"Ылтăн" улăм пĕрчи

16 Ака, 2015

Хула урамĕпе утаттăм. Ума кутамкка çакнă арçын тухрĕ. Кутамккинчен улăмран çыхса тунă илемлĕ лили чечекĕсем, каллăсем хĕвел шевлипе ылтăн тĕслĕн йăлтăртатаççĕ. Тепĕр 3-4 эрнерен тепре тĕл пултăм ăна. Хальхинче сăмах хушмасăр чăтаймарăм. Арçын калаçăва хапăлскер пулчĕ - ĕçĕпе, хăйсемпе паллашма ыйтсан телефон номерне çырса пачĕ.

Курочкина Вера Анатольевна Шупашкарти 7-мĕш вăтам шкулта «Асамат» ÿнер студине 3 çул ертсе пырать. Кунта ачасем тĕрлĕ алă ĕçне вĕренеççĕ. «Улăм пĕрчипе ĕçлесси ансат япала мар. Ача аллисене малтан тĕрлĕ ĕçе хăнăхтармалла. Халĕ акă, хутран Мăнкун çăмартисем касса кăларатпăр. Мартăн 8-мĕш тĕлне тĕслĕ хутран хитре чечексем, открыткăсем тунăччĕ» - ăнлантарать студи ертÿçи Вера аппа. Мăшăрĕ, Павлов Василий Геннадьевич ăна студине аталантарма пур енлĕн пулăшса пырать.

- Ăçта вĕреннĕ эсир улăм пĕрчипе çыхас ĕçе? - ыйтатăп иккĕшĕнчен те.

- Эпир Васьăпа иксĕмĕр те пĕр вăхăтрах Мускавра Патшалăх кинематографи институтĕнче мультипликаци уйрăмĕнче вĕрентĕмĕр. Унтах паллашнă та. 1977 çулта Мускавра Беларуç халăхĕн ÿнер, алĕçĕсен куравĕнче пĕрремĕш хут улăм пĕрчинчен çыхнă ĕçсемпе паллашнăччĕ,çавăн чухнех чуна кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Çавнашкал ĕçсемпе кăсăкланса кайрăмăр. Чи вăйлă маçтăрсем паян кунчченех Беларуçре тесе шухăшлатпăр. Вĕсене çитекен халĕ те çук. Тĕрĕссипе, улăмпа çыхасси чăвашра та пулнă ĕлĕкрех. Каярах ку ăсталăха чăвашсем маннă, тĕрĕ ăсталăхĕ вара аван аталаннă.

Беларуçе мультипликаци ĕçĕсемпе кайсан улăм теттесем ăсталакансемпе паллашма шутларăмăр. Вăл вăхăт тĕлне маçтăрсен ячĕсене кĕнеке урлă йăлтах пĕлеттĕмĕр. Ăстасене часах тупрăмăр. Мĕн тĕлĕнтерчĕ, маçтăрсем йăлтах пĕр çемьерен иккен, династи темелле-тĕр хальхилле. Минскри хула хваттерĕ ялти пÿрте çаврăннă. Йăлтах улăмран унта, кĕлтесем, теттесем… Виçĕ çулалли ача улăм лаша хÿрине хачăпа «тикĕслет».

Çавăн чухне пире пĕрремĕш мастер-класс пачĕç, çыхас мелсемпе лайăхрах паллаштарчĕç, пĕр курупка улăм тетте тĕслĕхĕсем парнелерĕç. Кайран эпир çав курупкапа вунă çул çĕршыв тăрăх çурерĕмĕр Шупашкарта тĕплениччен.

Шупашкарта мультстуди уçма ĕмĕтленеттĕмĕр, сахал мар тăрмашрăмăр. Кайран çĕршывра йывăрлăхсем пуçланчĕç - мультстуди кама кирлĕ пултăр.

- Шупашкарта ăçта вырнаçрăр?

- Пĕр вăхăт ÿнер училищинче вĕрентнĕччĕ. Пурăнма Шупашкарăн кăнтăр-хĕвеланăç районне вырнаçрăмăр. Ун чухне кунта çуртсем питĕ сахалччĕ. Йĕри-тавра курăк-çаран, йывăç- вăрман, шурлăх.

- Хăвăр ăçтан вара?

- Вера Хусанран, эпĕ хамăр тăрăхранах.

- Улăм тетте тетпĕр те, чăннипе мĕнле курăксенчен çыхатăр тата ăçта ĕçлетĕр-ха чун киленĕçпе?

- Килте, дачăра, шкулти студире ачасемпе пĕрле. Тĕрлĕ курăкпа усă куратпăр. Ыраш, тулă, хăмăш, хăях, костер…

- Пĕр япала ăсталама мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

- Ку ыйтăва пĕр сăмахпа хуравлаймăн. Çыхасси - пĕр ĕç. Ун умĕнхи ĕç вара куçа курăнмасть. Çулла курăка кирлĕ вăхăтра пуçтарса типĕтмелле. 20 пысăк кĕлте хатĕрлетпĕр, ăна суйламалла, вăрăмăшĕпе, тĕсĕпе, хулăнăшĕпе, ытти енĕпе. Кашни улăм пĕрчине 5 хутран кая мар тытатăн ĕçе кĕртиччен. Кирлĕ температурăра упрамалла. Çыхас умĕн вĕри шывра тытса çемĕçтермелле.

