Комментари хушас

15 Ака, 2015

ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ ШЫВĔ

Пĕр канусăр ĕçлекен пĕвере нихăш органран та ытларах тимлĕх кирлĕ, вăхăт-вăхăтпа ăна тасатсах тăмалла. Çак рецепт паха.

Тасатман 3 стакан сĕлле ăшă шывпа çумалла, 5 литр кĕрекен кастрюле хумалла, 3 апат кашăкĕ типĕ хурăн папки, 2 апат кашăкĕ кĕтмел /брусника/ çулçи хушмалла. Вĕресе сивĕннĕ шыв 4 литр ямалла, пĕр талăк лартмалла.

Тепĕр кастрюле тин вĕренĕ 1 литр шыв, 1 стакан вĕтетнĕ типĕ шăлан çырли ярса вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла.

Çакăн хыççăн сĕлĕ шывне 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ сысна курăкĕ /спорыш, горец птичий/, 2 апат кашăкĕ куккурус çÿçи ярса вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, илсен 45 минут лартмалла. Шĕвексене иккĕшне те дуршлаг çине хунă марля витĕр сăрăхтармалла. Пĕрле хутăштарса кĕленчесене ямалла. Сивĕтмĕшре 5 кун упрама юрать. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах 150-шар миллилитр ăшăлла ĕçмелле. Юлашки хут - каçхи çичĕ сехетрен кая юлмасăр. Курс - 10 кун, çавăнпа эмеле 2 хут хатĕрлеме тивет.

Пиллĕкмĕш-улттăмĕш кунсенче пĕвер тĕлĕнче йывăрланнă пек, хăш чухне кăштах ыратнă евĕр туйăнать. Ку шлаксемпе вараланчăксем тухма пуçланине çирĕплетет. Канăçсăрлантарни майĕпен йăлтах иртет.

Пĕвере çапла çулталăкра 2 хут тасатмалла. Çак вăхăтра диетăна пăхăнмалла, пăрăçлă, ăшаланă, тăварлă, çуллă апат çимелле мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.