Комментари хушас

15 Ака, 2015

ПĂСПА СЫВЛАСА, ПЫРА ЧӲХЕСЕ

Аденоида - карланкă парĕ шыçса тăртанни, çавна пула сывлама йывăрланни, хăлха начар илтни. Çак амакран килте сипленмелли мелсем пур.

Тĕслĕхрен, ингаляци. Çуршар чей кашăкĕ эвкалипт çулçине, календула чечекне, каланхоэ сĕткенне /курăксемпе уйрăммăн та усă курма юрать/ е апат содине тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла. Шĕвекрен çĕкленекен пăспа кунне 1-2 хут 5-10-шар минут сывламалла. Сиплев курсне кашни сезонра пĕрер уйăх /çулталăкра тăваттă/ ирттермелле.

Хура хурлăхан çулçин шĕвекĕ аденоидсене пĕчĕкленме витĕм кӳрет. 30 грамм типĕ çулçа тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар-пĕрер стакан ĕçмелле. Курс - 2-3 эрне.

Çак шĕвекпе сăмсана çума та усă кураççĕ. Пуçа усмалла та шĕвеке резина спринцовкăпа сăмса шăтăкĕсене черетпе сирпĕтмелле. Усă курнă шĕвек сăмса айне лартнă савăта юхса тăтăр.

Сăмсана тата çак шĕвексемпе черетлесе çумалла.

  • 1 чей кашăкĕ чăрăш тăррине /хвощ полевой/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минутран сăрăхтармалла.
  • 3-6 грамм юман хуппине е çавăн чухлех эвкалипт çулçине, е 1 апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой продырявленный/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла.
  • 1 чей кашăкĕ симĕс чейе тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15-20 минутран сăрăхтармалла.
  • Вĕренĕ ăшă 1 стакан шывра чей кашăкĕн чĕрĕкĕ чухлĕ апат соди ирĕлтермелле тата 15-20 тумлам /миçе çултине кура/ прополис спирт настойки хушмалла. Шĕвек калăпăшĕ - 100-250 миллилитр, температури - 38-40 градус ăшă. Ӳсĕме кура сăмсана кунне 2-4 хут çумалла. Сиплев курсĕ - 10-14 кун.

Çӳлте çырса кăтартнă шĕвексемпе ачасене ангинăран сипленме пырне чӳхеттермелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.