Чăваш спортсменĕсем яланах хастар

4 Пуш, 2015

Кама юханшывĕн сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Пермь крайĕнчи Чайковский - ку тăрăхри чи илемлĕ те паллă хуласенчен пĕри. Ăна П.И.Чайковский композитор ячĕ кăна мар, хĕллехи Олимп вăййисенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă вуншар спортсмен чапа кăларнă.

Удмурт Республикипе юнашарах вырнаçнă хулара çур ĕмĕр ытларах каялла Кама çинчи чи хăватлă Воткинск гидроэлектростанцие хута янă, 1980 çулта физкультура институчĕ уçăлнă, пирĕн саманара вара сăрт-ту йĕлтĕрçисен тата биатлон центрне туса пĕтернĕ. Çак кунсенче Пермь крайĕнче пуçласа Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен VII хĕллехи вăййисен финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă спорт уявĕн савăнăçлă парадĕнче çĕршывăн 49 регионĕнчен килсе çитнĕ 1200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.