- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксемпе ял телейлĕ
Пÿртри путенесем
Çутçанталăк газĕпе усă курни ырăлăх çав: пÿртре ăшă. Путенесем те читлĕхре хаваспах кĕшĕлтетеççĕ, чĕвĕлтетеççĕ. Кил хуçи акă читлĕхрен пĕчĕк çеç пăчăр-пăчăр çăмартасем илчĕ. Кăнтăрлахи е каçхи апата вĕсемпе пуянлатма пулать. "Çисе тăрантăмăр. Халĕ путене çăмарти патне чун ытлашши туртмасть", - терĕ 32 çулти Владимир Лавров.
Путене çăмарти сывлăхшăн усăллă, çавăнпа йышлă çемьешĕн вăл пач ытлашши мар. Владимир Аркадьевич мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтерет. Вĕсемсĕр пуçне килте амăшĕ, кукамăшĕ пурăнать. Путенесен читлĕхĕ тĕп алăк çумĕнче вырăн тупнă. Кил картишĕнче ĕне, пăрусем, сурăхсем, кроликсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал пур, вĕллесем шăкăрин лараççĕ. Тарăн юр айне пулнăскерсен умне тинтерех хырса тасатнă. Пĕлтĕр вĕсене кил хуçи яланхилле хуралтăна кĕртсе лартас темен, юр айĕнче мĕнлерех хĕл каçнине тĕрĕслесе пăхма шухăшланă. Вĕллесенчен пĕринче хуртсем хĕл вĕçленичченех вĕçме хăтланнă.
"Кăнтăр регионĕсенчен илсе килекен хурт пирĕн тăрăхрипе пĕрлешсе каять. Кăнтăр юнĕ чупнăран çĕнĕ йăхрисем ир вăранаççĕ. Чат хамăрăннисем пулсан часах вĕçме тытăнмĕччĕç", - ăнлантарать мана хурт-хăмăр ăсти.
Сăпайлă калаçать, çак таранччен хăй мĕнпе кăсăкланнине, малашнехи тĕллевĕсене пытармасть. Ăна итленĕçемĕн тĕлĕнетĕп: çуртра пысăк йыша хĕсĕкрех ?кирпĕч завочĕн столовăйĕнчен тунă çуртра икĕ çемье пурăнать%, картишĕнче те хуралтăсене çĕнетмелле, анчах çемьере вăл е ку çук тесе пĕри те нăйкăшмасть. "Тумалли пуç тÿпи таранах тесе кунсерен "макăрсан" ĕç патне алă пымасть. Унашкал шухăшпа анрамастăп. Ирхине тăратăп та тумаллине тăватăп. Пĕчĕккĕн пурте пулса пымалла", - тет Владимир Аркадьевич.
Тен, фазан та ĕрчетĕ
Унăн шăллĕпе йăмăкĕ хулара тĕпленнĕ. Самарта çуралнă Владимира вара хула нихăçан та илĕртмен. Уншăн ялтан илемли, лăпки, пахи çук. Тата мĕн пĕчĕкрен килти выльăха, кайăк-кĕшĕке кăмăллать, вĕсем çинчен ытларах пĕлес тесе Интернетра ларнипе кăна çырлахмасть, хăнăхнă выльăхран уйрăлмасăр çĕнĕ йышшисене усрама тăрăшать. Çапла, пĕр вăхăтра путенесемпе вăл питех те çывăх туслашнă, çулталăк çурăра 800 пуçа çитернĕ. Вĕсене пăхма çăмăл мар, пайтах тăкакланмалла. Çăмартасене ытла йÿнĕпе сутас килменрен ку ĕçрен пăрăннă. Халĕ çак кайăка пĕчĕк ачисене савăнтармалăх кăна тытать темелле.
Сунара çÿреме кăмăллакан арçынна кайăксенчен халĕ фазан илĕртет. "Ăна ĕрчетме шухăш пур, анчах кăшт тăхтамалла", - тет. Пысăк читлĕхсем, вырăн ытларах кирлĕ-мĕн. Фазан усракансем республикăра пур, вĕсемпе çыхăнма пулать. Çăмартине туянсан чĕппе килти инкубаторта кăларма май пур. Фазанăн какайĕ те, çăмарти те усăллă имĕш. Çамрăк арçынăн чунĕнче тĕвĕленнĕ шухăш, тен, хăçан та пулин пурнăçланĕ.
