Йăпшăнчăк тилĕ, ан пыр çывăха!

4 Пуш, 2015

Куславкка райбольницин водителĕ январĕн 10-мĕшĕнче поликлиника картишĕнче çăмламас-хĕрлемес йытă никамран хăрамасăр хÿрине çавăркаласа çÿренине асăрханă. Шофер пирвай хулара апат шыракансенчен пĕри тесе шухăшланă. Хÿри вăрăмраххине асăрхасан иккĕленмен: больницăра - тилĕ!

«Мĕн шырама кĕнĕ шавлă картишне? - тĕлĕннĕ вăл. - Чирлисене çитерме хур-кăвакал усрамастпăр. Сывă тилĕ этеме курсанах тарса пытанать. Ку, психбольницăран тарнă çын пек, мана куçран шăтарасла пăхать».

Арçын гаражран кĕреçе çĕклесе тухнă: хĕрлемес пурпĕр тарман. «Ухмах мар-ши?» - тесе телефонпа ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин районти инспекторне, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие пĕлтернĕ. Вĕсенчен часах специалистсем çитнĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн чĕрчуна уртаракан чир ерме пултарнă тесе кирек хăçан та пăшалтан персе вĕлерме юрать. Инспектор пĕрре çеç кĕррĕслеттернĕ - тилĕ самантрах тăсăлса выртнă. Тушкине миххе чиксе ЧР ветлабораторине тĕрĕслеттерме леçнĕ. Унта хĕрлемес урнине çирĕплетнĕ. Юрать-ха, шофер йăпăлтине хĕрхенсе пуçĕнчен шăлса лăпкаман. Арçынна хăрушă чир ерме пултарнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.