Комментари хушас

16 Ака, 2015

Хăва

Хăва пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен йывăç. Вăл шыв-шурлă вырăна уйрăмах юратать.

Хăва - сиплĕ йывăç. Çуркунне 6 çула çитнĕ хăва турачĕсен хуппине тата çамрăк вĕтĕ турачĕсене типĕтсе хатĕрлемелле. Типĕтме хатĕрленĕ хупă пит хулăн пулмалла мар. 1-4 мм хулăнăш пулсан аван. Туратран вистенĕ хупăна хĕвел çинче кушăхтармалла, унтан 40-60° температурăра типĕтмелле. Типĕтнĕ хупăна картун курупкăсенче 4 çул упрама юрать.

Хăва хуппинче салицин ятлă сиплĕ вещество пур. Шăпах çавна кура хаклă та вăл. Хăва хуппинчен XIX ĕмĕртех салицил кислоти кăларма пуçланă. Унран аспирин хатĕрленĕ.

Хăва хуппине вĕретсе тунă сиплĕ шыв хальхи синтетика аспиринĕнчен чылай усăллăрах. Хăвари салицин ыратнине ирттерме, ÿт температурине чакарма, чир аталанассине чарма пулăшать. Хăва отварне шăнса пăсăлсан, пуç ыратсан, шăк хăмпи, хырăмлăх, пыршă чирĕсем чухне ĕçмелле.

Шăмă чирĕсенчен - артрит, ревматизм т.ыт.те - сипленнĕ чухне те хăва хуппи пулăшать.

Халăхра хăва хуппипе анлă усă кураççĕ. Хăшпĕр рецептсене сĕнетпĕр. Шăнса чирлесессĕн 1 апат кашăкĕ типĕтсе вĕтетнĕ хăва хуппине 250 г шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, хупласа лартмалла. Шĕвеке кунне 4-5 хут пĕрер апат кашăкĕ апатчен ĕçмелле. Типĕтнĕ хăва хуппине çăка чечекĕпе, хăмла çырлипе, анăс курăкĕпе е вăррипе хутăштарса хатĕрленĕ сиплĕ шĕвек те шăнса чирлесен аван пулăшать. 1 апат кашăкĕ хутăша 250 грамм вĕрекен шыва ямалла, хупласа лартмалла. Ăшăлла 2-3 апат кашăкĕ ĕçмелле. Хăва хуппин отварĕ сыпă чирĕсенчен те аван пулăшать. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хупăна 250 грамм вĕретнĕ шывпа хутăштармалла. 30 минут шыв мунчинче тытмалла, шывĕ вĕресе хухсан малтанхи шая çитиччен вĕретнĕ шыв хушмалла. Шĕвеке 3-5 хутчен апатчен çур сехет маларах 2-3 апат кашăкĕ ĕçмелле.

Çак шĕвек варвитти чухне те аван пулăшать.

Пуç ыратнă чухне типĕтнĕ хăва хуппине шывпа кăшт çемĕçтермелле те çамка çине е лĕпке тĕлне хурса тутăрпа çыхмалла.

Хăва хуппипе ÿт-тир чирĕсенчен, пуç лĕкĕленсен, пĕчĕк сурансем пулсан та сипленме юрăхлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.