Тĕнчен куçа курăнман правительстви Кремле хирĕç кавар хатĕрлет?

Анăçри элитăсем çакна Бильдерберг клубĕн питĕ вăрттăн ирттернĕ

конференцийĕнче сÿтсе явнă

Конспирологсем Бильдерберг клубне /"КП" справкине вулăр/ тĕнчен куçа курăнман правительстви теççĕ. Кашни çул ирттерекен пухусенче Анăçри чи пĕлтерĕшлĕ çынсем питĕ пысăк ыйтусене сÿтсе яваççĕ-мĕн. Хăйсене усă тăвас тĕллевпе.

Сăрт-ту çинчи хăна çуртĕнчи каçхи тĕлпулу

63-мĕш лару Австрири Бухен ятлă пĕчĕк хулара иртнĕ. "Пысăк çиччĕн" саммичĕ хыççăн. Лешĕ инçех мар, Баваринчи Эльмау замокĕнче, пулса иртнĕ. Cuardian хаçат "бильдербургерсен" пухăвне пысăкрах пĕлте-рĕшлĕ тесе çирĕплетет. Обамăсем, Меркельсем килеççĕ те каяççĕ, политикăри пуканесемпе усă куракансем, финанспа промышленноç хуçисем юлаççĕ.

- Официаллă тĕлпулăвăн вăхăчĕпе вырăнĕ çеç паллă, - тет виççĕмĕш пинçуллăха наука енĕ-пе тĕпчекен институт президенчĕ Илья Белоус. - Июнĕн 11-14-мĕшĕ, Interalpen хăна çур-чĕ. Клуб сайтĕнче тĕлпулăва хутшăнакансен списокĕ тата кун йĕрки çеç.

Раççейре пăлханусем пуçланассине кĕтеççĕ, кĕтсе илеймеççĕ

- Раççей ман шутпа тĕп темăсенчен пĕри пулнă.

- Мĕншĕн кун пек пĕтĕмле-тÿ тăватăр?

- Çĕр чăмăрĕн куçа курăнман хуçисене тăрă шыв çине кăларакан Дэниэль Эстулин паллă писатель 2012 çулхи Бильдерберг тĕлпулăвĕ хыççăнах унта пуринчен те ытларах пуçа ыраттараканни Владимир Путин пул-нă тесе çырнăччĕ. Вăл Иранри, Сирири вăрçăсене тата Раççее Америка базисемпе хуплассине хирĕç пулнăшăн. Унтанпа пирĕн президентăмăр "бильдербергсен" пуçĕсене ыраттаракан сăлтавсен шутне тата ытларах ÿс-терчĕ. Çав Крымпах.

- Конференцире пирĕн çĕршывран кам та пулин пулнă-и?

- Тĕрлĕ çулсенче унта Анатолий Чубайс, Гарри Каспаров, Григорий Явлинский... пулса курнă. Халь - Сергей Гуриев, Раççейри экономика шкулĕн ректорĕ пулнăскер. Францире пурăнать, Парижри политика тĕпчевĕсен институчĕн профессорĕ. Мĕншĕн уйрăмах ăна чĕннине Гуриевăн "Вашингтон постра" пичетленнĕ статйин ячĕ ăнлантарса парать - "Раççейре пысăк пăлхавсем ирттерме хатĕрленни". Шăп та лăп Бильдерберг-2015 уçăлнă кун пичетленнĕскерĕн! Гуриев Анăç ертÿçисене ÿпкелет: лешсем Мускаври влаçа улăштарма хатĕрленмеççĕ-мĕн, çавăнпа çавскер вĕсене процеса хутшăнма йыхăрать. Пулас куçăм правительствине тата Кремльти çĕнĕ влаçсене пулăшма анăçран тата тепĕр "Маршалл планĕ" кирлĕ. /АПШ патшалăх секретарĕ Джордж Маршалл 1947 çулта Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Европăна пулăшмалли плана çырса хатĕрленĕ. - Ред./ Гуриев "бильдербергсене" тÿрремĕнех, хупă алăксен леш енче, мĕн сĕннине ăнланма пулать. Статйине илес пулсан вăл "Анăç Раççее ярса илессин планне" туса хатĕрленĕ. Унăн пĕр сĕнĕвне, эп шутланă тăрăх, конференци хыççăн тÿрех пурнăçлама пикенчĕç.

- Хăшне?

- "ЮКОСăн" экс-акционерĕсем суд урлă ыйтнине шута илсе Раççейĕн патшалăх пурлăхне арестлени.

- Çыхăну пур-и вара?

- Гуриев - Михаил Ходорковский çынни. Вăл 2013 çулта "ЮКОС" ĕçне пула хваттерне ухтарнă хыççăн ют çĕршыва тухса тарнă. РФ пурлăхне арестлеме çав вăрттăн тĕлпулура, Кремле ыратмалларах туртса çапас тесе, Гуриев питĕ ыйтнă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен Гаагăри суд "ЮКОС" акционерĕсем пулнăскерсене 50 миллиард доллар тÿлемелле тесе 2014 çулхи июльте йышăннă. Пĕр çулталăка яхăн сас-хура пулмарĕ. Гуриев "бильдербергсемпе" тĕлпулнă хыççăн çеç арестсем пуçланчĕç. Бельгирен тытăнчĕç, унăн премьер-министрĕ Шарль Мишель çав вăрттăн тĕлпулура пулнă. Ахăртне Ходорковскийпе Гуриев президентпа премьер пулма ĕмĕтленеççĕ-тĕр. Çĕнĕ "Маршалл планĕпе" килĕшÿллĕн Анăçран кивçен укçа илме, 90-мĕш çулсенчи пек вăрлама, пирĕн предприятисене прихватизацилеме тата ĕмĕрлĕхех усă курмашкăн Анăçа пама. Тавах, кун пекки витĕр эпир тухнă ĕнтĕ! Хальхинче ирĕк памастпăрах!

Евгения ЧЕРНЫХ,

/"Комсомольская правда"/.

8-15.07.2015 ç.

 

"КП" справки

Джеймс Бонд ачи

Бильдерберг клубĕ - тĕнчен анăçри элитин чи хупă структури. Ăна Бернард принц, Нидерландăн Юлиана королевин упăшки, туса хунă. Пĕрремĕш ларăвĕ 1954 çулта Голландири "Бильдерберг" хăна çуртĕнче иртнĕ. Ячĕ çакăнтан пулса кайнă. Çав принц - питĕ кăсăклă çын. СС офицерĕ, Германин И.Г.Фарбен хими концернĕн разведслужбин сотрудникĕ пулнă, Нидерланд принцессине качча илнĕ. Ян Флеминг, Бернардăн тусĕ, хăйĕн Джеймс Бондне унран ÿкерсе илнĕ теççĕ. Хальхи вăхăтра клуб ларăвĕсене Бернардăн хĕрĕ, Беатрикс принцесса, хутшăнать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.