- Чăвашла верси
- Русская версия
Иртнĕ кун çути сÿнмест
Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче краеведени музейĕ 1968 çултанпа ĕçлет. Ăна Василий Васильев вĕрентекен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çарпа ĕç мухтавĕн пÿлĕмĕ малтанах шкул çумĕнче пулнă.
Пÿлĕмрен - краеведени музейĕ
Йĕрке тăрăх вăрçа хутшăннă ял-йыша, ялхуçалăхĕн маттур ĕçченĕсене, салтакран таврăннă яшсене, спортсменсене вĕренекенсемпе тĕл пулма шкула чĕннĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе хăй вăхăтĕнче ял, шкул, колхоз, партипе комсомол организацийĕсем, вăрçă участникĕсем, паллă çынсем çинчен чылай материал пухнă. Çавăн пекех музей çумĕнче çамрăк йĕрлевçĕсен кружокĕ те йĕркеленĕ. Унти хастарсем Миргородри Суворов орденлĕ стрелоксен 93-мĕш дивизийĕн ветеранĕсемпе тĕл пулма Мускава та кайса килнĕ. Василий Иванович ертсе пынипе 1976 çулта йĕрлевçĕсен ушкăнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсен вилтăприсем çинче пулнă. Çак тĕллевпе Псков, Калинин тата Новгород тăрăхĕсене çитсе килнĕ. Музей валли çĕнĕрен те çĕнĕ материалсем, экспонатсем пухнă.
1979 çулта ăна «Çарпа ĕç мухтавĕн шкул музейĕ» ята панă. 1996 çулта Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи А. Хитров ял музейне йĕркелесси çинчен йышăну кăларнă. Унăн директорне Василий Ивановича суйланă. Ара, вăл çак ĕçе чунтан парăннă çын пулнă-çке. Вăл тăрăшнипе музей фончĕ татах та пуянланнă. А. Дружинин ÿнерçĕ икĕ зала илемлетнĕ хыççăн унăн сăн-сăпачĕ самаях улшăннă.
2002 çулта краеведени музейне чаплă лару-тăрура уçнă. Хальхи вăхăтра вăл ялти клуб çуртĕнче вырнаçнă.
Тăрантас та, ача кÿми те
Кунта - сакăр зал. 1100 ытла экспонат упранать. Вĕсенчен 700-ĕшĕ - чăн документ ?подлинник%. Саппасра тепĕр 700 экспонат пур.
Кÿртĕм залра ял пуçламăшне кăтартнă. Мускав, Шупашкар, Хусан, Чĕмпĕр хулисенчи архив докуменчĕсемпе усă курнă. 17-20 ĕмĕрсенче Алманчă халăхĕн шучĕ таранах кăтартнă. 14-18 ĕмĕрсенчи чăваш халăхĕн миграцийĕ çинчен калакан материал та упранать. Авалхи сăнÿкерчĕксем те пур. Этнографи залĕнче - ĕç хатĕрĕ, савăт-сапа, тумтир. Ача кÿми, тăрантас куракана тыткăнлать.
20-мĕш ĕмĕрти хресчен кил-çуртне тепĕр залра сăнланă. Çакăнтах Чĕмпĕр епархи çумĕнчи чиркÿпе прихут шкулĕнчен тата хĕрарăмсен училищинчен вĕренсе тухни çинчен калакан чăн документ куç умне пулать.
Колхоз, шкул йĕркеленĕвĕ те историре юлнă. Вĕсене халалланă ятарлă зал пур. Унтах - колхоз председателĕсен списокĕ, 1930 çулсенче репрессие лекнисен докуменчĕсем.
Ленин ячĕллĕ колхоз хăй вăхăтĕнче пуян хуçалăх шутланнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, чысĕ-чапĕ çинчен тепĕр зал паллаштарать. Витринăсемпе планшетсем çинче хуçалăхăн тава тивĕçлĕ, тĕрлĕ награда илнĕ ĕçченсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çавăн пекех Алманчăн паллă çыннисем, тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисем пирки те манман. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çак ялтан 248 çын хутшăннă, вĕсенчен 124-шĕ каялла таврăнайман. Алманчă ял тăрăхĕнчен Афган вăрçине 3 çамрăк хутшăннă, Чечняра вара 12 каччă çапăçнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хăш-пĕр салтака пытарнă вырăнтан илсе килнĕ тăпра та пур. Çавăн пекех Брестск крепоç стенин ванчăкĕ те кураканшăн пĕлтерĕшлĕ.
Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче вилнисем çинчен те материалсем çителĕклĕ.
Музей çумĕнче пысăках мар вулавăш йĕркеленĕ. Унта хăнасем, ял-йыш парнеленĕ кĕнекесем упранаççĕ.
2005 çулта краеведени музейне «халăх» ятне панă.
Паллах, экспонатсем пухас ĕç малаллах пырать. Ялта çакнашкал музей тытса тăни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Аслисемшĕн те, ачасемшĕн те. Çĕр хут илтиччен пĕр хутчен куçпа курни асра юлать. Килен-каян хăнана Алманчăсен кăтартмалли пурах. Ăна йĕркелеме хутшăннă çынсене вара ĕмĕр-ĕмĕр тав туса пурăнмалла. Ял кун-çулĕ çакăнта упранать. Ял-йыш иртнĕ кунăн çутине сÿнтермест.
Комментари хушас