Çемьере арçын хуçа пулмалла

15 Утă, 2015

Упăшкипе арăмне ахальтен мар "çÿпçипе хупăлчи" теççĕ. Вĕсем кашни ĕçе пĕрле канашласа тунисĕр пуçне çулсем иртнĕçемĕн пĕрешкелленсе пыраççĕ. Пĕринче çукки - тепринче пурах. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатсах тăраççĕ. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсен çак пуянлăх çÿпçи тулса тăкăнать. Ăс-хакăлпа, ăсталăхпа, пурнăç опычĕпе пуян вăл. Çак кунсенче çакнашкал çемьере хăнара пултăм. Владимирпа Лидия Марлыновсем Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнаççĕ. Владимир Иосифовичпа Лидия Сергеевна - ялти чи хисеплĕ мăшăр. Вĕсем - 55 çул ытла пĕрле.

Эпĕ пынă кун Марлыновсем патне кĕçĕн ывăлĕ Федор çемйипе хăнана килнĕччĕ. Пÿрте тин кăна пиçсе тухнă кукăль шăрши сарăлнăччĕ. Мăнукĕсем Кирилпа Виктория выляса çÿретчĕç. 77 çулти Лидия аппа ачисене яланах çапла кукăль-пÿремечпе кĕтсе илет. Мана та вăл сĕтел хушшине чĕнчĕ. Тĕрлĕ сиплĕ курăкран вĕретнĕ чее ĕçнĕ май вара ватăсем ерипен иртнĕ кунçула аса илчĕç. Лидия Сергеевна Пăлаçи Атăка Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Еншик ялĕнчен качча килнĕ-мĕн.

"Пирĕн атте Кĕçĕн Арапуç ялĕнче лавккара ĕçлетчĕ. Эпĕ ун патне çÿресе вунтăваттăрах сутуçă ĕçне вĕрентĕм. Пирĕн вăхăтра аслă классенче пĕлÿ илме укçа тÿлемеллеччĕ. Атте мана сурăх сутсах вĕрентесшĕнччĕ те... Май килтереймерĕ пулас. Вара эпĕ аттене пулăшнă. Володя та çамрăклах Аслă Арапуç ялĕнчи сельпона ĕçе вырнаçнă пулнă. Кайран ăна товаровед пулма шаннă. Çапла, 15-16 -ра чухнех курнă эпĕ ăна. 18 тултарсан Еншикри лавккара ĕçлеме тытăнтăм. Володя салтакран таврăнсан эпĕ Аслă Арапуç ялне тавар сутма тухнăччĕ. "Здравствуй, хĕрача", - тесе иртсе кайрĕç вĕсем юлташĕпе ман умран. "Ку мĕнле палланă йĕкĕт-ха?" - тесе пăхкаласа юлтăм хайхи. Пасар салансассăн тĕл пултăмăр та ... пирĕн калаçу сыпăнчĕ. Паллах, пĕр-пĕрне палласа илтĕмĕр. 1960 çулта вара, Кивĕ çĕнĕ çулта пĕрлешрĕмĕр. Кунта качча килсен малтан колхозра ĕçлерĕм. Тырă та выртăм, кантăр та тылларăм... Маларах кантăр мĕнне те пĕлмен. Володя хĕсметрен таврăнсанах колхозра бригадирта вăй хучĕ. Каярах мăшăрăм стройкăна куçрĕ те эпĕ те унпа пĕрле ĕçлес терĕм. Колхозра ĕне ферми хута ятăмăр. 1964 çулта мана Аслă Арапуçри сельпона чĕнтерчĕç. Унтан шкулта буфетчицăра ĕçлеме тытăнтăм. Пĕлÿ çуртĕнче 1500 ача вĕренетчĕ. Шăпа каярах мана крахмал завочĕн буфетне те, Каншел медпунктне те илсе çитерчĕ. Ĕç стажĕ 43 çула çитрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 7 çул ĕçлерĕм. Интересĕ темех çук ĕнтĕ", - авăклăха шăпланчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унтан, сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн, калаçăва тĕп пуянлăхĕ - ачисемпе мăнукĕсем çине - куçарчĕ.

