Иртнине пĕр-пĕрин хутшăнăвĕсене тĕпе хурса çутатнă
Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ çинчен
Истори литературинче кăштах та пулин тÿрĕ мар кăмăллă пулнипе е юриех суйнипе вăхăт иртнĕçемĕн çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ. Шел те, çакнашкал тĕслĕх сахал мар.
Мускавпа Хусан хушшинче нумай ĕмĕре пыракан хутшăнусем çыравçăсене яланах кăсăклантарнă. Совет вăхăтĕнче тутар писателĕсем çак темăна пачах та хускатман, «Идегей» эпос çинчен КПСС Тĕп Комитечĕн 1944 çулхи августăн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕ хыççăн ăна пачах «маннă». Шăпах çак тапхăрта чăвашсен паллă писателĕн Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман-трилогийĕ пичетленсе тухать. Романта Хусан ханстви III Василий вăхăтĕнчи Мускав княжествипе йĕркеленĕ çыхăнусене кăтартса халăх пурнăçне анлăн çутатнă. «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романта çав тахçанхи пулăмсене питĕ тĕрĕс те ĕненмелле, илемлĕх мелĕсемпе уçса панă. Мана Куçма Турхан Тăван çĕршыв историйĕн çак питех те кăткăс тапхăрне лайăх пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Хусан ханствипе Мускав княжестви хушшинчи шăпа синкерĕ чăвашсене те, тутарсемпе марисене те, вырăссене те пĕрешкелех хĕстернĕ. Çакна писатель гражданла асăрханупа, халăхсене хисеплесе кăтартнă.
Паллă поэт Аристарх Дмитриев романа вырăсла куçарни те килĕшрĕ. Хайлавра истори пулăмĕсем, вăхăт чуппи тата романтикăлла вăрттăнлăх кÿрекенни ту-йăнсах пыраççĕ.
Çак паллă романа тутарла куçарманшăн чăннипех те пăшăрханмалла. Ман шухăшăмпа - «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романа тĕрлĕ чĕлхепе пичетлесе кăлармалла, мĕншĕн тесен вăл истори çине объективлă куçпа пăхнипе халăхсене çывăхлатать çеç мар, Раççей патшалăхне çирĕплетме те пулăшать.
Ренат ХАРИС,
Тутарстан халăх поэчĕ,
Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