- Ытларах мĕн ăсталама кăмăллатăр, вĕсемпе мĕн тăватăр?

- Эпир çыхакан тĕслĕхсем йăлтах хамăр шухăшласа кăларнисем. Лили чечекне 3 çул лайăхлатса якатса пытăмăр хальхи тĕслĕх патне çитиччен. Хăшне-пĕрне ыйтнипе тăватпăр. «Вĕлле хурчĕ ăсталаймастăр-и. Кĕçех уява вĕсемпе хутшăнмалла» -тесе ыйтрĕç пĕринче. Ăна малтан ăсласа тупмалла-ха.Çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлесе хатĕрлесе патăмăр ыйтнă вăхăт тĕлне. Кашни тĕслĕхĕн хăйĕн историйĕ. - Кăмăллăн калаçать «ылтăн» вĕлле хуртне кăтартнă майăн Вера Анатольевна. -Пуç кăшăлĕ, шăнкăравсем, каллă чечекĕсем, тĕрлĕрен панно…

- Ăсталанă япаласене вырнаçтарасси хăй пĕр калаçу. Малтан эпир хамăрăн ĕçсене тĕрлĕ лавккасене сутма параттăмăр. Анчах кун пек чухне ĕç укçи хăçан алла тытасси паллă мар. Кайран Атăл хĕрринче, кÿлмекре, хам сутă тума тытăнтăм. Нумай халăх иртет сентре умĕпе, пĕрисем кăсăкланаççĕ, ыйтаççĕ. Кăсăкланакансене çавăнтах мастер-класс кăтартатăп. Акă, çак чăваш символикиллĕ шăнкăрав пирки миçе хут халап каласа кăтартман-ши халăха. Чăвашсен «Виç хĕвел» легендипе хатĕрленĕ шăнкăрав вăл, чылайăшне килĕшет. Туристсем те асăнмалăх туянаççĕ. -Калаçăва тăсать Василий Геннадьевич.

- Ÿнерçĕсен е алĕç маçтăрĕсен союзĕнче тăратăр-и?

- Халĕ ниçта та тăмастпăр. Алĕç ăстисен гильдине йĕркеленĕ чухне хастарсенчен пĕри пулнă. Маçтăрсене пуçтарса пуху йĕркелерĕмĕр, устав йышăнтăмăр т.ыт.те. Ку ĕçре манăн маçтăрсене пуçтарас яваплăх пулчĕ те, - сăпайлăн сăмахлать кун пирки Василий Геннадьевич.

Шăнкăрав хыççăн шкул ачисем чупса килчĕç тĕрлĕ алĕç япалисемпе пуян класа. Ачасем хăпартланнинчен вĕсене кунта килĕшнине туйрăм. «Каникулта та çÿреççĕ вĕсем кунта, учительсен каникул çук вĕт. Ачасене килме нихăçан та чарман», - сăмахлать вашават ертÿçĕ Вера аппа. Ăстасем малашлăхра çĕнĕ кĕнеке кăларас шухăшпа хастарланаççĕ. Унта улăмпа çыхас ĕç йĕркине тĕплĕн уçса парасшăн. «Пире те вĕрентнĕ, пирĕн те вĕрентмелле çамрăксене. Ĕç вăрттăнлăхне нихăçан та пытарман. Тĕрлĕ çĕрсенчи маçтăрсемпе çыхăну тытатпăр. Хамăрăн вĕренекенсем çак ĕçе аталантарни савăнтарать. Ĕçĕ тимлĕхпе, тирпейлĕхпе, чăтăмлăхпа çыхăннăскер. Йăпăр-япăрах ярса илме çук, сахалтан та 3 çул кирлĕ», - пĕлтерет мăшăр.

Мăшăрăн мультфильмпа ĕçленĕ опыт та пур. Свердловск киностудийĕнче «Çерçи», «Кутх и мыши», Беларусьфильмри «Труба» мультфилĕмсене ÿкерме хутшăннă вĕсем.

Хальхи вăхăтра вара алĕç ăсталăхĕ ытларах энтузиастсем çинче тытăнса тăрать. Хамăра çеç шанмалла текен шухăша палăртать Василий Геннадьевич. Тата сутă тунă майăн халăха сăнанипе паллаштарчĕ. Çынсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Уççисем - вĕсене хĕвел шевли тесе палăртмалла, хупписем - кусем улиткăсем пекрех, асăрхануллă. Уççисем интересленме именмеççĕ, ыйтаççĕ, тытса пăхаççĕ. Теприсем вара калаçмаççĕ. Вĕсем ытларах çын калаçнине итлесе тăраççĕ те çухалаççĕ иккен. Вĕсене кăсăклантарма йывăртарах-мĕн.

Ăстасем хăйсен ĕçĕпе кăсăклантарма пĕлни паха. Чун туртăмне таптаса пысăк укçа хыççăн талпăнман вĕсем. Хăйсен вăйĕпе аталанса çынсене те май килнĕ таран çак ĕçпе паллаштарасшăн. Май тупса улăм пĕрчинчен çыхас ĕçе халăхра сарасшăн. Çак пархатарлă тĕллевре ÿсĕмсем тума сунса сывпуллашрăм тарават хуçасемпе.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.