Вăшăл-вашăлли ял тытать
Ялти çын вăрăм ятсене килĕштермест, кĕскине, уçăмлине кăмăллать. "Валентина Петровна Петрова ăçтарах пурăнать-ши?" - тесе ыйт-ха иртен-çÿренрен. Хурав илтиччен самай кĕтме тивет. Ара, шухăшлама вăхăт кирлĕ. Вăшăл Вали тесен туххăмрах çул кăтартса яраççĕ. Энĕшпуçĕнче /Вăрмар районĕ/ Вăшăл Валине пĕлмен çын çукпа пĕрех. Ĕçре вăшăл-вашăл пулнăран çапла чĕнеççĕ-мĕн ăна. Тепĕр тесен вăр-вар пулмасан картиш тулли выльăх усраймăн: пилĕк ĕне, пăрусем, сурăхсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал. Теплицăра ир пулакан хăяр йăтăнать, пахчара тухăçлă çĕрулми, темĕн мăнтăрăш кăшман тата темтепĕр çитĕнет.