Archive - 4 Пуш, 2015 - Хыпар

4 Пуш, 2015

Тĕп ыйту - сывă пурнăç йĕрки

Ĕнер Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе правительствăн Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне упрас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, халăха физкультурăпа спорта ирĕклĕ хутшăнмашкăн май туса парасси.

4 Пуш, 2015

Литература çулталăкĕ - писательсемсĕр?

Раççейри Литература çулталăкĕ, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăранпа вăхăт самай иртрĕ. Мĕн кĕтетпĕр эпир вĕсенчен? Ун çинчен ятарлă Указсем тухсанах калаçнăччĕ-ха.

4 Пуш, 2015

«Аташса кайнă çын» таврăнчĕ

Тĕлĕнмелле ял вăл Виçпÿрт Шăмăршă. Урăх ниçта та мар, çак ялта СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх писателĕ, культура министрĕ, республикипех паллă журналист, пурте хисеплекен сăвăçсем çуралнă. Те çĕрĕ çав тери пулăхлă, те сывлăшĕ ытла та асамлă, те шывĕ питех те сиплĕ - çакна татса калаймастăп.

Çапах та чăваш халăхĕ умĕнче ырă ятпа чăн малтан палăрни кам-ши? Кун пирки ĕмĕрĕпех район хаçатĕнче ĕçленĕ Николай Падиаров журналист хĕрĕх çул каяллах çапла каланăччĕ: «Манăн çывăх тăван - Петр Александрович Падиаров 1912 çултах Хусанти типографире поэма пичетлесе кăларнă».

4 Пуш, 2015

Йăпшăнчăк тилĕ, ан пыр çывăха!

Куславкка райбольницин водителĕ январĕн 10-мĕшĕнче поликлиника картишĕнче çăмламас-хĕрлемес йытă никамран хăрамасăр хÿрине çавăркаласа çÿренине асăрханă. Шофер пирвай хулара апат шыракансенчен пĕри тесе шухăшланă. Хÿри вăрăмраххине асăрхасан иккĕленмен: больницăра - тилĕ!

«Мĕн шырама кĕнĕ шавлă картишне? - тĕлĕннĕ вăл. - Чирлисене çитерме хур-кăвакал усрамастпăр. Сывă тилĕ этеме курсанах тарса пытанать. Ку, психбольницăран тарнă çын пек, мана куçран шăтарасла пăхать».

4 Пуш, 2015

Чăваш спортсменĕсем яланах хастар

Кама юханшывĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Пермь крайĕнчи Чайковский - ку тăрăхри чи илемлĕ те паллă хуласенчен пĕри. Ăна П.И.Чайковский композитор ячĕ кăна мар, хĕллехи Олимп вăййисенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă вуншар спортсмен чапа кăларнă.

4 Пуш, 2015

"Сывлăх" /Здоровье/, № 8 /824/, 04. 02. 2015

о Ангина отступит.
о Синюха голубая сердцу полезна.
о Лечим больной локоть.
о Лекарственные травы для щитовидки.
о Чтобы не было осложнений при диабете.
о Если мучает хронический тонзиллит.
о Спецвыпуск для родителей "Удаленький ты мой".
о Ребенок отказывается от еды.
о Вредно для ушей.
о Для остроты зрения.
о Какой хлеб лучше?
о Печень спасибо скажет.
о Тест. "Позвоночник здоров ли?

4 Пуш, 2015

"Сывлăх", 8 /824/ №, 04. 02. 2015

о Ангина парăнать.
о Сенкер чечек чĕрешĕн паха.
о Чавсана сиплеме.
о Эмел курăкĕсем ырă витĕм кÿреççĕ.
о Диабета шала кайма парас марччĕ.
о Карланкă парĕ шыçсан.
о Ашшĕ-амăшĕ валли - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Ача ним те çиесшĕн мар.
о Хăлхашăн сиенлĕ.
о Куç çивĕчрех куртăр.
о Мĕнле çăкăр çисен лайăхрах?
о Пĕвер тав тăвĕ.
о Тест: "Çурăм шăмми сывă-и?"

4 Пуш, 2015

Пĕчĕк пациентсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшать

Республикăн стоматологи поликлиникинче пĕчĕк пациентсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ, вĕсене шăла упрама, тĕрĕс пăхма вĕрентес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Паллах, мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухсан ачана вăхăтра пулăшни те пысăк вырăн йышăнать. Поликлиникăри специалистсем ку енĕпе питĕ яваплă.

4 Пуш, 2015

АНГИНА ПАРĂНАТЬ

Палан çырли. Тин вĕренĕ 1 литр шыва 1 стакан палан ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Унтан кăштах сивĕтмелле те сăрăхтармалла, тĕпĕнче юлнине пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв тата 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла.

Шĕвеке кашни сехетре пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Ангинăран тĕпĕ-йĕрĕпех хăтăлма ăна 3-4 кун ĕçсен лайăх. Шăнтнă паланпа та усă курма юрать.

Pages