Кайăк-кĕшĕк çимĕçне кăмăллакансем Владимир Аркадьевича нумаях пулмасть кăркка усрама сĕннĕ. Унăн ашне туянма шантарнă. Çавăнпа çанталăк ăшăтасса Лавровсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Килти инкубатор яланхиллех çăмартасем йышăнма хатĕр.
Кăркка та ĕрчетесшĕн, вьетнам сыснине те усраса пăхасшăн Владимир Аркадьевич. Пĕр пĕлĕшĕ унăн ашĕнчен хатĕрленĕ салăпа хăналанă та çав тери килĕшнĕ. Çĕнĕ йышши выльăха ĕрчетсе пăхмасăр каллех чунĕ лăпланмасть.
Çĕннине усраса, йышлă выльăх тытса кăна пурнăç тума йывăртарах. Çамрăк çемьен çурт-йĕре, хуралтăсене çĕнетмелле, кукамăшĕ пурăннă вырăнта хуралтăсем тумалла. Çакна валли сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Инçете ĕçлеме тухса кайсан пыл хурчĕсене кам пăхĕ? Ку та шухăшлаттарать. Çывăхра Канаша ĕçе вырнаçас тенĕ - ирхи тата каçхи пуйăссен йышне чакарнăран май килмен. Халĕ икĕ эрне инçете кайса ĕçлесшĕн те тепĕр икĕ эрне килти хуçалăхпа тăрмашасшăн.
Кил хуçи калашле çемьене ĕне тытса тăрать, ăна вара вĕлле хурчĕсем тăрантараççĕ. Лавровсен утă çулмалли пысăках мар çĕр лаптăкĕ пур. Выльăх апачĕ хатĕрлемелле чухне пыл хурчĕсемпе ĕçлемелле. Владимир Аркадьевич вĕлле хурчĕсенчен уйрăлаймасть. Пылне юхтарса сутать те укçипе утă-улăм туянать. Уншăн çапла туни меллĕрех.
Кил картишри те - чун тĕпренчĕкĕ
Мĕнлерех юратать вăл кил картишри чун тĕпренчĕкĕсене! Ĕнипе, пăрăвĕсемпе, сурăхĕсемпе, вĕлле хурчĕсемпе, кроликĕсемпе, хурсемпе тата йыттисемпе паллаштармасăр чăтаймарĕ. Çапла, йыттисем те уншăн пурнăç тыткăчи. Пĕр йышшисем кил хуçалăхне хураллаççĕ, теприсем сунарта пулăшаççĕ. Мулкача, сăсара хăвалама кăмăллаççĕ. "Кăçал сăсар йĕррисем пур, анчах хăйсене курма йывăр. Шăши нумайран апат çителĕклĕ те уçă вырăна пит тухмарĕç", - палăртать Владимир Аркадьевич, тинĕс çар чиккинчен - салтак службинчен - таврăнсанах сунарçăсен йышне тăнăскер.
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕ мана савăнтарчĕ. Икĕ çемьере пултăм кунта. Петровсен пĕр ывăлĕ Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн яла таврăннă. Тепри те, университетра вĕренекенскер, хулара юласшăн мар. Владимир Лавров та акă ялти пурнăçпа киленсе пурăнать. Вăл йывăрлăха курса ÿсмен-и? Пайтах курнă, тÿснĕ. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, 4-мĕш класранпах ĕне сума тухнă. 10 çулта чухне Самар хулинче Лавровсен тăванĕ вилсен аслисем инçе çула тухнă. Шăпах çак вăхăтра ĕне пăруламалла пулнă. Шкул ачи ĕнене каçсерен куç хупмасăр сăнанă, пăхнă, чиперех пăрулаттарнă. Çакнашкал çамрăксемлĕ ялтан телейлĕреххи пур-ши?..
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас