Archive - 11 Пуш, 2015 - Хресчен сасси

11 Пуш, 2015

Перекетлĕх пурнăç тытать

Кăçал инфляци шайĕ ÿсессе кура бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен тупăшĕ чакма пултарасси никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк, Комсомольски тата Канаш районĕсен депутачĕсемпе, хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулнă май çакăн çинчен шарламасăр иртмен.

11 Пуш, 2015

Çамрăксемпе ял телейлĕ

Пÿртри путенесем

Çутçанталăк газĕпе усă курни ырăлăх çав: пÿртре ăшă. Путенесем те читлĕхре хаваспах кĕшĕлтетеççĕ, чĕвĕлтетеççĕ. Кил хуçи акă читлĕхрен пĕчĕк çеç пăчăр-пăчăр çăмартасем илчĕ. Кăнтăрлахи е каçхи апата вĕсемпе пуянлатма пулать. "Çисе тăрантăмăр. Халĕ путене çăмарти патне чун ытлашши туртмасть", - терĕ 32 çулти Владимир Лавров.

11 Пуш, 2015

Иртнĕ кун çути сÿнмест

Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче краеведени музейĕ 1968 çултанпа ĕçлет. Ăна Василий Васильев вĕрентекен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çарпа ĕç мухтавĕн пÿлĕмĕ малтанах шкул çумĕнче пулнă.

Пÿлĕмрен - краеведени музейĕ

11 Пуш, 2015

Шĕмшешсем «суперах-ши»?

Элĕк районĕнчи Шĕмшешри культура çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кĕрлесе çеç тăнă. Юрă-кĕвĕ сасси таврана ян! кайнă. Каярахпа вăл шăпланнă. Пĕр вăхăт хупăнса та тăнă. Хупă клуб халăха кăсăклантарман паллах.

- Иртнĕ çул «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнса грант çĕнсе илтĕмĕр, - терĕ Роза Александрова ерт.çĕ. - Баян, сцена тумтирĕ, çутăпа сасă аппаратури тивĕçрĕ пире.