Васканине палăксем чăнах та юратмаççĕ

15 Утă, 2015

Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн «Ан васкăр теççĕ пире палăксем» статьи /«Хыпар», 03.07.2015/ хамăрăн паллă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă хăшпĕр палăк пирки авторăн чунĕ ыратнине анчах мар палăртрĕ - вăл курма, илтме, ăнланма пултаракан çынсене те шухăша ячĕ.

Кам куçлă - курать, кам пуçлă - ăнланать, çавăнпа та эпĕ палăксен пахалăхĕ пирки сăмахламастăп. Вĕсем пирки нумай çырнă. Мĕнле сăлтава пула килĕшÿллĕ мар çакнашкал ĕç-пуçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ? Çак ыйту мана Андриян Григорьевич Николаев космонавт палăкĕ тавра çĕкленнĕ шăв-шава аса илтерчĕ, халăх сăмахлăхĕнчи йĕркесем пуçа ирĕксĕрех пырса кĕчĕç: «Пасарта икĕ ухмах: пĕри - сутаканни, тепри илекенни». Çапла, кашни хăйне тивĕçлине туянать, пасар тапхăрĕнче пурăнатпăр-çке.

Мухтавлă космонавт палăкĕн проекчĕсен конкурсне уçиччен чылай маларах «ура çинче çирĕп тăракан» палăкăн форэскизĕпе проектне «Творческий союз «Художник» текен пĕрлĕх ертÿçипе правленийĕ ырласа авторне укçа тÿленĕ. Ытти ÿнер пĕрлешĕвĕсем тăрăшнипе анчах Шупашкар хула администрацийĕ А.Г.Николаев космонавт палăкĕн эскиз-проектне хатĕрлеме конкурс ирттересси пирки хушу кăларчĕ.

Паллах, жюри ушкăнĕн ытларах пайĕ, «çĕнтерÿçи» те «Творческий союз «Художник» членĕсем.

Республикăри влаçăн тĕрлĕ тытăмĕсен ертÿçисем патне ÿнерçĕсем, çыравçăсем, юрăçсем, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çынсем жюри суйласа илнĕ проект килĕшменни пирки конкурса малалла тăсма ыйтса çырусем ятăмăр. Кĕтнĕ хурава Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политики тата архив ĕçĕн министерствинчен тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕнчен илтĕмĕр, анчах та ĕç-пуç «йытă вĕрет, караван утать» тенĕ евĕр вĕçленчĕ.

Пултарулăх çыннисен шухăшĕ витĕмлĕ пулаймарĕ пулас. «Çÿлте» ларакансем «Творческий союз «Художник» пуçлăхĕпе унăн правленине шанчĕç. Мĕнле шанмăн-ха? Вĕсем пурте пысăкран та пысăк хисеплĕ ятсемпе мухтавлă. Анчах та пурнăçра, уйрăмах паянхи «пасар» саманинче, чаплă ятпа хÿтĕленнĕ çынсен пултарулăхĕ пур чухне те мухтавлă ячĕсемпе пĕр килмест çав. Уйрăм çынсем анчах мар, хăшпĕр пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен ячĕсене тÿрре кăлараймаççĕ.

«Çук, «шаннă кайăк йăвара пулмарĕ» тесе çырать хăйĕн статйинче В.Туркай. Çапла вара пирĕн хăшпĕр ертÿçĕсене шăнман пăр çине лартса яниех пулчĕ пулас. Халăх пур-и, саккунсем хисепре-и? - вăл «çÿлтен» курăнарах парать.

Тата тепĕр конкурс пирки каласа хăварам. Пĕр уйăх каялла Ф.Павлов палăкĕн проектне сÿтсе явма пуçтарăнтăмăр. Эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Мĕнле тĕлĕнмĕн-ха? Жюри членĕсем çавсемех, «ура çинче çирĕп тăракан» палăк проектне суйласа илекенсемех. Апла пулсан пирĕн пуçлăхсен çамкисем çирĕп - вĕсем пĕр кĕрепле çине темиçе те пусма пултараççĕ, е халăх пирĕн хĕсĕр-ши?

Петр ПУПИН,

скульптор

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.