Archive - Ака 2015 - Хыпар
- Date
- Type
апреля 16th
"Ылтăн" улăм пĕрчи
Каюрана хaратма
Пахчара каюрасем ĕрчесе кайрĕç. Çерем çинче те, çĕрулми ани çинче те. Вĕсенчен хăтăлмасан кăçал нимĕн те туса илеймĕпĕр. Канашпа пулăшаймăр-ши?
Римма КАЛИНИНА.
Етĕрне районĕ.
Хăва
Хăва пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен йывăç. Вăл шыв-шурлă вырăна уйрăмах юратать.
Хăва - сиплĕ йывăç. Çуркунне 6 çула çитнĕ хăва турачĕсен хуппине тата çамрăк вĕтĕ турачĕсене типĕтсе хатĕрлемелле. Типĕтме хатĕрленĕ хупă пит хулăн пулмалла мар. 1-4 мм хулăнăш пулсан аван. Туратран вистенĕ хупăна хĕвел çинче кушăхтармалла, унтан 40-60° температурăра типĕтмелле. Типĕтнĕ хупăна картун курупкăсенче 4 çул упрама юрать.
Хăва хуппинче салицин ятлă сиплĕ вещество пур. Шăпах çавна кура хаклă та вăл. Хăва хуппинчен XIX ĕмĕртех салицил кислоти кăларма пуçланă. Унран аспирин хатĕрленĕ.
апреля 15th
"Сывлăх", 14 /830/ №, 15. 04. 2015
Пациентсем Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ
ЩИТ ЕВĔРЛĔ ПАР ТĔВĔЛЛĔ...
Тĕвĕллĕ зоб чирĕ щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçленĕ /гипотиреоз/ чухне те, ытлашши хастар ĕçленĕ /гипертиреоз/ чухне те пулать. Анчах çак икĕ тĕслĕхре сиплев тĕрлĕрен кирлĕ.
Гипотиреоз
Аçтăрхан мăйăрĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шалти çурхахне ăшăтнă çур литр шурă эрехе ямалла, виçĕ эрнерен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме шурă эрех хушмалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1 сехетрен чĕрĕк стакан ăшă шыва пĕр чей кашăкĕ настойка хушса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 30 кун.
ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ ШЫВĔ
Пĕр канусăр ĕçлекен пĕвере нихăш органран та ытларах тимлĕх кирлĕ, вăхăт-вăхăтпа ăна тасатсах тăмалла. Çак рецепт паха.
Тасатман 3 стакан сĕлле ăшă шывпа çумалла, 5 литр кĕрекен кастрюле хумалла, 3 апат кашăкĕ типĕ хурăн папки, 2 апат кашăкĕ кĕтмел /брусника/ çулçи хушмалла. Вĕресе сивĕннĕ шыв 4 литр ямалла, пĕр талăк лартмалла.
Тепĕр кастрюле тин вĕренĕ 1 литр шыв, 1 стакан вĕтетнĕ типĕ шăлан çырли ярса вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла.
ПĂСПА СЫВЛАСА, ПЫРА ЧӲХЕСЕ
Аденоида - карланкă парĕ шыçса тăртанни, çавна пула сывлама йывăрланни, хăлха начар илтни. Çак амакран килте сипленмелли мелсем пур.
Тĕслĕхрен, ингаляци. Çуршар чей кашăкĕ эвкалипт çулçине, календула чечекне, каланхоэ сĕткенне /курăксемпе уйрăммăн та усă курма юрать/ е апат содине тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла. Шĕвекрен çĕкленекен пăспа кунне 1-2 хут 5-10-шар минут сывламалла. Сиплев курсне кашни сезонра пĕрер уйăх /çулталăкра тăваттă/ ирттермелле.