Шĕмшешсем «суперах-ши»?

11 Пуш, 2015

Элĕк районĕнчи Шĕмшешри культура çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кĕрлесе çеç тăнă. Юрă-кĕвĕ сасси таврана ян! кайнă. Каярахпа вăл шăпланнă. Пĕр вăхăт хупăнса та тăнă. Хупă клуб халăха кăсăклантарман паллах.

- Иртнĕ çул «Ялти культура çурчĕсене юсаса çĕнетес» программăна хутшăнса грант çĕнсе илтĕмĕр, - терĕ Роза Александрова ерт.çĕ. - Баян, сцена тумтирĕ, çутăпа сасă аппаратури тивĕçрĕ пире.

Вĕр çĕнĕ баянпа калама кăмăллине палăртрĕ Вячеслав Филиппов илемлĕх ерт.çи. Маларах ăна шкултан илсе ç.ренĕ. Вăл унта вĕрентекенре вăй хурать, ачасене юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллаштарать. Çав вăхăтрах клубра пултарулăх ушкăнне ертсе пырать. Кунта ытларах аслă ăру ç.рет. Акă Николай Васильев 70 çулта пулин те юрлама юратать. Николай Емельянович Элĕкри ветерансен хорне те ç.рет, конкурссене хутшăнать. Римма Данилова, Зоя Ефремова, Вера Герасимова, Галина Андреева та хастаррисен шутĕнче.

- Юрать-ха, çаксем пур. Унта-кунта хутшăнмалла пулсан нихăçан та хирĕçлемеççĕ, т.рех пуçтарăнса тухаççĕ, - малалла сăмахларĕ Роза Германовна артистсене тав туса.

Хальлĕхе ушкăн ячĕ çук. Репертуарта - ытларах халăх юррисем. Хăшне-пĕрне ватă çынсенчен çырса илнĕ. Сцена çине тухма хăйсен укçи-тенкипе тумтир çĕлеттерни те хăйнеевĕр паттăрлăх шутланать. Вырăнти юрра-кĕвве сыхласа хăварас тĕллевпе пурăнаççĕ ватăсем.

- Ĕлĕкхи юрăсене мĕншĕн ытларах çырса юлман-ши? - пăшăрханать Галина Андреева. Уçă саслăскер пĕччен юрлама кăмăллать.

Унта-кунта концертпа тухса ç.реме транспорт çукки чăрмав к.рет. Çавна май вырăнтах ларма тивет. План пирки сăмах хускатсан Роза Германовна аллине сулса: «Халĕ ташă каçĕсене те укçалла йĕркелейместпĕр. Тĕрĕсрех, укçалла мар, т.левсĕр те ташлама килмеççĕ», - терĕ пăшăрханарах.

- Мĕнпе тултаратăр плана?

- Хăйсен кĕсйинчен т.леççĕ, - терĕ хастартараххи. - Почтăра ĕçленĕ чухне план тултарма 10-15 хаçат-журнал çырăнаттăм çулсерен.

«Ура çине тăрса пыракан» клубра кружоксем çĕнĕрен йĕркеленни те савăнтарчĕ. Шкул ачисем те иленнĕ унта. Шашка-шахмăтла выляма ç.реççĕ, ташлама юратаççĕ. Çитес вăхăтрах хĕрачасемпе алĕç ăстисен кружокне йĕркелессине пĕлтерчĕ ерт.çĕ.

Асăннă ялта клуба «культура вучахĕ» теме иртерех. Çапах та пушă лармасть вăл. Унпа юнашарах вара - алăксăр, кантăксăр çурт. Хăй вăхăтĕнче çак кермен пĕчĕк ача сассипе тулнă. Вырăнти хуçалăх тунă ăна. Ача сачĕшĕн ял халăхĕ те савăннă. Каярахпа вăл саланнă. Алăксемпе кантăксене те вăрласа пĕтернĕ курăнать. Çурта вара ишме май килмен пулас, вырăнтан хускатайман. Халĕ вăл вĕçенкайăксен «хăна çурчĕ» пулас. Сивĕ çанталăкра х.тлĕхе кĕрсе пытанаççĕ вĕсем. Вăхăтĕнче сыхласа хăварнă пулсан паянхи кун та ĕçленĕ пулĕччĕ садик.

Çап-çара стена çинче «Шумшеваши супер!» тенине асăрхарăм. Чăнахах та «супер» çав. Мĕн тери лайăх кермене упрама пĕлмен, пур ырлăха салатнă. Çĕнни тăвасси пирки тĕлĕкре те курăнмасть. «Тума - çулталăк, салатма - çур талăк» тени тĕрĕсех. Çакна «патша çуран ç.рекен вырăн» та çирĕплетет. Вăл клубран инçех мар вырнаçнă. Унăн та алăкĕ те, кантăкĕ те çук. Кам кĕрес тет - кĕрет, йĕри-тавра çил вĕрет. Тен, Шĕмшешсем хăйсем çакнашкал «ирĕклĕхе» кăмăллаççĕ?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.