавра писательсен Пысăк канашлăвĕнче пулма чыс тивнĕччĕ. Сергей Михалков, Владимир Карпов, Георгий Марков тата ыттисем пултаруллă çамрăксене хавхалану кÿчĕç, литературăра çитĕнÿ тума пиллерĕç. Жанрсем тăрăх йĕркеленĕ ăсталăх шкулне эпĕ Анатолий Алексинпа Лариса Васильева патне лекрĕм. Пирĕн хушăра чăваш, тутар, пушкăрт, ирçе, вырăс, грузин, армян, чеченпа ингуш тата ытти халăхсен пултаруллă ывăл-хĕрĕ пурччĕ. Аслă юлташăмăрсем ертсе пынипе пĕр-пĕрин литература произведенийĕсене хакларăмăр, ăсталăхпа ăнăçу сунтăмăр, куçару ыйтăвĕсемпе хавхалантăмăр. Шăпах çакăнта вара, литература теминчен кăштах пăрăнса темелле, халăхсен апат-çимĕç историйĕ пирки сăмах хускалчĕ. Лаваш, пашалу, кулач, икерчĕ, пÿремеч, булка, шур çăкăр, хура çăкăр...

- Чăваш капăртма пĕçерет, - терĕм эпĕ.

- Мĕн вăл капăртма? - ыйтрĕç манран.

- Малтан тулă акса ÿстереççĕ. Выраççĕ, пуçтарса илеççĕ, авăртаççĕ. Чуста хураççĕ.

... Асаилÿ мана ачалăха тавăрать. Эпĕ - шкул ачи. Çемье йышлăччĕ пирĕн. Çиччĕн тан ÿсетпĕр. Пиллĕкĕн харăссăн шкула чупатпăр. Сĕтел хушшине урок тума ларсан пĕрин чавси теприне лекет те мăкăр-мăкăр мăкăртату пуçланма пултарать. Пуринчен ытла ирхине, шкула кайиччен, пирĕн хутшăнусем çивĕчленеççĕ. Пытармастăп: анне пире шкула нихăçан та вĕри апатсăр кăларса яман. Çав хушăрах сĕтел çине çĕркаç хатĕрленине те нихăçан лартман, мĕншĕн тесен кивĕ апат нихăçан та юлмастчĕ. Ирхине яланах çĕннине пĕçеретчĕ анне: яшка е пăтă. Пăтă тирĕкĕнче, варринче, сар çу куçĕччĕ. Пăтта çав çупа пуçса çиеттĕмĕр.

Уйрăмах кăмака хутса çăкăр пĕçерни асра. Вут çуннă чухне кăварне малалла туртса илетчĕ те анне пысăк çатмара пÿремĕч е капăртма янтăлатчĕ. Кăвас чустинчен тăватчĕ ăна. Тÿнĕ çĕрулми е тăпăрчă хуратчĕ пÿремеч питне. Çисе тăранмалла мар тутлăччĕ пирĕн ирхи апат.

Пĕринче капăртма пĕçерет. Ĕлкĕртесчĕ тесе çав тери хыпаланать анне. Пилĕк ачана - пилĕк капăртма кирлĕ, мĕн тесен те. Эпир ĕнтĕ вĕри капăртмашăн черете тăнă.

- Мана, мана пар, анне. Пĕрремĕшне мана пар!

- Çук, ку - ман валли, - тĕпĕртететпĕр анне тавра.

- Чимĕр-ха, ачасем! - чарать пире анне. - Чи малтан чи кĕçĕннине парар пулĕ. Таиç, кил çывăхарах.

Пĕри те шарламастпăр. Пĕртăвансем хушшинче йĕрке пур. Таиç хăйне тивĕçлине илет. Аслă тете ăна тем самантра пĕр курка тин сунă сĕт тултарса парать. Таиç вара лăпкăн кăна капăртма хуçса илет. Тепĕр çуррине - шкул сумкине кăнтăр апатлăх чиксе хурать. Çапла, кашниех хăйĕн пайне тивĕçет. Кашниех шкула ĕлкĕрет.

Эх, ытарайми аннемĕр! Ачалăхри тутлă-тутлă капăртма. Пылак ачалăх.

5.04.1994

Юлия СИЛЭМ"Тăван Атăл" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.