Марлыновсем 5 ача пăхса ÿстернĕ. Кашнине аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Тĕпренчĕкĕсем пурте çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ. 11 мăнукĕпе 1 кĕçĕн мăнукĕ - хисеплĕ ватăсемшĕн чăннипех пысăк хĕпĕртев. "Кашни ача алăри 5 пÿрне пек расна та хăйнеевĕр пулин те пурне те пĕр пек юрататпăр", - кăмăлне палăртрĕ Лидия Сергеевна. Шел, аслă ывăлĕ Гена сарăмсăр вилни мăшăра "хуçса хăварнă". "Уншăн йĕре-йĕрех куçăм пăсăлчĕ", - тет Лидия аппа.

"1964 çулта эпир уйрăлса тухрăмăр. Ун чухне колхоз çĕрне пит парасшăнах марччĕ. Эпир вара аслă çул айккинче, татнă пахча вырăнне лартăмăр. Вăрман касса пуралаттарса çав çулах çĕнĕ çурта кĕтĕмĕр", - калаçăва хутшăнчĕ çемье пуçĕ. Марлыновсем каланă тăрăх - 5 ачана ÿстересси çăмăлах мар. "Вĕсем пĕчĕккĕ чухне çитмен пурнăçчĕ-ха. Супăнь илме те укçа çукчĕ те... Каярах, буфетра ĕçлеме пуçласан кăштах укçа-тенкĕ тыткалама пуçларăмăр ĕнтĕ. Ачасем аталансан колхозра яланах пай илсе ĕçленĕ. Кĕçĕнни, Федя, 11 класс пĕтерсе салтака кайичченех пай тунă. Мăшăрăм 1961 çулта Аслă Арапуç ял тăрăхĕн администрацине счетовод-кассира кĕчĕ. Унтан аслă бухгалтера, каярах тĕп бухгалтера лартрĕç. 19 çул тĕп бухгалтерта вăй хучĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче пурĕ 37 çул тăрăшрĕ. 60 тултарсан вара тек пĕр кун та ĕçе каймарĕ. Ывăнчĕ те, йăлăхрĕ те-тĕр", - упăшки çине ăшшăн пăхса йăл кулчĕ Лидия аппа.

"Килĕшÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре тетĕр-и? Яланах пĕр-пĕрне итлемелле. Эпĕ Володьăран нихăçан та иртмен. Ăна кил хуçи вырăнне хурса хисепленĕ. Хам тĕллĕн йышăнусем туса ĕçе пĕччен пуçламан. Çемьере арçын хуçа пулмалла. Пирĕн килте Володя калани - саккун. Эпир пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе килĕшсе тăватпăр. Арçын ĕçĕ-и, хĕрарăмăн-и - иксĕмĕр те тиркемен. Ачасем те эпир каланине итлеççĕ. Пире хисеплеççĕ. Халĕ те килте ашшĕ хуçах-ха. Ывăл-хĕрсем унран ыйтмасăр пысăк ĕçе пуçăнмаççĕ. Мăшăрăмпа паян сывлăхсем пулччăр, тата кăштах пурăнса юласчĕ тетпĕр. Халĕ пурнăçĕ лайăх, пире, ватăсене, пенси параççĕ, çурта газ кĕртнĕ, вĕри шывпа усă куратпăр. Пурăн та пурăн ĕнтĕ, анчах вăй-халсем ĕлĕкхи мар çав... Ĕне усрама та пăрахрăмăр. Качакасемпе сысна çурисем, чăх-чĕп кăна тытатпăр. Вăй çитнĕ таран пахчара кăштăртататпăр. Пушă вăхăтра эпĕ алĕç тăватăп: ачасемпе мăнукăмсем валли алсиш-нуски çыхатăп. Володя вара хаçат-журнал вулама сĕре юратать. "Хресчен сасси", "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Авангард" хаçатсене çырăнса илетпĕр. Тĕрĕссипе, çак çула çитнине ĕненес те килмест. Хăш вăхăтра иртрĕ ĕмĕр - сисмерĕмĕр те. Ачамăрсем канмалли кунсенче килсех тăраççĕ. Эпир вĕсене лайăх кĕтсе илсе ăшшăн ăсататпăр. Мĕнле савăнаççĕ вĕсем уншăн. "Юрать, эсир пур! Хăвăра упрăр," - теççĕ", - чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Хăрах касра пурăнакан Марлыновсен патĕнчен ырă кăмăлпа таврăнтăм. "Пирĕн ачасене воспитани пама вăхăт та пулман," - чылайччен асран тухмарĕç Лидия аппапа Володя тетен сăмахĕсем. Ырри яланах куç умĕнче чухне сăмахпа калани те кирлĕ мар.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.